Archive - 23 Çу, 2018

23 Çу, 2018

«Тĕллевлĕн йĕркелени кирлĕ»

Ака уйăхĕн вĕçĕнчех пулнăччĕ Мулюковсен хуçалăхĕнче. Çумăр вĕтĕртететчĕ. Патăрьел тăрăхĕнче кăçал Пăла ейĕве тухса сарăлнипе çĕр хăвăрт пулса çитеймест пулĕ тесе ыйтрăм та — хресченĕн малашлăхпа пурăнас ăнтăлуллă хуравне илтсе хĕпĕртерĕм. «Çурхи ĕççи кăçал та кая юлса пуçланать. Эпир мĕн пур техникăна йĕркелесе çитернĕ ĕнтĕ. Çĕр пулса çитессе çеç кĕтетпĕр. Уяртсан çĕр пĕр-икĕ кунрах типет, çурхи уяв тĕлнелле хире тухасшăн», — тенĕччĕ ун чухне Патăрьел районĕнчи Тури Туçари ХФХ ертÿçи Валерий Мулюков техникăпа паллаштарнă май.

23 Çу, 2018

Слесарь-токарь те, агроном та...

8 сехет тĕлнех Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче пурăнакан Никитинсем патне çитрĕмĕр. Кил умĕнчи тĕрлĕ техника ларнинчен кунта çĕр ĕçченĕ пурăннине ăнкаратăн.

23 Çу, 2018

Пархатарлă ĕçне те, хăйне те манăçа кăлармăпăр

Николай Никольский 1906 çулта никĕсленĕ «Хыпар» хаçат кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 112 çул тултарчĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа 140 çул çитнине паллă тумашкăн хăйсене чунпа-юнпа чăн чăваш тесе шухăшлакансем Муркаш районĕнчи Купăрляна, мухтавлă профессорăн палăкĕ умне, пухăнчĕç. Паянхи «Хыпарçăсем», Николай Васильевич ĕçне малалла тăсакансем, савăнăçлă мероприятие çулленех пуçаруллă хутшăнаççĕ, вĕрентекенĕмĕре сума суса пуç таяççĕ. Иртнĕ шăматкун та çаплах пулчĕ.