Archive - 25 May, 2018

Date

Унăн ячĕ кăна мар, пурнăçĕпе пултарулăхĕ те хăйне евĕр. Ырă кăмăлĕпе тата пархатарлă ĕçĕпе вăл ачасене, ял çыннисене хăйĕн патнелле туртать. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Леонилла Пупина пирки.

Ку — ахаль каланă сăмах мар, чунтан тухакан чĕнÿ. Палестинăпа Израиль çĕрĕ çинче ĕлĕкренпех вăрçă-харçă пынă. Паянхи кун та Палестина халăхĕ Израильти оккупаци салтакĕсемпе ирĕклĕхшĕн кĕрешет.

Республикăри ял-поселока, дачăсене пуйăспа кăçал Шупашкарти, Канашри, Çĕмĕрлери, Улатăрти чукун çул вокзалĕнчен хуласен çумĕнчи маршрутсемпе çитме пулать-и?