Комментари хушас

18 Кăрлач, 2014

«Тантăш», «Тетте», «Самант»

Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ «Тантăш» хаçат хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать. Чăваш ачин пурнăçне, унăн шухăш-кăмăлне, ĕмĕт-тĕллевне май килнĕ таран анлăн çутатма «Тантăш» ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех çула тухаççĕ, вулакансемпе тĕл пулса калаçаççĕ. Хăш чухне ял, хула шкулĕсен вĕренекенĕсем Шупашкара килсен редакцие кĕрсе тухмасăр каймаççĕ.

Çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăватлă пирĕн йыш кĕçĕн çулхи ачасем валли тĕрлĕ тĕслĕ «Тетте» журнал та кăларса тăрать. Ăна пĕчĕккисем хапăлласах йышăнни пирĕнте татах та хавхаланса ĕçлес туртăма вăйлатать. Районсенчи, хуласенчи шкул ачисем ушкăнăн-ушкăнăн çырăнни те çакна татах та çирĕплетет. Кăларăмĕсене çамрăк вулакан юратни тав сăмахĕнчен та хаклăрах.

n Владимир ФЕДОРОВ редактор

* * *

«Самант» кĕрекинче çамрăклăхăн ытарлăхĕ-асамлăхĕ çунат сарать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа журнал чăваш тĕнчин кĕтречĕпе паллаштарать, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене те манса каймасть. Хастар та тăрăшуллă çамрăксем çинчен каласа кăтартма яланах хапăл. Вĕсен çитĕнĕвĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх. Журнал тусĕсен ашшĕ-амăшне те асра тытать. Аслăрах пусăмрисем валли материалсем пичетлет. Çапла вара тăван халăх ăс-хакăлне, ĕмĕрсен опытне, аслисен ăс-тăнне çамрăксем патне илсе çитерет.

n Владимир СТЕПАНОВ шеф-редактор

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.