Комментари хушас

Елчĕкре пурăнакан пенсионер тĕрĕслĕх шыраса район прокуратурине çитнĕ.
Пенсионер «Капитал» потребитель кооперативне 1,72 млн тенкĕ 365 кунлăха хывнă. Укçапа усă курнăшăн кооператив ăна çулталăкра 22,9 процент хушса тÿлеме шантарнă. Палăртнă вăхăт çитсен пенсионер укçине каялла илме шутланă. Анчах кооператив укçине те, процентне те паман. Лешсем хăйсен ирĕкĕпе тавăрманнине ăнланнă ватă çын право органĕнчен пулăшу ыйтнă. Шупашкар хулин Мускав районĕн сучĕ «Капитал» потребитель кооперативĕнчен 1,877 млн тенкĕ шыраттарса илме йышăннă. Тинех парăмпа татăлнă айăпа кĕни.

Л. АЛА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.