Саплăк лартнипе аталанаймăн
Темиçе çул каялла çураки умĕн Канаш районĕнчи пĕр хуçалăхра пулнăччĕ. Сăранланнă евĕр курткăллă механизаторсем çĕмрĕк трактор тавралла кĕшĕлтетнĕ ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнчех тăрать.
— Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? — тет аслăрах çулти. — Çĕннине туянасси пирки шухăшламалли те çук — хуçалăхăн парăмсем пысăк. Эпир иртнĕ уйăхшăн та ĕç укçи илмен. Председатель пире пуçтарчĕ те тимĕр-тăмăра тахçанах ăсатмалли темиçе трактортан, вĕсене вăл кĕркунне тырăпа татăлмалла илсе килнĕ, çÿрекенни пĕрре тума хушрĕ. Те пулĕ пуçтарасси — калама пултараймастпăр, хире тухас кун вара çывхарсах пырать. Саплăк çине саплăк лартнă пекех мар-и? «Тухса пăрахма çитнĕ япалана юсиччен çĕнни туянатăп», — тетчĕ атте яланах.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 30-35 çул ĕçленĕ комбайн та сахал мар. Вырмара тырă нумай çухатаççĕ. Çав тырă сутăннă пулсан мĕн чухлĕ укçа пулатчĕ! Нумай вăхăтлăха паракан кредит илсе çĕнĕ техника туянсан тăкак саплашăнатех.
Аран-аран тытăнса тăракан ял хуçалăх предприятийĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕ республикăра та пур. «Пирĕн районта хресчен-фермер хуçалăхĕ 70 яхăн. Ыттисен малашлăхĕ уççи-хупписĕр. Вĕсен е пĕрлешсе ассоциаци тумалла, е çĕрне çирĕп хуçалăхсене памалла», — тет Канаш тăрăхĕнче пурăнакан ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Долгов. Çак шухăша ял хуçалăх производствин шурсухалĕсенчен илтрĕм. Мĕншĕн пĕр вăхăтра, пĕр вырăнта, пĕрешкел халпа чăмăртаннă ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен вăй-хăватне каярахпа тĕрлĕ тарасапа виçетпĕр-ха? Пурин çине те хĕвел пĕр пек пăхать, çанталăк условийĕ те пĕрешкел. Аталанăвне уçăмлатма тĕпчевсем ирттернĕ хыççăн çакă йăлтах ертÿçĕн пултарулăхĕпе ăсталăхĕнчен, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама теветкеллĕ утăмсем тунинчен, халăха пуçаруллă ертсе пынинчен, çĕнĕлĕхсене йышăннă чухне хăюллăрах пулнинчен килнине ăнлантăм. Алăри пÿрнесем те тан мар та, тин çеç асăннă пахалăхсем те кашнин расна.
Малта пыракан хуçалăх ертÿçисем таса тупăш пирки калаçу пуçарсан «рентабельноç» сăмаха аса илеççĕ. Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхозăн тĕп бухгалтерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ Иван Бурмистров ÿсен-тăран отраслĕнчен, сĕтрен тата пекарньăран пĕлтĕр кĕнĕ таса тупăшпа паллаштарчĕ.
— Эпир тырă тухăçне ÿстерме тăрăшатпăр. Пĕлтĕр районта пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. 2 млн тенкĕ таса тупăш илтĕмĕр. Сĕт сăвассипе те кăтартусем япăх мар. Районта пĕлтĕр сутнă пĕтĕм сĕт калăпăшĕн 41% — пирĕн тÿпе. Таса тупăш 6 млн тенкĕ илтĕмĕр. Пекарня 20 çул ытла ĕçлет. Ирина Максимова ертсе пыракан коллектив çултан-çул çитĕнÿ тăвать. 2016 çулта 4 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларчĕ. Çуллен тупăшлă ĕçлесе хуçалăха укçа-тенкĕпе пулăшать. Çав вăхăтрах Африка мурĕн витĕмне пула сысна отраслĕ пире пĕлтĕр тăкак кÿчĕ. Кăçалтан ку выльăха усрама пăрахатпăр. Колхозра 1968 çултанпа ĕçлетĕп. Бухгалтер тата экономист пулнăран финанс тытăмне лайăх пĕлетĕп, — терĕ Иван Васильевич. — Колхоза тупăшлă аталантарас, панкрута кăларас мар тесен ăсчахсен вĕрентĕвне тĕпе хурса ку чухнехи технологипе комплекслă меслетпе ĕçлемелле. Çĕнĕлĕхе йышăнма хăрамалла мар. Кĕске вăхăтлăха паракан кредит мар, нумай çуллăха параканнине илме тăрăшмалла. Вăл çĕнĕ техника туянма май парать. Эпир çапла тăватпăр та.
Пирĕнпе пĕрле вырăнти журналист Геннадий Кузнецов та çула тухрĕ.
— Кивĕ техника юсаса хăшкăлмастăр-и? Саплăк çине саплăк лартниех пулать вĕт вăл. Пăрахăçлама вăхăт çитнине юсаса çуллен мĕн чухлĕ укçа пĕтет? — кăсăкланчĕ Геннадий Васильевич.
— Çук, — пулчĕ хурав. — Кивĕ техникăна шутра тытмастпăр. Пĕлтĕр иккĕшне тимĕр-тăмăра ятăмăр. Кăçал ку чухнехи самана ыйтăвне тивĕçтерекен культиватор, сеялка туянтăмăр. «Полесье» комбайн илме хатĕрленетпĕр. Колхозăн ÿсĕмне ÿстерес ĕçре кадрсен ыйтăвне вăхăтра татса пани те пĕлтерĕшлĕ. Икĕ çамрăка механизаторсен курсне вĕренме ятăмăр. Тĕрĕссипе, вĕсене çулленех хатĕрлетпĕр. Çамрăксен камран ăсталăх илмелли çынсем пур. Юрий Данилов 40 çул тракторпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Яшсем техникăна юратнăран вăтам ÿсĕм пысăк мар — районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсен хушшинче чи лайăххи.
Йĕпреçри АПКра вăй хуракансен «Красный партизан» тата малта пыракан хăш-пĕр хуçалăхран тĕслĕх илмеллех. Кассăра ялан нухрат пуртан кредитсăр пурăнакансене вара ăмсанмалла çеç. Унашкаллисем те тĕл пулаççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче мухтава тивĕçлĕ колхоз-совхоз чылайччĕ. Анчах вĕсен те вăй-халĕ пĕр пек марччĕ.
Пĕрисем усадьба территорийĕнче шкул, ача сачĕ, клуб, ытти объект тума вăй çитеретчĕç. Теприсен хуçалăх валли гараж е склад таврашĕ çĕклеме те хевти аран çитетчĕ. Хăшĕ-пĕри уççăнах: «Мĕн тума кирлĕ пире çур ĕмĕр каяллахи вăхăта таврăнма, вĕсенчен тĕслĕх илме?» — теме пăхать. Эпĕ çапла каланипе килĕшме пултараймастăп. Çитменлĕх чылай пулнă паллах. Анчах ырри те нумайччĕ.
Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза илер-ха. Ял хуçалăхĕнчи производство новаторĕн, хресченсен аслă вĕрентекенĕн Аркадий Айдакăн ырă пуçарăвĕсем пирки «Хыпар» хаçат сахал мар çырчĕ, татах та çырĕ-ха. Пĕр тĕслĕх çеç илетĕп. Выльăх валли витесем туса тăкакланмасăрах /кĕмĕл самаях кирлĕ, вăхăт та чылай иртет/ патшалăх планне ашпа, сĕтпе ирттерсе тултарнă. Хуçалăхăн укçа яланах пулнă. «Пуçа ĕçлеттермелле, ĕçлеме ÿркенмелле мар», — тетчĕ Аркадий Павлович. Хĕллехи вăхăтра «Айдак урокĕсем» темăпа лекцисем ирттермелле. Манăн шухăшпа, республикăра таса тупăш илессипе уйрăмах палăрнă ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен тĕлпулăвне йĕркелемелле, ертÿçисене сăмах памалла. ЧР Ял хуçалăх министерствин ку енĕпе шухăшласа пăхмаллах пулĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хресченсемпе тĕл пулсан ял хуçалăхĕ «хура шăтăк» пулма пăрахнине час-часах аса илет. ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çĕр ĕçченĕсен ырми-канми тăрăшулăхне пула ял хуçалăхĕнчи производство индексĕ 100 процентран иртнине, санкцисем ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма çĕнĕ майсем туса панине палăртрĕ. Куславкка районĕнчи паллă фермер Василий Семенов Михаил Игнатьев аграри тĕлĕшпе тытса пыракан политикăпа тĕпрен килĕшнине пĕлтерчĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
ШУХĂШ
Валентина ЖУРИНА, Пăрачкав райадминистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăх, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи:
— Агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансем çĕнĕлле ĕçлеме пуçланăранпа ял хуçалăхĕ чăнласах «хура шăтăк» пулма пăрахрĕ. 2016 çулхи кăтартусемпе район тупăшлă аталанакансен йышне кĕчĕ. Пирĕн 17 ял хуçалăх предприятийĕ, 22 ХФХ. Пĕри те тăкаклă ĕçлемест. Тырă, сĕт туса илессипе рентабельноç 50% çитрĕ. Ÿсĕмлĕ ĕçлеме резервсем çителĕклĕ. Вĕсене шырамалла кăна.