Парк хăнасене хăçан кĕтсе илĕ?
5 Apr, 2017 | Хыпар | Хула | Канашлу

«Амазони» этнокомплекс хута кайсан «Шупашкар: 500 çул» парк сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнасса, кунашкалли Раççейре пĕртен пĕрре çеç пуласса шантараççĕ.

Этнокомлекс çинчен темиçе çул каяллах калаçма пуçланă. Ăна Чăваш Ен тĕп хули 550 çул тултарнă тĕле те, маларахри е каярахри вăхăтра та уçма палăртни пирки сăмах çÿрет. Шупашкар юбилейĕ кунран-кун çывăхрах. Анчах тĕп хула варринче культурăпа кану об±екчĕсем çĕкленсе ларасси иккĕлентерет: пурне те çырлахтаракан территори планне халĕ те хатĕрлесе çитереймен-ха. Ăна вĕçĕмсĕр сÿтсе яваççĕ, улшăнусем вĕçĕмсĕр кĕртеççĕ. Чăваш Республикин Строительство министерствин тата Шупашкар хула администрацийĕн Архитектурăпа хула строительствин канашĕн Иван Моторин премьер-министр пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче ирттернĕ пĕрлехи анлă ларăвĕнче те çак ыйту тĕпре пулчĕ.

«Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнчи «Амазони» этнокомплекс проекчĕ Раççей Федерацийĕнче туризма аталантарасси /2011-2018/ тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Документра палăртнă тăрăх — инфратытăма федераци тата республика бюджечĕн укçи-тенкипе хута ямалла. Туризм об±екчĕсен строительствишĕн бюджет тулашĕнчи çăл куçсем /е «ТРИгрупп» АХО/ яваплă. Ларура инвесторăн юлашки вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашнехи тĕллевсемпе компанин проект менеджерĕ Марина Федорова паллаштарчĕ.

Туробъектсен строительствине инвестор виçĕ тапхăрпа пурнăçлама палăртать. «Пĕрремĕш тапхăрта суту-илÿпе кану комплексне хута ярасшăнччĕ, — пĕлтерчĕ Марина Федорова. — Анчах çĕр ыйтăвне татса пама май килменрен инвестор ун вырăнне социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем — «Тухья» музей комплекс, «Смешариклэнд» аттракционсен хули, аквапарк, ресторан лартма палăртать». Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне инвесторсем «тĕп хапхана» /унтах халăх эпосĕнчи паттăрсене вырнаçтарнă аллея та кĕретº, уçма йышăннă. «ТРИгрупп» представителĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — хальхи вăхăтра паркра фонтансене, ротонда, скульптурăсем вырнаçтарнă, çулсем тунă, çĕр айĕпе коммуникаци хывнă, электричество кĕртнĕ… Сахал мар ĕç пурнăçланă, апла пулин те инвестор ĕç-хĕл графикĕнчен чылай юлса пырать. Кăçал, Марина Федорова çирĕплетнĕ тăрăх, программăн пĕрремĕш тапхăрне çеç пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Умра тата иккĕмĕш, виççĕмĕш тапхăрсем…

Инвестор паркра культурăпа кану об±екчĕсен хушшинче çав-çавах су­­­ту-илÿ комплексне курасшăн. Анчах хула архитекторĕсем ку шухăшпа килĕшмеççĕ. «Шупашкарта лавкка ахаль те нумай. Паркăн парк пек пулмалла. Çынсем унта тавар туянма мар, канма, симĕс йывăçсен хушшинче уçăлса çÿреме, таса сывлăшпа сывлама пыраççĕ», — çапла сăлтавлаççĕ вĕсем хăйсен шухăшне. Инвестор представителĕ Руслан Аксаков проект кураторĕ вара хăйсен шухăшĕ тĕрĕссине çирĕплетет: «Парка нумай çуллăха тăватпăр. Суту-илÿ вырăнĕсемсĕр тăкаксене саплаштарма йывăр пулĕ. Кайран ăна тытса тăрассине хулана пама тивĕ-и?» Паркри лавккасем пирки халăхран та ыйтса пĕлнĕ. Çынсем те татăклă хурав парайман: хăшне-пĕрне килĕшет, теприсем паркра суту-илÿ туни вырăнлă маррине çирĕплетеççĕ. Архитекторсемпе инвестор пĕр шухăш патне пырса тухайĕç-ши ĕнтĕ? Вăхăт кăтартса парĕ.

Ларăва хутшăннă архитекторсем паркри йывăçсене каснине те хирĕçлерĕç. Руслан Аксаков çирĕплетнĕ тăрăх — инвестор каснисем вырăнне паха йывăçсемпе хитре тĕмсем лартма, чечексем ĕрчетме палăртать. «Хурăнсемпе хырсене, ытти паха йывăçа тĕп тумастпăр эпир, вăл е ку объекта вырнаçтарма чăрмантарсан вĕсене кăларса илсе урăх çĕре лартатпăр. Çак ĕçпе сахал мар укçа тăкаклатпăр», — терĕ вăл. Парка хитре чечексемсĕр пуçне юрă-кĕвĕллĕ, йăлтăр-йăлтăр çутăллă фонтансем те илем кÿресси çинчен пĕлтерчĕ.

Инвесторсем хута яма палăртнă мĕн пур об±ект — «Тухья» комплекс, «Смешариклэнд» аттракционсен хули, «Амазонлэнд» аквапарк, бассейнсемпе кафе-ресторан, ытти — ĕçлеме пуçласан парк сăн-сăпачĕ чăннипех те улшăнĕ. Вăл хула çыннисемпе Шупашкар хăнисемшĕн юратнă вырăн пулса тăрассине шанас килет. Анчах çакă пурнăçа кĕриччен вун-вун чăрмава сирмелле-ха. Инвестор представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх — вĕсем ĕçе пуçăнма хатĕр, анчах чылай об±ект строительствине пуçлама ирĕк илмен, проект докуменчĕсене çирĕплетмен… Кунсăр пуçне тата малашнехи ĕç-хĕлре вĕсен икĕ ведомствăн анлă ларăвне хутшăннă специалистсен сĕнÿ-канашне те шута илме тиветех. Çавна май ĕç проектне каллех улшăнусем кĕртмелле пулмĕ-и?

Сăмахран, архитекторсем паркра хута яма палăртнă çуртсен проектне тунă чухне наци хăйне евĕрлĕхне шута илме сĕнчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин архитекторсемпе проект организацийĕсем паркăн кăнтăр-хĕвел анăç пайĕнчи территори планне хатĕрлеме хутшăнсан, çак ĕçе пĕрлехи тÿпе хывсан аван пулассине палăртрĕ. ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов проектăн бизнеспа культурăна çыхăнтармалли, инвесторсем сĕнекен хальхи проектсем «чĕрĕ» пулни, вĕсене тĕплĕ хатĕрлемелли, унти çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен каларĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.