Archive - 5 Ака, 2017
Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал
Республикăн клиника больницинче тĕрлĕ сăлтава пула сывлăхĕ хавшанă çынсене медицинăн хальхи çитĕнĕвĕсемпе усă курса пулăшас тĕлĕшпе куллен тăрăшаççĕ. Сиплев учрежденийĕн коллективĕнче пысăк квалификациллĕ специалистсем нумай пулни те тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кÿрет. Опытлă специалистсен йышĕнче больницăн консультаци-диагностика центрĕн консультаци уйрăмĕн заведующине Валентина Егоровăна палăртмалла.
ЧЕЧЕКЕ ЛАРСАН ПУХАÇÇĔ
ТĔЛĔКРЕ КАЛАÇСАН
ÇУРĂМ ШĂММИШĔН УСĂЛЛĂ
Кальци — шăмма, шăла, çÿçе, чĕрнене питĕ кирлĕ элемент. Ăна эпир апатран илетпĕр. Çавăнпа рациона тĕрĕс çимĕçсем кĕртни пĕлтерĕшлĕ.
Кальци çитмесен
Организмра кальци çитмесен шăмăсем патракланма пуçлаççĕ. Çавăнпа çурăм шăммин чирĕсен сăлтавне мĕнле апатланнинче шырамалла. Организма кальци çителĕксĕр пырса тăрать е ăна организмран кăларакан çимĕçсемпе апатланатпăр.
«Хыпар» 48 (27163) №, 5.04.2017
Саплăк лартнипе аталанаймăн
Темиçе çул каялла çураки умĕн Канаш районĕнчи пĕр хуçалăхра пулнăччĕ. Сăранланнă евĕр курткăллă механизаторсем çĕмрĕк трактор тавралла кĕшĕлтетнĕ ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнчех тăрать.
Парк хăнасене хăçан кĕтсе илĕ?
Авариллĕ çурт-йĕртен – хăтлă хваттере
Çак мур хăçан манăçа тухĕ-ши?
Чир-чĕр çынна кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе те самай çулăхать. Юлашки çулсенче Африка мурĕ нумай калаçтарать. Унпа кил тата хир сыснисем кирек хăш вăхăтра та чирлеме пултараççĕ. Ăçтан тупăннă-ха çав амак? Чи малтан унпа 1903 çулта Кăнтăр Африкăри хир сыснисем чирленине тупса палăртнă. 1957 çулта вăл Португалие, 1960 çулта Испание çитнĕ. Ерекен чире сараканни — asfarviridae йышне кĕрекен вирус.