Çăмăл ураллă Маша çунат сарма пулăшать
Пĕрре тĕлĕннипе, тепре савăннипе шак хытса тăтăм… Пирĕн клубра, эп ас тăвасса, нихăçан та хореограф пулман. Ялĕ те пысăк, ачисем те хастар. Ташлама вĕрентекен çуккишĕн уйрăмах хĕрачасем пăшăрханатчĕç. Хамăр та шкулта вĕреннĕ çулсенче клубран тухма пĕлмен. Пĕрмаях уявсем йĕркелеме пулăшнă, пур концерта та хутшăннă.