Комментари хушас

ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ Владимир Шихранов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сăмах илнĕ май регистрациленĕ преступленисенчен ытларахăшĕ киревсĕр материалсене интернета вырнаçтарнипе çыхăннине палăртрĕ. Нацистсен символики, вăл е ку раса çыннисене хурлакан материалсем… Хăшĕсемшĕн шÿт пек кăна туйăнать пуль, анчах çакă ача вăййи мар — кунашкаллипе шÿтлеме юрамасть.

Виртуаллă анлăшра экстремизм материалĕсене питĕ хăвăрт сарма май пур. «Аудитори — 30 çултан çамрăкрах çынсем. Унта нимĕнле чикĕ те çук, çавна май шăпах интернет усал вăйсем хăйсен терроризмпа экстремизм пропаганди валли усă куракан тĕп хĕç-пăшал пулса тăрать», — терĕ Владимир Пантелеймонович.

Çакна хирĕç тăма йывăр, анчах киревсĕр пулăмпа кĕрешмеллех. Республика шайĕнчи сайтсем тĕлĕшпе куллен пурнăçлакан мониторинг, юрăхсăр материалсене виртуаллă тĕнчене кăларакансене идентификацилесси тата ытти те — ĕç пысăк. Пакунлисем çамрăксен хушшинче хăйсене интереслентерекен информаци пухнине те пытармаççĕ. Республикăн право хуралĕн органĕсем çине тăнипе кăçал кăна Роскомнадзор саккунпа килĕшсе тăман 400 ытла сайта хупнă. Апла пулин те, шалти ĕçсен министрĕн заместителĕн Леонид Ваксăн шухăшĕпе, «интернетпа хăйĕнпе кĕрешни усăсăр – çамрăксен ăсĕшĕн кĕрешни вырăнлăрах». Ĕçленин кăтартăвĕ пур: республикăра юлашки вăхăтра экстремистсемпе террористсем хăйсен ушкăнне йĕркеленĕ е кама та пулин хăйсем майлă ĕçлеме вербовка тунă тĕслĕхсене шута илмен.

Çитĕнекен ăрăва киревсĕр витĕмрен упрамаллах. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, паян Чăваш Енре 14-25 çулсенчи ачасемпе çамрăксен йышĕ 223 пин çынпа танлашать. 15 вузра 35,4 пин яшпа хĕр вĕренет, вĕсен йышĕнче чикĕ леш енчен килнисем те пайтах. Çав шутра терроризм хăрушлăхĕ пысăк çĕршывсенчен килнисем те пур — вĕсем тĕлĕшпе, паллах, тивĕçлĕ тытăмсен енчен тимлĕх пушшех пысăк. Професси вĕрентĕвĕн организацийĕсенче — тата 24,5 пин çын.

Çавна май çамрăксемпе шăпах экстремизмран сыхланассине шута илсе ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ министерство психолог педагогсене ку енĕпе ятарлă пĕлÿ парассине те тĕпе хурать — вун-вун çынна ятарлă курссенче вĕрентнĕ. Интернет тенĕрен, министерство халь вĕрентекенсене те социаллă сетьсемпе ĕçлеме хушнă. Ачасем унта мĕнпе интересленнине вĕсен те пĕлсе тăмалла. Шкулсенче кибердружинăсем йĕркеленĕ. Чăн та, хăш-пĕр çĕрте çак ĕçе ячĕшĕн кăна тунине Сергей Владимирович хăй те хирĕçлемерĕ. Эппин, çав дружинăсен ĕçне пур çĕрте те кирлĕ шая çитересси вăрах кĕттермĕ.

Культура министерстви республикăри нацисен хушшинчи килĕшĕве упрассинче «чĕлхесемпе культурăсен диалогне» йĕркелени хаклине палăртать. Чăваш Енре тĕн организацийĕ нумай. Ислампа çыхăннисем кăна — пилĕк теçетке ытла. Вĕсем, тĕрлĕ халăх представителĕсем пĕр-пĕрне хисеплессине тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçлакан ĕç анлă: çавра сĕтелсем, тĕрлĕ тĕлпулу-калаçу — чăвашсем пурăнакан регионсенчи ачасем валли çуллен «Эткер» этнокультура лагерĕ йĕркелени таранах.

Экстремизм ыйтăвĕ тĕпрен илсен хуласемшĕн кăтартуллă. Влаçсем «пуçтахсене» пĕлеççĕ. Шупашкар сити-менеджерĕ Алексей Ладыков, авă, Навальный майлисен ретĕнче миçе çамрăкпа шкул ачи пулнине, вĕсем хăш шкулсенче вĕреннине те пĕлет. Çак йыш чакни сисĕнет: виçĕ теçетке çамрăк пулнă, халь 18 юлнă. Ку влаçсем ĕç-пуçа хăй еккипе яманнине пĕлтерет ĕнтĕ.

Шкулсен пĕлтерĕшĕ пысăк, çав вăхăтрах, иккĕленмест Алексей Олегович, çамрăксен ашшĕ-амăшне те яваплăхран никам та хăтарман. Ывăлĕ-хĕрĕ кампа туслине, социаллă сетьсенче мĕн хăтланнине вĕсен те пĕлмелле. Шел, чылай ашшĕ-амăшĕ урăхларах шухăшлать — пĕтĕмпех шкул çине йăвантарасшăн: «Хăйсен вара ачисем валли вăхăт çук: пĕрисен карьера тумалла, теприсен укçа ĕçлесе илмелле…»

Калаçăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Тĕнчери лару-тăру лăпкă маррине кура çамрăксен хушшинче экстремизм сĕмĕллĕ шухăш-кăмăл вăй илес хăрушлăх паян пушшех пысăк. Ачасене, çамрăксене пушă вăхăта усăллă ирттермелли условисемпе тивĕçтермелле — вĕсен киревсĕррипе усалли валли вăхăт ан юлтăр. Тĕп хулара ачасен 75% тĕрлĕ секци-кружока çÿрет. Çĕнĕ Шупашкарта, ытти хулара — сахалрах. Çак кăтарту вара 100% шайĕнче пулма тивĕç — муниципалитетсен çак тĕллеве тÿрре кăларас енĕпе пĕтĕмпех тумалла. Çуллахи каникул çывхарса килнĕ май, паллах, ачасене ĕçпе тивĕçтересси пирки те манмалла мар.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.