Тус-тăванпа, кÿршĕпе килĕштерсе пурăнасчĕ
Ку — ахаль каланă сăмах мар, чунтан тухакан чĕнÿ. Палестинăпа Израиль çĕрĕ çинче ĕлĕкренпех вăрçă-харçă пынă. Паянхи кун та Палестина халăхĕ Израильти оккупаци салтакĕсемпе ирĕклĕхшĕн кĕрешет. Çавăнпах пулĕ унта пурăнакансем тĕрлĕ çĕршыва туха- туха каяççĕ. Вĕсем пирĕн республикăра та хÿтлĕх тупнă. 2017 çулта Палестинăпа Чăваш Енĕн туслăх обществине туса хунă. Унăн ертÿçине Аль-балуи Бассама хамăр редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.
— Чăваш Енпе Палестина туслăхĕ пин çул каяллах çирĕпленме пуçланă. Ун чухне халăхра Палестина çутта кăларуçисем Христос тĕнĕ çинчен вĕрентсе çÿренĕ. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев Раççейпе Палестина туслăхĕн обществин членĕ пулнă. Паянхи кун та çак тĕвве татас килмест. Ĕçлĕ çыхăну йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикине Палестинăн Раççейри посольствин ĕçченĕсем час-час килеççĕ. Акă нумаях пулмасть посольство пресс-секретарьне Абдулла Иссана йышăнтăмăр. Çывăх вăхăтра посол та килме шухăшлать. 2012 çулта Шупашкара Палестина президенчĕ Махмуд Аббас килсе кайнăччĕ. Вăл Чăваш Енре виçĕ кун пурăннăччĕ. Хăй вăхăтĕнче чăвашсем çинчен Ясер Арафат та каласа кăтартнă. Шел те, вăл кунта çитсе кураймарĕ.
— Малашне мĕнле ĕçсемпе мероприятисем йĕркелеме палăртатăр?
— Чăн та, ĕмĕтсем пысăк. Сăмахран, паломниксен юхăмне вăйлатас килет. Чăваш çыннисем Палестинăна кайса курма пĕрре те хирĕç мар. Манăн унта художниксене илсе каяс, вĕсене Христос утса çÿренĕ вырăнсене, унти пурнăçа ÿкерттерес килет. Кайран вара курав йĕркелеме пулать. Палестина ÿнерçисен те Чăваш çĕрĕ çинче хăйсем валли кирлине тупаççех. Çакнашкал пĕчĕк ĕçсенченех туслăх тĕвĕленет. Чăваш Ен — ял хуçалăх продукцийĕ çитĕнтермелли чи лайăх тăрăх. Палестинăра тĕрлĕ йышши помидор-хăяр ÿстереççĕ. Вĕсенчен кунта та пысăк тухăç илме пулать. Пирĕн патра пылак çĕр улми — батат — лартаççĕ. Сывлăхшăн усăллă вăл. Ăна та кунта çитĕнтерме пĕтĕм услови пур.
— Чăваш Республики сирĕншĕн тăван кил пулса тăчĕ…
— Эпĕ кунта 25 çула яхăн пурăнатăп. Чăваш Ене пĕрре курсах килĕштертĕм. Пуçласа 1989 çулхи хĕлле килсе кайнăччĕ. Мускавра чăваш хĕрĕпе паллашса çемье çавăртăмăр. Вăлах мана чăвашсем çинчен каласа кăтартнăччĕ. Ют çĕршывран килнĕ çамрăка ун чухне пĕтĕмпех интереслĕччĕ. Арменири аслă шкулта экономиста вĕрентĕм, унтан — Мускавра наукăсен академийĕнче. Çынсемпе халăхсен прависене хÿтĕлес ыйтупа доктор диссертацине хÿтĕлерĕм. Мускавран кунта килнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ун чухне Шупашкарта автомашина питĕ сахалччĕ, спорт тумĕллисем темшĕн нумайччĕ. Чăваш çынни ĕçчен, хăйĕн валли çимĕçсем туса илет. Лавккана чупас йăла çукчĕ ун чухне, пĕтĕмпех килте хатĕрлетчĕç. Кунти халăх этеме сăнĕпе тĕсне кура уйăрмасть. Кашни килте яланах тарават йышăнаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ нÿхрепре е холодильникре мĕн пур çимĕçе сĕтел çине кăларса хурать. Кирлех пулсан мунча та кĕртсе яраççĕ. Ăсатса янă чухне кучченеç тыттараççĕ. Телее, Чăваш Енре чунлăх çухалман. Эпĕ тĕрлĕ районта пулса курнă. Шел те, ялта халăх йышĕ чакса пырать. Вăй питти çынсем тăван тăрăхран тухса каяççĕ. Ял ватăлать, çуртсем пушанаççĕ, çĕрсем сухаланмаççĕ. Çак ыйтусем мана та питĕ шухăшлаттараççĕ.
— Эсир Чăваш Ен çинчен кинофильмсем ÿкерес ĕçе хутшăнатăр.
— Виктор Чугаровпа пĕрле темиçе фильм хатĕрлерĕмĕр. «Доктор Бассам и приключения иностранца в России», «Продвижение в Чебоксарах» фильмсене чылайăшĕ курнă та пулĕ. Иерусалимри Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте Чăваш Ен çинчен фильм та кăтартнăччĕ. Хăть те хăш çĕршыва кайсан та эпĕ Чăваш Ен çинчен каласа кăтартатăп. Вĕсем ун пек çĕршыв та пур-и теççĕ, унта епле çитмелли пирки ыйтаççĕ, республикăпа кăсăкланаççĕ. Унăн лаптăкĕ Париж хулинчен те пысăкрах тетĕп те тĕлĕнеççĕ. Тĕрлĕ çĕршыв çыннисене сăн ÿкерчĕксем ярса паратăп. Вĕсем кунти çут çанталăк хитре пулнине палăртаççĕ.
— Эсир — Чăваш Енре пурăнакан халăхсен ассамблейин хастарĕ те.
— Общество организацине туса хуни — пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл тĕрлĕ наци çыннисене çывăхлатрĕ. Халăхсене пĕтĕçтерес тĕллевпе нумай ĕç тăвать. Пĕрлĕхре эпĕ хама вăйлă та тĕреклĕ туятăп. Пĕрле пур йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Акă нумаях пулмасть Çĕнтерÿ кунне паллă турăмăр. СССРта пурăнакан пур халăх çынни те кар тăрса çĕршыва тĕп тума килнĕ тăшмана çапса аркатма пултарнă. Паян халăхсене Раççей пĕрлештерсе тăрать. «Любите Россию и она станет твоей матерью», — тенĕ Иван Яковлев. Шел те, чи пысăк та чи пуян çĕршыв-ра пурăнакан этем те чунсăрланать, ăна кÿршĕре е хăйĕн тăванĕн килĕнче мĕн пулса иртни те интереслентермест. Кашни хăйĕншĕн тăрăшать. Ыттисен шухăш-кăмăлĕ кăсăклă мар паянхи çынсене.
— Палестинăран Чăваш Ене ытларах çамрăксем килеççĕ-и е аслă ÿсĕмрисем те пур-и?
— Кунта 100 яхăн çын пурăнать. Студентсен йышĕ, чăн та, пысăк. Хăшĕ-пĕри кунтах çемье çавăрать. Шупашкарта Палестина каччисене кăна тĕл пулайăн, хĕрсене килтен аякка питех ямаççĕ. Пирĕн çĕршывра тухтăрсем çитмеççĕ, вăрçă тавраш ялан пулнипе медиксем кирлĕ. Врач дипломне алла илсен чылайăшĕ тăван тăрăха таврăнать, ыттисем ют çĕршывсене пурăнма каяççĕ. Политехника институтĕнче строитель специальноçне алла илекенсем те пур. Палестинăра строитель те питĕ хисеплĕ професси. Чăваш палестинецĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче, больницăсенче ĕçлеççĕ, бизнес йĕркеленисем те пур. Палестина çамрăкĕсем беженецсен лагерĕсенче çуралаççĕ. Ача-пăча выляса та кураймасть, теттесем те çук вĕсен. Çамрăклах алла пăшал тытаççĕ, палаткăра пурăнаççĕ. Çутă ĕмĕт-шухăш кăна вĕсене пурăнма вăй парса тăрать. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн яшсемпе хĕрсем вĕренÿ еннелле туртăнаççĕ. Ашшĕ- амăшĕ те ачисене вĕренме чармасть. Вĕренсе пысăк çын пулччăр, хăйсен хуйхи-суйхине ан курччăр теççĕ. Раççей яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ лайăх условисенче çитĕнет. Вĕсен пĕтĕмпех пур. Çамрăксене пулăшас тĕллевпе патшалăх нумай ĕç тăвать. 20 çул каялла акăлчанла пĕлекен те çукчĕ. Халĕ пурте тенĕ пекех ют чĕлхе пĕлеççĕ. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, киревсĕр йăласенчен пăрăнни савăнтарать мана. Малалла вулас...
Комментари хушас