Çутă сăнарĕ пире ĕмĕр кирлĕ

Чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 128 çул çитнине халалланă уяв ĕнер тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ.
Мероприятие ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, поэтсемпе писательсем, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсем, поэзие юратакансем, общество деятелĕсем хутшăнчĕç.
ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Константин Иванов чăваш халăхĕшĕн, тĕнчешĕн сумлă вырăн йышăннине, ăна яланах асăмăрта тытмаллине, унăн ырă ячĕ, çутă сăнарĕ, пархатарлă ĕçĕсем чăваш чĕлхишĕн ĕмĕр-ĕмĕр кирлине палăртрĕ.
Митингра ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, Раиса Сарпи, Светлана Асамат поэтсем, артистсем, ÿнерçĕсем, культура деятелĕсем сăмах каларĕç. Чи кăсăкли — вилĕмсĕр «Нарспи» поэма сыпăкĕсене Константин Яковлев министртан пуçласа поэтсем, ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем, артистсем, педуниверситетпа культура институтĕнче вĕренекенсем вуларĕç. Ун хыççăн Константин Иванов палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.