Арçын воспитатель – ачашăн ашшĕ пекех

Унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Шупашкарти 23-мĕш «Берегиня» садикре тăрăшакан Анатолий Порфирьев кашнине ырă сăмахпа пулăшма тăрăшать. Коллективри çеç мар, хулари пĕртен-пĕр арçын воспитатель вăл. 27-ри каччă ачасене питĕ юратать. Садикри шăпăрлансем уншăн тăван пекех. «Пĕр-пĕрне хăнăхрăмăр, пĕр çемьере пекех эпир», — тет Анатолий.
Хăйне евĕр ачасемпе
Ача садĕнче урам шăлакансем çеç арçын пулнине хăнăхнă эпир. «Халĕ кунтан тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ. Физкультура инструкторĕнче тăрăшакан арçынсем те садике вырнаçаççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн пата повар каччă килчĕ», — пĕлтерчĕ Вăрнар районĕнчи Мăн Хирлеп ялĕнче çуралса ÿснĕскер. Çамрăк хăйне хĕрарăмсен коллективĕнче хăтлă туять. Аслă пĕлÿ илнĕ чухне те ушкăнра хĕрсем ытларах пулнă. Нумаях пулмасть Анатолий Александрович тĕп хулара иртнĕ «Çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăннă. Унта та садикре тăрăшакан пикесемпе хĕрарăмсем çеç пулнă. «Вĕсенчен вĕренмелли те, хамăн ĕçĕмпе паллаштарма та май пулчĕ. Конкурсра хутшăнни калама çук пысăк опыт пачĕ», — шухăш-кăмăлне палăртрĕ каччă.
Анатолин амăшĕ çамрăк чухне вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула хăйне урăх профессире тупнă. Унăн ĕмĕтне ывăлĕ пурнăçланă тесен те йăнăш мар. Каччă ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ наци интернат шкулне филологи енĕпе вĕренме çул тытнă. Аслă класра ăс пухнă чухне вăл малашлăх пирки чылай шухăшланă. Пĕр тантăшĕ логопед профессийĕ пирки каласа кăтартсан кăсăкланса кайнă. Çавăнпах вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра педагог-дефектолог, учитель-логопед специальноçсене алла илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.