Комментари хушас

4 May, 2018 | Хыпар | Культура | Уяв

«Епле ăçта каятăп? Демонстрацие, эсĕ пымастăн-им? Кун пек уявра халăхран юлма юрать-и вара? Ĕмĕртен пыракан йăла…» — такама ăнлантарчĕ троллейбусри арçын. Çак самантра общество транспортĕнчи чылай çын шăпах Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятие хутшăнма васканинче иккĕленÿ çуралмарĕ. Э-э-э, çук-ха. Пĕр кинемей çу уйăхĕн 1-мĕшĕ иккенне маннă иккен, пасара пуçтарăннă. Çавăнпах Çĕнĕ кăнтăр районĕнчен килекен троллейбус Чукун çул вокзалĕнчен малалла каймасса пĕлтерсен мăкăртатанçи те пулчĕ. Ыттисем вара уçă кăмăлпа Чапаев скверĕ еннелле утрĕç.

Ара, шăпах çак тĕлтен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çитиччен утмалла-çке уяв программи тăрăх. Общество организацийĕсем, тĕрлĕ предприяти-учреждени ĕçченĕсем, çамрăксем хутшăнчĕç демонстрацие. Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă, ялав, чечек тытнă çынсен сăнне йăл кулă пушшех илем кÿчĕ. Аслисемпе юнашарах савăнса утакан вĕт-шакăр уявăн хаваслă сĕмне татах та вăйлатрĕ. Оркестр та уява чĕрĕлĕх кÿчĕ. Урамсенче янăракан юрă-кĕвĕ, интерактивлă лапамсем, аниматорсем те ватти-вĕттин кăмăлне уçрĕç.

Çуркуннепе Ĕç уявне халалласа ирттернĕ мероприятисене Чăваш Енре 44 пин çын хутшăннă. Тĕп хулара иртнĕ демонстраци колоннине вара 35 пин çын тăчĕ. Çав шутра Чăваш Ен ертÿлĕхĕ те. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чувашрессовпроф председателĕ Анатолий Коршунов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов тата ытти ертÿçĕ те уявра халăхпа курса калаçрĕç, пĕрле утрĕç.

Демонстрацие хутшăннисене Хĕрлĕ тÿремре Михаил Игнатьев тата ыттисем ăшшăн саламларĕç. Малашне те ăнтăлса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç. Хулари пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Культурăпа кану паркĕсенче те кăсăклă мероприяти нумай иртрĕ.

 

 

Татьяна НАУМОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.