«Сывлăх»

18 Кăрлач, 2014

“Пирĕн килти тухтăр, сывлăх энциклопедийĕ,- теççĕ вулакансем “Сыв­лăх” хаçата хисеплесе. Хăйсен çырăвĕсенче, ре­дакцие шăнкăравласа вĕсем юратнă хаçата кашни кĕçнерни кун чунран кĕтнине, унти сĕнÿ­­семпе сывлăха çирĕ-п­­­летме, сипленме усă курнине пĕлтереççĕ, пулăшушăн тав тăваççĕ.

Чылайăшĕ пирĕн хаçатпа вăл кун çути курнăранпах, вун ултă çула яхăн ĕнтĕ, туслă çыхăну тытать. Сăмах май, “Сывлăх” вулакансем ыйтнипе тухма пуçланине те палăртмалла. Вĕсем сĕннипе 1998 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнчен “Хыпар” хаçатра уйăхра пĕрре тухса пынă хушма кăларăмран уйрăм хаçат çуралчĕ. 1999 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăл эрнере пĕрре тăватă страницăпа, А-3 форматпа тухать. Ăна Раççейĕн мĕн пур регионĕнче пурăнакансем почта уйрăмĕнче çырăнса илме, республика çыннисем “Чăваш пичечĕн” киоскĕнче туянма пултараççĕ. Кăçал вулакансен йышĕ хушăнни кăмăла çĕклет: ăна паян 7467 экземпляр илсе тăраççĕ, çав шутран 604 экземплярĕ республика тулашĕнче сарăлать.

“Хыпар” Издательство çурчĕ “Сывлăх” хаçата кăларма пуçласа чăваш халăх хаçатне никĕсленĕ Н.В.Никольский ĕмĕтне пурнăçа кĕртнине палăртас килет. Вăл халăх медицинипе кăсăкланнă, пин-пин рецепт пухнă, эмел курăкĕсем ÿстернĕ, чирлисене пулăшнă. “Сывлăх” хаçат унăн ĕçне малалла тăсать, халăхăн ĕмĕрсенче пухăнса, пуянланса пынă сиплев меслечĕсене манăçасран упрать, пин-пин çын патне çитерет, харпăр хăйне пулăшма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ачасене пĕчĕкрен тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, йĕркеллĕ воспитани пама вĕрентет. Çак ĕçе вулакансем те ырă тÿпе хываççĕ, хăйсен пухмачĕ­­­нчи тĕрĕслесе пăхнă рецептсене ярса параççĕ, хаçата пуянлатаççĕ. Малашне те пĕр-пĕрне пулăшса пурăнасчĕ!

Алина ЛУКИЯНОВА

редактор

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.