Комментари хушас

23 Çу, 2018

Пархатарлă ĕçне те, хăйне те манăçа кăлармăпăр

Николай Никольский 1906 çулта никĕсленĕ «Хыпар» хаçат кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 112 çул тултарчĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа 140 çул çитнине паллă тумашкăн хăйсене чунпа-юнпа чăн чăваш тесе шухăшлакансем Муркаш районĕнчи Купăрляна, мухтавлă профессорăн палăкĕ умне, пухăнчĕç. Паянхи «Хыпарçăсем», Николай Васильевич ĕçне малалла тăсакансем, савăнăçлă мероприятие çулленех пуçаруллă хутшăнаççĕ, вĕрентекенĕмĕре сума суса пуç таяççĕ. Иртнĕ шăматкун та çаплах пулчĕ.

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ

Истори ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Никольский профессор «Хыпар» чăмăртаннă тата йĕркеленсе кайнă пирки хăйĕн асилĕвне чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ пуçланнăранпа çур ĕмĕр çитнĕ май 1956 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче çырнă. Унта палăртнă тăрăх, вырăс халăхĕ валли хаçат кăларас шухăша никам та хирĕçлемен. Анчах вырăс мар халăхсем валли ăна йĕркелесси çинчен сăмах пуçарсан вĕсене вăл кирлĕ маррине, хаçат вырăслану тапхăрĕн пуçламăшне тăсни кăна, пичет кăларăмĕ вара асăннă пулăмăн чăрмавĕ пулнине ĕнентерекен сахал мар пулнă.
Апла пулин те Николай Никольские 1905 çул вĕçĕнче чăвашла хаçат кăларма сĕнекен те пулнă. Анчах лава тапратма май килмен: кĕпĕрнаттăр ирĕк паман, ун ячĕпе янă çырăва: «Хаçат кăларма май çук», — тесе хуравланă. Асăннă ыйтăва пайăр тĕслĕхсемпе çирĕплетсе-ĕнентерсе çав уйăхăн иккĕмĕш çурринче çитернин кăна усси пулнă. Анчах малтанах асăрхаттарса хунă: политикăпа çыхăннă материалсем пичетлес тĕк пирвайхи номер кун çути курсанах хаçата хупаççĕ. Çапла вара «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ 1906 çулхи кăрлач уйăхĕн 21/8/-мĕшĕнче çапăнса тухнă. Хаçат çĕртме уйăхĕчченех малтан палăртнă çул-йĕрпе тухса тăнă. Николай Никольский этнографи тĕллевĕсемпе Етĕрне, Çĕрпÿ, Чикме уесĕсене тухса кайсан унăн вырăнне Сергей Кириллов юлнă. Чĕмпĕрсем хистенипе çĕртме уйăхĕнчи пĕр номерте политикăпа çыхăннă статья çапса кăларнă. Цензура ăна тытса чарнă. Хусана васкавлăн таврăннă Николай Васильевич çине тăнипе хаçат страницисене çĕнĕрен калăпласа номере çаптарнă паллах. Анчах çакăн хыççăн кăларăм вулакан патне вăхăтра çитес йĕрке пăсăлнипе çынсем ÿпкелешме пуçланă. Чăннипе, кунта редакци айăпĕ пулман — хаçата вырăнсене вăхăтра ăсатнă. Кĕпĕрнаттăр кантурĕнчен вара вулăс правленийĕсене кăларăма çырăнса илекенсен хушшинче сарассине чарма тăрăшмалла тесе вăрттăн хушу çитернĕ.
Малашлăх çул-йĕрне палăртас тĕллевпе ирттернĕ канашлура хаçатăн ку таранччен тухса тăнă 22 номерне редакциленĕ Н.Никольский вырăнне Павел Алексеева суйланă. Николай Васильевич хирĕçлемен паллах, анчах çав вăхăтра «Хыпаршăн» тата йышлă мар халăхсен кăларăмĕсемшĕн политикăри лару-тăру кăткăсси, хирĕççисем пуçне çĕклени, материалсене шухăшласа тата асăрханса çырмалли çинчен, унсăрăн «Хыпара» пĕтерсе хума, çĕннине кăлармашкăн ирĕк памасан та пултарасса систернĕ. Ĕçтешĕсем шута илмен аслă юлташĕ вĕрентсе каланине: 1907 çула хаçат йывăрлăхпа кĕтсе илнĕ, Çĕнĕ çул номерне кăларнă хыççăнах Хусан кĕпĕрнаттăрĕн хушăвĕпе ăна хупнă. Халăх вара ун пирки манман, пичетленнĕ номерсене типтерлĕн упранă, малтан çырăнса илнисем кăна мар, кÿршисем те кирлĕ чухне интересленсе вуланă, материалсене сÿтсе явнă. Хаçатра эртел хуçалăхĕ йĕркелеме, ĕçе хăйсем тĕллĕн ертсе пыма, ял хуçалăх техникипе культурине алла илме, пĕрлехи вăйпа çурт-йĕр лартма, вăрман, вутă туянма тата ыттине — хресчен пурнăçĕпе çыхăннине — вĕрентнĕ.
1917 çулта «Хыпар» çĕнĕрен тухма пуçланă. Каярахпа ăна «Канаш» ятпа кăларнă, унтан — «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ». 1991 çулта вăл малтанхи ятне тавăрчĕ, чăваш халăх хаçачĕ пулса тăчĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан, 1906 çулта «Хыпар» хаçата кăларма тытăнни нацин пысăк уявĕ пулса тăнă, чăваш чĕлхи вырăсăннипе танах литература тата хаçат чĕлхи пек шутланма пуçланă, чăвашсене тăван чĕлхене хакламаллине тата чăвашла произведенисем пичетлеме май пуррине кăтартса панă. Литературăпа культурăна хăй тĕллĕн аталантарма пултараймасть тесе шутланă чăвашсен хăйсен шухăшне улăштарма тивнĕ.

Муркаш тăрăхĕнчен тухнă ăсчах

Николай Васильевич Никольский 1878 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене, уйрăмах ывăлĕсене, хутла вĕрентме тăрăшнă. Асли Зосим – Чĕмпĕрти чăваш шкулне, Хусанти учительсен семинарине, Валерий — Шупашкарти тĕн, Киеври çар тата инженери училищисене, Николай земство, Шупашкарти тĕн училищисене, Хусанти тĕн семи-нарине, академине пĕтернĕ.
Тĕн енĕпе кандидат тата магистр степеньне тивĕçнĕскер, миссионерсен тĕн академийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ курсĕнче чăваш чĕлхи, истори, этнографи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Хусанти учительсен семинарийĕнче преподавательте, библиотекарьте тăрăшнă, 1903-1917 çулсенче Хусан кĕпĕрнинчи шкулсене пĕрлештерсе тăракан канашăн членĕ, секретарĕ пулнă, Йышлă мар халăхсене çутта кăларас енĕпе ĕçлекен специалистпа, вĕрентÿ округĕн управленийĕпе тачă çыхă-ну тытнă. Н.Ильминский вĕрентĕвне тĕпе хунăскер чăвашлăха, Атăл тăрăхĕнче пурăнакан ытти наци çыннине Раççейри пур халăхпа пĕр тан тăвассишĕн çине тăнă. Николай Никольский православи миссионерĕсен обществин куçару комиссийĕнче те ырă ят хăварнă, чăваш ялĕсенчи шкул ачисем валли кĕнекесем кăларнă, нумай томлă «Çулталăк кĕнеки» календаре чăвашла хатĕрлесе халăх патне çитернĕ.
Вăл пухса пĕтĕмлетнĕ, анчах пичетлеме ĕлкĕреймен, ăслăлăхăн чăн-чăн ахахĕ пулса тăнă тишкерĕвĕ-тĕпчевĕ мĕн чухлĕ тата! Чылайăшĕ хамăр хутлăхри гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранать, кÿршĕ республикăсенче, сăмахран, Мари, Тутар, Мордва респу-бликисен тĕп хулисенче шанчăклă вырăн тупнисем те сахал мар /Николай Никольский йышлă мар халăхсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине халалласа тĕпчев ĕçĕ сахал мар çырнă вĕт/.
Мăшăрĕ, вырăс священникĕн хĕрĕ Александра Яснитская, йĕппи хыççăн çиппи тенĕ евĕр, çур ĕмĕр ытла упăшкин шанчăклă çынни пулнă, йывăр вăхăтра хавхалантарса, пулăшса пынă тата унпа чăн чăвашла калаçнă.

Пур енлĕн аталаннă çын

Пултаруллă çын пур енĕпе те çаврăнăçуллă тесе ахальтен каламан. Николай Васильевич ăста чĕлхеçĕ, куçаруçă, статистик, этнограф тата вĕрентекен, пуçаруллă хаçатçă, Турра чунпа парăннă çын кăна мар, халăх сиплевçи те. Вăл «Чăвашсен халăх медицини» кĕнеке хатĕрлесе кун çути кăтартнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.