Эреш

4 Çу, 2018

Арча эрешсемпе тулнă

«Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать...» К.Ивановăн поэминчи йĕркесем ахальтен аса килмерĕç. Хĕрарăмăн пÿрнисем выляннине сиссе те юлаймастăн — тĕрĕ хатĕр те. Сĕтел çинче масмакпа тухья валли вĕтĕ шăрçапа тенкĕсем... Ăста арчинче мĕн кăна çук-ши?