Комментари хушас

1918 çулхи çĕртме уйăхĕнче большевиксен витĕмĕпе иртнĕ Пĕтĕм чăвашăн рабочи-хресченĕн I съезчĕ халăх шăпипе тачă çыхăннă 14 ыйтăва сÿтсе явнă.
Çав шутра — патшалăх органĕсем наци культура политикине пурнăçа кĕртессине те. Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче çуралнă Учредительнăй пуху /ăна кăрлач уйăхĕнче большевиксем салатса янă/ депутачĕ, пуш уйăхĕнчен Хусан Республикин Совечĕ çумĕнчи Чăваш ĕçĕсен комиссариачĕн статистика пайĕн ертÿçи Г.Т.Титов доклад тунă. Чăваш уесĕсенче патшалăх институчĕсем туса хума, уйрăммăн илсен чăваш чĕлхине упраса хăварма, аталантарма, ăна шкулсенче çĕнĕлле вĕрентме, наци культурине чĕрĕ варкăш сывлăш вĕрсе кĕртме чĕнсе каланă. Ачасене чăвашсенчен тухнă учительсен пĕлÿ памалла, çав вăхăтрах шкулсенчен вырăссене сивĕтмелле мар, мĕншĕн тесен вырăс чĕлхине те вĕрентмелле тенĕ.
Форум Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш семинарине /маларах И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕ/ сыхласа хăварасси çинчен резолюци йышăннă. Хусан Республикин Совечĕ çумĕнчи чăваш ĕçĕсен комиссарĕ А.Д.Краснов съезд «чăваш ачисемшĕн училищĕне, историпе культура вучахĕ пулса тăраканскере, хÿтĕлесе хăварассишĕн» пысăк пĕлтерĕшлĕ резолюци йышăннине палăртнă. Паллах, вăл ун чухне Чĕмпĕр кĕпĕрнин Совечĕн вĕрентÿ пайĕ 1919 çулта семинарие вырăс институтне парассишĕн кĕрешÿ пуçласа ярасси çинчен шухăшлама та пултарайман.

Юрий МИХАЙЛОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.