Archive - 29 Çу, 2018
Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать
«Раççей чукун çулĕсем» обществăн куравпа лекци комплексĕ ĕнер Шупашкар станцийĕнче чарăннă.
Раççейри тата ют çĕршывсенчи компанисем хăйсен инноваци проекчĕсене кăтартакан куçса çÿрекен куравпа лекци комплексĕ 2011 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçăлнă. Экспозици предприятин инноваци продукцийĕн рынокĕн чукун çул транспорчĕ, нанотехнологи, энергетика, ытти енĕпе ĕçлекен компанийĕсемпе пĕрле туса хатĕрленĕ çĕнĕ йышши техникăпа тата технологисемпе паллаштарать.
«Икĕ çунат» хÿттипе
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тĕрĕ тĕрлес, пир тĕртес ĕç вĕçен кайăкăн икĕ çуначĕ пекех пулнă. Çунатсăр кайăк вĕçеймест, асăннă промысласемсĕр халăх искусстви те çук.
Хăçан йĕрке пулĕ?
Шупашкарти çĕнĕ автовокзалпа чукун çул урлă иртме çĕр айĕнчен хывнă каçă хушшинчи территорие хăçан йĕркене кĕртĕç-ши? Кунта малтан киосксем ĕçлетчĕç, пĕчĕк пасар та пурччĕ. Вĕсене пăсрĕç. Анчах тавралăха тирпей-илем кĕртесси пирки манчĕç пулас. Ку вырăнта халăх йышлă çÿрет. Тротуарсем арканнă. Йĕпе-сапа çанталăкра шыв кÿлленсе тăрать, çавна май кунти çулсемпе утма питĕ кансĕр…
И.ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар хули.
Ăçтан укçа çитермелле?
Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕнче халăхран ялан укçа пухаççĕ. Масар карти тытмалла — 1000 тенкĕ, масар пÿртне тумалла — 1000 тенкĕ, çул сармалла — 1000 тенкĕ, урамсенче çутă тумалла — 500 тенкĕ… Кашни çул пушар машинине тытса тăма 500 тенкĕ ыйтаççĕ. Машини вара ĕçлемест те. Тури Тимĕрчкасси лавккинче тата 200 тенкĕ пухасси çинчен пĕлтерÿ çакса хунă. Ăна кам валли, мĕн тума пуçтараççĕ-ши тата? Пенсионерсен электричествăшăн, газшăн тÿлемелле, налук парăмĕсене татмалла, эмелне туянмалла. Ăçтан укçа çитермелле?
Çутă сăнарĕ пире ĕмĕр кирлĕ
Чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 128 çул çитнине халалланă уяв ĕнер тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ.
Мероприятие ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, поэтсемпе писательсем, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсем, поэзие юратакансем, общество деятелĕсем хутшăнчĕç.