Кам-ха вăл — староста? Тĕрлĕ хурав илтме пулать, анчах чи тĕрĕсси çакă — обществăн пур ĕçне хăй çине илме ÿркенмен, ыттисемшĕн те вăй хуракан çын — тенĕ пулăттăм. Калама кăна çăмăл
Ял старостисем яланах влаçăн пуçламăш сыпăкĕ пулнă. Должноçри çак çыннăн тивĕçĕсемпе прависене 1861 çулта хресченсем пирки калакан пĕтĕмĕшле положенипе саккунлăн çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра ял старостисем çĕнĕрен тăрăшса ĕçлеме тытăнни сисĕнет.