Archive - 4 May, 2018

Date
Type

Комсомольскинчи пĕр çуртра тухнă пушарта чутах икĕ хĕрарăмпа виçĕ ача çунса вилмен. Юнашар вырнаçнă электричество подстанцийĕнче ĕçлекен Александр Жирнов çывăхра пулнă: вăл пурне те çăлнă.
Синкерлĕ смена

Унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Шупашкарти 23-мĕш «Берегиня» садикре тăрăшакан Анатолий Порфирьев кашнине ырă сăмахпа пулăшма тăрăшать. Коллективри çеç мар, хулари пĕртен-пĕр арçын воспитатель вăл. 27-ри каччă ачасене питĕ юратать.

«Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать...» К.Ивановăн поэминчи йĕркесем ахальтен аса килмерĕç. Хĕрарăмăн пÿрнисем выляннине сиссе те юлаймастăн — тĕрĕ хатĕр те. Сĕтел çинче масмакпа тухья валли вĕтĕ шăрçапа тенкĕсем... Ăста арчинче мĕн кăна çук-ши?

Пĕрре тĕлĕннипе, тепре савăннипе шак хытса тăтăм… Пирĕн клубра, эп ас тăвасса, нихăçан та хореограф пулман. Ялĕ те пысăк, ачисем те хастар. Ташлама вĕрентекен çуккишĕн уйрăмах хĕрачасем пăшăрханатчĕç. Хамăр та шкулта вĕреннĕ çулсенче клубран тухма пĕлмен. Пĕрмаях уявсем йĕркелеме пулăшнă, пур концерта та хутшăннă.

Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федерацин 2018 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Федерацин «Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи çинчен» саккунĕн 1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăннă саккунĕ вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ĕç укçин уйăхри чи пĕчĕк виçи 11163 тенкĕпе танлашнă.

4 May, 2018 | Хыпар | Культура | Уяв

«Епле ăçта каятăп? Демонстрацие, эсĕ пымастăн-им? Кун пек уявра халăхран юлма юрать-и вара? Ĕмĕртен пыракан йăла…» — такама ăнлантарчĕ троллейбусри арçын. Çак самантра общество транспортĕнчи чылай çын шăпах Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятие хутшăнма васканинче иккĕленÿ çуралмарĕ. Э-э-э, çук-ха. Пĕр кинемей çу уйăхĕн 1-мĕшĕ иккенне маннă иккен, пасара пуçтарăннă.

Хальхи вăхăтра пурнăç таппипе тан аталанса пырас тесен предприятисен инноваци йышăнăвĕсемпе усă курмалла, рынока çĕнĕрен те çĕнĕ идейăсемпе тĕлĕнтермелле. Çакна «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнĕн ертÿçисем тата унта ĕçлекенсем питĕ лайăх ăнланаççĕ: промышленноçри чи кăткăс тĕллевсене пурнăçлаççĕ, çулсерен çĕнĕ йышши продукци кăлараççĕ.

ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сăмах илнĕ май ре

Pages