Çăмăл ураллă Маша çунат сарма пулăшать

Пĕрре тĕлĕннипе, тепре савăннипе шак хытса тăтăм… Пирĕн клубра, эп ас тăвасса, нихăçан та хореограф пулман. Ялĕ те пысăк, ачисем те хастар. Ташлама вĕрентекен çуккишĕн уйрăмах хĕрачасем пăшăрханатчĕç. Хамăр та шкулта вĕреннĕ çулсенче клубран тухма пĕлмен. Пĕрмаях уявсем йĕркелеме пулăшнă, пур концерта та хутшăннă. Юрлама та, ташлама та хамăр тĕллĕн вĕренкелеттĕмĕр.
Халь вара тинех пирĕн ачасем валли ташă кружокĕ уçăлнă! Вăл аталанса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн ачасене район шайĕнчи уявсене илсе каяççĕ. Культура çуртне 10 çухрăмри поселокран Мария Емельянова çамрăк хореограф килсе çÿренине илтнĕччĕ-ха. Анчах та çакнашкал пысăк çитĕнÿсем тума тытăннине пĕлменччĕ. Куçа-куçăн курса та калаçманччĕ. Йывăрлăхсенчен хăрамасăр ялти клубра ĕçлеме килĕшнĕ хастар пикепе тĕл пулса паллашас кăмăлăм çуралчĕ.
Светлана Крупиновăпа Ирина Иванова тата Светлана Федорова тăрăшнипе ялта культура вучахĕ сÿнмест. Виçĕ çул каялла хореграф ĕçлеме килни ялти культура пурнăçне чылай пуянлатрĕ. Ташă кружокĕ уçăлни пирки илтнĕ ача-пăча хаваспах клуба пухăна пуçларĕ. Пирĕн ачасем те ташă ăсталăхне алла илсе пыраççĕ, кашни концертрах халăха савăнтараççĕ. Паллах, ял халăхĕ çамрăк хореограф тăрăшăвне сисмесĕр юлмасть, кашни çĕнĕ ташша хапăл туса йышăнать. Мария Емельянова пирĕн ачасен кăмăлне çавăрма пултарчĕ, ташă тĕнчине илĕртрĕ, çак ăсталăха туптама вĕрентрĕ. «Ачапа ачалла пулма тăрăшмалла, — тет Мария. — Эпĕ вĕсемшĕн — юлташ вырăнĕнче, занятисене интереслĕ ирттерме тăрăшатăп. Кунран-кун ачасем хăюлланни курăнать. Çунат саракан кайăксем пекех вĕсем, хăйсен пултарулăхне ĕненме, хăйсен кĕлеткине итлеме вĕренсе пыраççĕ, сцена çинче те хăйсене ирĕклĕн тытма пуçларĕç тинех… Чи малтан вара хăюсăр та вăтанчăкчĕ, алли-урине ытлашши хускатасран хăратчĕç. Пĕр-пĕрин çине пăхма хăю çитерейместчĕç! Урок хыççăн — урок… Ачасем уçăлса пынине, мана шанма пуçланине сисме пуçларăм. Кашни занятире ирĕклĕ самантпа усă курса хăйсен мĕнле ташлас, хусканусем тăвас килет – çавăн пек тăваççĕ. Эх, яраççĕ вара ташша! Чарма çук… Чăн-чăн артистсем пек! Тĕрĕссипе, артист пулма вĕренетпĕр те. Тĕрлĕ хăнăхтару, сценка лартса актер ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене ăса илетпĕр. Ташăç вăл – артист! Унăн инструменчĕ вырăнĕнче – хăйĕн кĕлетки. Кунпа çеç мар, ташăпа, йăл кулăпа, хитре сăнпа илĕртме вĕрентетĕп. Çăмăл мар. Çапах та манăн чун апачĕ вăл».
Мария хăй те çавнашкалах ял хĕрачи пулнине ас тăвать. Вăл пурăннă поселокра хореографи кружокĕ уçăлсан Маша та клуба килмесĕр чăтайман. Пĕррехинче килнĕ те хăйĕн чун киленĕçне тупнă. Пĕр занятие те сиктермен. Клуб пурнăçĕ ăна савăк та асамлă тĕнче пек туйăннă: интереслĕ репетицисем, савăнăçлă концертсем, илĕртÿллĕ тумтир, хаваслă ташăсем… Çав кăсăклă тапхăра уйрăмах ăшă туйăмпа аса илет Маша. Савнă вĕрентекенне Татьяна Леонтьевăна ташă тĕнчине чунтан-вартан юратма вĕрентнĕ, унăн вăрттăнлăхĕсене уçса панă. Çăмăл ураллă Мария ташша ăста пулнине амăшĕ Елена Вениаминовна та курнă, ял çыннисем те ăна пĕрре кăна мар: «Ай, маттур та сирĕн Маша! Малалла ташă енĕпе вĕренме каймаллах унăн», — тесе канаш панă. Чăн та, амăшĕн сĕнĕвĕпе хĕр-упраç Кăнарти вăтам шкула пĕтерсен Шупашкарти культура училищине çул тытнă. Унта Мария ташă ăсталăхĕн аксакалĕсен аллине лекнĕ. Зоя Александрова, Вера Протопопова, Людмила Нянина занятийĕсене чун-чĕре варринче упрать вăл. Çакăн пек пултаруллă çынсенчен ăсталăха вĕренме тÿр килнине пысăк чыс вырăнне хурать.
Юлашки вăхăтра кружока çÿрекенсен шучĕ чакни питĕ пăшăрхантарать хореографа. Чи малтанах нумаййăн çÿренĕ, халĕ — икĕ ушкăн кăна. Çÿреме пăрахнисенчен ытларахăшĕ – юнашар ялсенчисем. Килме нушаллăрах пулнине, транспорт тăкакĕ те витĕм кÿнине ăнланать педагог. Репертуара пуянлатма тумсем те çук вĕсен. Культура çуртĕнче нимĕнле костюм та пулманнипе чылай ташă валли тумтир çĕлеттерме тăрăшаççĕ, вăл та тăкаксăр мар. Ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтарма тивет. Çамрăк çемьесем лару-тăрăва ăнланаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. «Юлашки вăхăтра ачасемпе тĕрлĕ фестиваль-конкурса тухса çÿреме тытăнтăмăр. Ку питĕ аталантарать, тавра курăма анлăлатать. Ман хĕрсем ытти ушкăнсен ташшисене сăнама, хаклама вĕренеççĕ. Тата чи кирли – вĕсем хăйсем те ыттисенчен кая мар пулнине ăнланса илеççĕ. Ак кĕçех Куславккана ăмăртăва кайăпăр, унта хамăр валли чылай çĕнни тупасса шанса тăратпăр, — палăртрĕ Мария. — Çăва тухиччен кашни çулах отчет концерчĕ ирттеретпĕр. Çулталăкра ачасем мĕн вĕреннине кăтартаççĕ. Çав уяв хыççăн, йăлана кĕнĕ тăрăх, похода каятпăр. Ку та ача-пăчана питĕ туслаштарать, çывăхлатать».
Мал ĕмĕтлĕ те хастар хореограф культура ĕçĕ-хĕлне суйласа илнишĕн ÿкĕнмест, анчах ял тăрăхĕнче çак тытăма пысăк тимлĕх уйăрманни хĕр-упраçа питĕ кулянтарать. Ăнтăлакан, тăрăшакан çамрăксене пур çĕрте те çул уçса парсан ялсенче те хулари пекех культура кĕрлесе тăрĕччĕ.
Регина ВИХАРЕВА.
Çĕрпÿ районĕ.
Мария Емельянова архивĕнчи
сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.