«Хресчен сасси»
Хамăрăн куна планеркăран пуçлатпăр. Унта кирлĕ ыйтусем сÿтсе яватпăр, тĕллевсем палăртатпăр, хаçата кăсăклăрах тума тăрăшатпăр.
Хаçатри материала корреспондент хатĕрлет. «Хресчен сассире» вĕсем виççĕн. Журналистăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Ахальтен мар корреспондента пыл хурчĕпе танлаштараççĕ. Ара, ялтан яла çитсе хыпар-хăнар пуçтармалла-çке. Вулакан çырăвĕпе те вăлах ĕçлет. Ăна редакцилесе пичете хатĕрлет.
Корректорăн ĕçĕ те çăмăл мар. Хаçат йăнăшсăр тухтăр тесе тăрăшать вăл. Ун хыççăн дежурнăй тепĕр хут вулать. Унтан редактор, директор-тĕп редактор аллине лекет. Вулакан патне çитиччен темиçе алă витĕр тухать çĕнĕ кăларăм.
Валентина ПЕТРОВА