Комментари хушас

4 Çу, 2018

Вĕсене çăлма пирĕшти пулса килнĕ

Комсомольскинчи пĕр çуртра тухнă пушарта чутах икĕ хĕрарăмпа виçĕ ача çунса вилмен. Юнашар вырнаçнă электричество подстанцийĕнче ĕçлекен Александр Жирнов çывăхра пулнă: вăл пурне те çăлнă.
Синкерлĕ смена
Инкек кăçалхи пушăн 23-мĕ¬шĕнче ирхи 4 сехет те 30 минутра пулса иртнĕ. Александр ĕçтешĕпе Андрей Авдонинпа çывăхри территорие пăхса çаврăннă. «2 хваттерлĕ пÿрт тăрринчен çăра тĕтĕм йăсăрланнине куртăм. Хуçисем сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ ахăртнех терĕм. Ку çуртра эпĕ темиçе те пулнă, пÿлĕмсем ăçта вырнаçнине пĕлетĕп. Чÿречесенчен шаккарăм, кăшкăртăм. Тÿрех сасă паракан пулмарĕ. Чÿречене çĕмĕрсен Валентина Васильевна вăранчĕ те кинĕпе мăнукĕсем патне васкарĕ», — аса илчĕ хăрушă саманта Александр Николаевич. Хунямăшĕ хуп турттаракан Ленăна силленĕ. Кинĕсĕр пуçне пÿлĕмре 5 уйăхри, 3 тата 7 çулсенчи ачасем çывăрнă. Хĕрарăм кухня алăкне уçсан çăра тĕтĕм йăсăрланса кĕнĕ. Мачча çинчи пластик материал ирĕлсе тумланă. Хваттерте тĕтĕм йăсăрланнă. Арçын пĕр пÿлĕмрен теприне упаленсе çитнĕ. «Тăма çукчĕ, йăлтах çăра тĕтĕмпе хупланнăччĕ», — терĕ Александр Николаевич. Ачасене тумлантарма вăхăт пулман, арçынна вĕсене амăшĕ чÿречерен панă. Хыççăнах Лена кĕçĕннине илсе тухнă. Инкеке лекнĕскерсене электричество подстанцине илсе çитернĕ. Çăлавçă иккĕмĕш хваттерĕнче пурăнакансене вăратма васканă. Вĕсен те — виçĕ ача.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.