ÇУРĂМ ШĂММИШĔН УСĂЛЛĂ

5 Ака, 2017

Кальци — шăмма, шăла, çÿçе, чĕрнене питĕ кирлĕ элемент. Ăна эпир апатран илетпĕр. Çавăнпа рациона тĕрĕс çимĕçсем кĕртни пĕлтерĕшлĕ.

Кальци çитмесен

Организмра кальци çитмесен шăмăсем патракланма пуçлаççĕ. Çавăнпа çурăм шăммин чирĕсен сăлтавне мĕнле апатланнинче шырамалла. Организма кальци çителĕксĕр пырса тăрать е ăна организмран кăларакан çимĕçсемпе апатланатпăр.

Кальцие йышăнма ытти минерал япалисемпе витаминсем те кирлĕ. Тĕслĕхрен, организм фосфорпа кальцие пĕр-пĕринсĕр йышăнаймасть. Вĕсен тĕрĕс шайлашăвĕшĕн вара Д витамин яваплă. Вăл çитмесен организм апатри кальцин 10 процентне кăна йышăнма пултарать. Çавăн пекех магни, цинк, А витамин кирлĕ.

Кальципе пуян çимĕçсене каçхи апат вăхăтĕнче çимелле. Çĕрле ăна организм кăнтăрлахинчен лайăхрах ирĕлтерет. Каçхи апат тутлăхлă пултăр: тулли хырăмпа чухне организм апатран кальци ытларах илет. Çак элементпа пуян çимĕçсене аслă çулсенчи çынсен кăна мар, çамрăксен те çимелле. 25-30 çулсем тĕлне шăмă масси пухăнса пырать, кайран чакма пуçлать. Организмра кальци саппасĕ мĕн чухлĕ нумайрах пулать — çавăн чухлĕ ытларах вăхăта çитет.

Кефир, пахча çимĕç, пĕвер

Организм кальцие çуллă мар сĕтрен, йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсенчен лайăхрах йышăнать. Çу виçи çакăн пек пулмалла: сĕтре — 2,5 процентран ытла мар, хăймара — 12-15 процент, сырта — 30 процент таран. Кальци хытă сырта, шалча пăрçинче /фасоль/, сĕлĕ тата хуратул кĕрпинче, петрушкăра, сойăра, укропра уйрăмах нумай. Унпа ешĕл пахча çимĕç те пуян. Çав шутра — тутлă сухан /порей/, сельдерей, тинĕс купăсти, салат. Вăл пăрăçра, çарăкра, кавăнра, кишĕрте чылай.

Типĕтнĕ улма-çырла пирки те ан манăр: рациона инжир, курага, финик, иçĕм, хура слива, мăйăр /миндаль, арахис/, кунжут вăрри, йĕтĕн вăрри, сив курăкĕ /цикорий/ кĕртĕр. Кальципе пуян /литр пуçне 350 миллиграмран ытларах/ тата натри сахал /литр пуçне 90 миллиграмран сахалрах/ минерал шывĕ усăллă. Кальци, фосфор, Д витамин пĕр вăхăтрах ĕне тата пулă пĕверĕсенче /уйрăмах селедкăпа скумбри пĕверĕнче/ пур. Д витамин тинĕс купăстинче, тин сунă сĕтре нумай.

Мĕн чăрмантарать?

Алкогольпе кофе организмран кальцие кăлараççĕ. Çавăнпа вĕсене пачах ĕçмелле мар. Пылак, çуллă, тăварлă çимĕçсене чикĕлемелле. Кальцие йышăнма кăшкарути йÿçекĕллĕ çимĕçсем чăрмантараççĕ: ревень, кăшкарути, шпинат, çăра чей. Апатра белок çитмесен те çак минерала йышăнасси япăхать. Çавăнпа вегетариансен кальци çитменлĕхĕ аталанма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.