«Çамрăксен хаçачĕ»
Çĕр варринче тăрсан та хаçат пирки шухăшлакан журналистсем ирхи 8 сехет çурăра редакцие вирхĕнсе çитеççĕ. Коридорпа утнă чухнех пальто-куртка тÿмисене вĕçертеççĕ. Пÿлĕме кĕнĕ-кĕменех çĕнĕ кăларăмсемпе паллашаççĕ, вĕсенче мĕн çырнине тишкереççĕ. Кăштахран "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев 16 кăларăма кăларса тăракансене яланхиллех хăйĕн патне пуçтарать. Ку кăна-и? "Çамрăксен хаçачĕн” ĕçченĕсен хăйсен планерки те пур. Кăларăм редакторĕн пÿлĕмĕнче журналистсем республикăра, çĕр-шывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине сÿтсе яваççĕ. Унтан кашниех хăйĕн пÿлĕмне васкать. Пурте пуç çĕклемесĕр çыраççĕ, вулаççĕ, йăнăшсене тÿрлетеççĕ, пултаруллă çамрăксем çинчен статья çырмашкăн тĕл пулуран тĕл пулăва чупаççĕ. "Кашкăра кăна мар, журналиста та ури тăрантарать”, - тени тĕрĕсех: чылай чухне апатланасси çинчен те манаççĕ.
Кĕçнери кун уйрăмах кăткăс. Кун каçипех оригиналсене /хут çине пичетленĕ статьясене çапла калаççĕ/ вуласа тÿрлетекен, материалсенче асăннă фактсене тĕрĕслекен Дмитрий Моисеев редактор çамки çинчи тарне шăла-шăлах çĕнĕ номерĕн юлашки страницисене тĕрĕслет. Каçхи 6 сехетре те ĕç кунĕ вĕçленмест-ха. Компьютер центрĕнче "полосасем” тухаççĕ. Дежурнăй редакторпа корректор вĕсене танлаштараççĕ, тÿрлетеççĕ. Набор операторĕсемпе калăплавçăсем те ывăннă. Пĕрремĕшĕсем кун каçипе вун-вун мар, çĕр-çĕр материалти йăнăшсене компьютерпа усă курса тÿрлетнĕ, иккĕмĕшĕсем темиçе хаçат калăпланă. Çакăн хыççăн хатĕр страницăсене "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ тĕрĕслет, 16 страницăллă "Çамрăксен хаçатне" "Чăваш Ен” ИПК типографине леçме ирĕк парать. Кăларăмăн редакторĕ, дежурнăй редакторĕ тата корректорĕ хаçата тепĕр хут пăхса тухса тÿрлетеççĕ. Ку номершĕн яваплă мар корреспондентсем вара пĕр-пĕр мероприятие, чăваш эстрада юрăçисен концертне васкаççĕ - унта пухăннисене "Çамрăксен хаçачĕ" пирки каласа кăтартма, кăларăма çитес çур çуллăха çырăнтарма... Каçхи 8-9 сехетчен типографи ĕçченĕсем хаçата пичетлеме пырса парасса кĕтсе ывăннă. Хатĕр хаçата илсе хĕрÿ ĕçе пуçăнаççĕ. Вĕсен 8025 экземпляр пичетлесе хатĕрлемелле. Раççей почтин вара вĕсене тул çутăличчен вырăнти çыхăну уйрăмĕсене çитермелле. Çапла "пиçсе" тухать "Çамрăксен хаçачĕн” черетлĕ номерĕ.
Д.АНДРЕЕВ
Комментари хушас