Палăка тирпейленĕ

18 Кăрлач, 2014

Фашизма çĕнтернĕренпе вун-вун çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Фронтран таврăнайман ентешĕсене ял-йыш ĕмĕрех асра тытать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса Канаш районĕнчи Шăхальте лартнă палăка та ял çыннисем пăхсах тăраççĕ, ăна çĕнетсе тирпей-илем кÿнĕ, тавралла карта тытнă.

Палăртнă кун кунта ял çыннисем, ветерансем пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Тăвай тата Канаш районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ĕçченне Андрей Наймушина ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Владислав Васильевич Шăхальсем палăк территорине тирпейлеме йышпа хутшăнни ытти ялшăн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. Пархатарлă ĕçре хастарлăх кăтартнă ашшĕпе ывăлне, Робертпа Радислав Родионовсене, район администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă. Митингра Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алевтина Васильева, ветерансен канашĕн председателĕ Альвина Иванова, юстицин отставкăри аслă канашçи Роберт Родионов, унăн ывăлĕ юстици подполковникĕ Радислав Родионов, Николай Родионов вăрçă ветеранĕ, хăнасем сăмах каланă. Владимир аттепе Надежда матăшкă вăрçăра вилнисене асăнса кĕлĕ тунă.

Фронта Шăхальтен 126-ăн кайнă, 58-шĕ çеç чĕрĕ юлнă. Халĕ ялта 4 салтак арăмĕ, вăрçă ветеранĕсем Филипп Алексеевпа Николай Родионов пурăнаççĕ. Следстви комитечĕн ĕçченĕсем вĕсене хаклă парне панă, укçа парса пулăшнă. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи «Ентешсем» ансамбль ветерансене илемлĕ юрă-кĕвĕпе чун-чĕрине тыткăнланă.

Тĕл пулăва хутшăннисем çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Алексей Мурзуков янраттарнă «Офицеры» юрра хăнасем ура çине тăрса итленĕ.

Виталий АЧЧА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.