Комментари хушас

Хальхи вăхăтра пурнăç таппипе тан аталанса пырас тесен предприятисен инноваци йышăнăвĕсемпе усă курмалла, рынока çĕнĕрен те çĕнĕ идейăсемпе тĕлĕнтермелле. Çакна «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнĕн ертÿçисем тата унта ĕçлекенсем питĕ лайăх ăнланаççĕ: промышленноçри чи кăткăс тĕллевсене пурнăçлаççĕ, çулсерен çĕнĕ йышши продукци кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем валли техника хатĕрлеççĕ. Паянхи кун вĕсем хăмла уйăракан-тасатакан машина пухаççĕ. Çак машинăн хăйне евĕрлĕхĕсем тата

ытти самант пирки «Техмашхолдинг» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ

Владимир Калинин каласа кăтартма килĕшрĕ.

— Владимир Михайлович, «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнĕ хальхи Раççейри пир-авăр машиностроенийĕн флагманĕ пулса тăрать. Пир-авăр станокĕсене пирĕн çĕршывра сирĕн предприяти çеç кăларать. Вĕсене чикĕ леш енче те туянаççĕ-и?

— Чăнласах та, пирĕн тĕп ĕç — пир-авăр промышленноçĕн станокĕсене кăларасси. Завода иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче шăпах асăннă производствăна йĕркелес тесе уçнă. Ун чухне уйăхсерен — 500-600, çулталăкра вара 6 пин станок кăларнă. Вĕсене тĕнчипех хапăлласа туяннă. Чăн та, хальхи калăпăшсем чылай пĕчĕкрех. Экономикăна йĕркене кĕртес, производство хăвачĕсемпе туллин усă курас тесе предприяти ĕçне çĕнетсе улăштартăмăр, ытти ĕçе аталантарма тытăнтăмăр. Халĕ пир-авăр промышленноçĕн станокĕсем эпир хатĕрлекен-кăларакан продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен пĕрре тăваттăмĕш пайне йышăнаççĕ. Станоксене Раççейри предприятисем валли саккаспа тăватпăр, тĕпрен илсен — техника пусмисем валли. Чикĕ леш енче те туянаççĕ. Тĕп партнерсенчен пĕри — Турци. Нумаях пулмасть эпир вĕсемпе контракт турăмăр: çĕртме уйăхĕнче пирĕн 8 станок Турцие çитĕ, кĕркунне — тепĕр 20. Узбекистанпа та çыхăну йĕркеленĕ: çу уйăхĕнче 20 станок тиесе ăсатмалла, çурла уйăхĕнче — тепĕр çавăн чухлĕ.

— Паянхи кун эсир ертсе пыракан компани Раççей машиностроенийĕн ырă йăлисемпе, хăй çур ĕмĕр ытла пухнă опытпа, çавăн пекех малта пыракан технологисемпе усă курать. Холдинг тытăмĕнчи заводсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ терĕр. Вĕсем нефть-газ промышленноçĕн, чукун çул транспорчĕн, ял хуçалăхĕн, строительство отраслĕсем тата ытти тытăм валли продукци кăларнине пĕлтертĕр. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем валли мĕн­­ле техника хатĕрлетĕр?

— Ял хуçалăх техники тăвасси-хатĕрлесси пирĕн ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ку енĕпе пирĕн компанири «Техма» завод ĕçлет. Эпир ытларах холдингсем валли мар, пысăках мар хуçалăхсем валли трактор çумне кăкармалли техника хатĕрлетпĕр. Акă роторлă косилкăсене ял хуçалăх таварне туса илекенсем хапăлласа туянаççĕ. Пĕлтĕр çавăн йышши 300 косилка хатĕрленĕччĕ, кăçал 500 таранах тума палăртнă. Çав косилкăсене пĕтĕм Раççейĕпех ыйтаççĕ: Красноярскра та, Омскра та, ытти çĕрте те… Сăмах май, пирĕн чылай çĕрте дилер пур. Унсăр пуçне утă çулмалли тата ăна вĕтетсе тиемелли «Волга-2», «Волга-2М» комбайнсем пуçтаратпăр, вĕсен саппас пайĕсене хатĕрлетпĕр. Пĕлтĕр çакнашкал 4 комбайн тунăччĕ, кăçал 6 хута ярăпăр.

— Эсир пахча çимĕç пуçтаракан техника та хатĕрленине палăртрăр. Мĕнлисене-ши?

— Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе пĕрле купăста пуçтаракан комбайн хатĕрлетпĕр, вăл та кăкармалли. Ку идейăна академи сĕнчĕ, эпир вĕсенчен чертежсем туянтăмăр. Хальлĕхе çакнашкал 3 комбайн хатĕрлерĕмĕр, вĕсем тĕрĕслевсем витĕр тухаççĕ. Асăннă агрегата туяннисен сĕнĕвĕсене шута илсе ăна кăшт улăштаратпăр, лайăхлататпăр. Пĕлтĕр кĕркуннехи тĕрĕслевсем хыççăн татах улшăнусем кĕртрĕмĕр, кăçал тепре ĕçлеттерсе сăнавсем тăватпăр. Малашне сухан, çавăн пекех кишĕр пуçтаракан комбайнсем хатĕрлеме планлатпăр. Хамăрăн çĕнĕлĕхсемпе эпир тĕрлĕ мероприятире, тĕслĕхрен, «Уй кунĕ» евĕрлĕ куравсенче, паллаштаратпăр.

— Чи кăмăллă хыпар — предприяти хăмла уйăракан-тасатакан хмелеуборочная машина тума пуçлани. Çак шухăш патне мĕнле пырса тухрăр?

— Эпир 1998 çулта çакнашкал 7 комбайн кăларнăччĕ, проектне Чулхулари «Буревестник» институт ªвăл артиллери хĕç-пăшалĕ тăвас тĕлĕшпе тĕп институтº хатĕрленĕччĕ. Çав вăхăтра Чăваш Енре 3 пин тонна хăмла туса илнĕ, халĕ вара 250 тонна çеç имĕш. 20 çулта çак производство мĕнле чакса кайрĕ. Паллах, хăмла пуçтаракан комбайнăн кирлĕлĕхĕ та чакнă. Малтан усă курнă агрегатсем, тĕпрен илсен, — Чехире кăларнăскерсем, çак тапхăрта кивелнĕ. Халĕ Чехи завочĕ те ĕçлемест. Паянхи кун Чăваш Енре 5 хуçалăх çеç «симĕс ылтăн» туса илет. Вĕсенчен пĕри хăмла уйăракан-тасатакан машина туса пама ыйтрĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра çак отрасле аталантармалли программа пур.

— Çĕнĕ çак агрегат, «Цивиль» ятлăскер, 20 çул каяллахинчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Ăна хатĕрлес ĕç мĕнле тапхăрта халĕ?

— Тĕпрен илсен, вăл малтан кăларнă комбайнăнни пекех, анчах хальхине хатĕрленĕ чухне çĕнĕ йышши материалсемпе усă куратпăр. 20 çул каяллахинче йăлтах механика привочĕсем пулнă. Çĕнĕ машинăра вара серводвигательсемпе анлăн усă куратпăр, вĕсем ĕçе çăмăллăн туса пыма май параççĕ. Документаци хатĕр. Чулхулари институтăн чертежĕсене компьютера кĕртнĕ, вĕсене цифрăланă. 3D-принтер урлă кăларса деталĕсене тунă, макетне хатĕрленĕ. Конструкторсем пирки калас тăк — аслă ăру çамрăксене хăйĕн опычĕпе паллаштарать, çамрăксем вара компьютерпа лайăх ĕçлеççĕ. Ăрусен тата кадрсен çыхăнăвĕ пурри аван. Конструкторсем чертежсене узелсем тăрăх производствăна парса пыраççĕ: хут çинче те, электронлă меслетпе те. Электронлă мелпе ярсан программа тÿрех детальсене касса кăларать. Паянхи кун тĕлне комбайнăн тимĕр пайне 30% таран пуçтарнă-хатĕрленĕ.

— Пирĕн умра — хăмла уйăракан-тасатакан машинăн макечĕ. Мĕнлерех ĕçлĕ вăл? Алăпа пурнăçламалли ĕç нумай пулмасть ĕнтĕ.

— Çĕнĕ техника 32 метр тăршшĕ, 16,5 тонна таять. Çак машинăна тăрăпа витнĕ ангара вырнаçтармалла. Хăмла çупкăмĕсене турттарса килмелле те машинăна ямалла. Агрегат хăмлана уйăрать, пĕчĕк турачĕсене вĕтетсе кăларса «пăрахать». Хăмлана çулçăран, çÿп-çапран тасатать. Тап-таса хăмла тухать. Ку агрегата 1 кунрах монтаж тума пулать. Урăх çĕре куçармалла чухне хăвăрт çеç салатмалла та кирлĕ çĕре çитсен тепре пухмалла-вырнаçтармалла. Пирĕн машина нимĕçсен «Вульф» машини евĕрлĕрех.

— Ăна хăçан туса пĕтересшĕн?

— Кăçал çурла уйăхĕнче туса пĕ­термелле. Авăн уйăхĕнче ху­çа­­лăхра вырнаçтармалла та тĕрĕс­левсем ирттермелле.

— ЧР Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх — вăл хăмлапа ĕçлемешкĕн хамăр çĕршывра кăларнă пĕрремĕш комбайн пулать. Мĕнех, кăсăклă ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр!

n Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.