Пĕр кун

2 Çурла, 2014

Йĕрке черчен, анчах та çирĕп алăра

Иртнĕ ытлари кунхи ĕç кунне Тăвай районĕн прокурорĕпе пĕрле ирттерме калаçса татăлтăмăр. Оксана Ястребова - районти пĕртен пĕр хĕрарăм прокурор. Хăйĕн тивĕçне вăл арçынтан кая мар, тен, ирттерсе те-и, пурнăçлать.

1 Пуш, 2014

Çул çинче...

РФ ШĔМ управленийĕн республикăри çул çÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн патруль службин ĕçĕ-хĕлне тарăнрах çутатас шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Пресс-конференцире чылай информаци, цифра асăнаççĕ-ха, çапах та «çĕр хут илтиччен пĕрре курни пахарах» теççĕ.

18 Кăрлач, 2014

«Хыпар»

Ирхи кайăк тутă пулнине шута илсе Пичет çуртне çичĕ сехет те хĕрĕх пилĕк минут тĕлнех çитетĕп. Виççĕмĕш хута хыпаланса хăпаратăп та тĕлĕннипе тăп чарăнатăп. Тирпейлÿçĕ манран та маларах килнĕ иккен. Тин кăна çуса кайнă урай çап-çутă çуталать. Таса пÿлĕме пырса кĕме те кăмăллă!

18 Кăрлач, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ»

Çĕр варринче тăрсан та хаçат пирки шухăшлакан журналистсем ирхи 8 сехет çурăра редакцие вирхĕнсе çитеççĕ. Коридорпа утнă чухнех пальто-куртка тÿмисене вĕçертеççĕ. Пÿлĕме кĕнĕ-кĕменех çĕнĕ кăларăмсемпе паллашаççĕ, вĕсенче мĕн çырнине тишкереççĕ.

Pages