Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал
Республикăн клиника больницинче тĕрлĕ сăлтава пула сывлăхĕ хавшанă çынсене медицинăн хальхи çитĕнĕвĕсемпе усă курса пулăшас тĕлĕшпе куллен тăрăшаççĕ. Сиплев учрежденийĕн коллективĕнче пысăк квалификациллĕ специалистсем нумай пулни те тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кÿрет. Опытлă специалистсен йышĕнче больницăн консультаци-диагностика центрĕн консультаци уйрăмĕн заведующине Валентина Егоровăна палăртмалла. Вăл ертсе пыракан уйрăм республикăри халăха консультативлă амбулатори-поликлиника тата сиплев-диагностика медицина пулăшăвĕ парас енĕпе ĕçлет. Кунта сменăра 500 ытла çынна йышăнаççĕ. Валентина Никандровна — сывлăх сыхлавĕнче 1981 çултанпа, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, çамрăксен наставникĕ, пациентсемшĕн хисеплĕ тухтăр. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕн ятне панă, темиçе хутчен те РФ тата ЧР Сывлăх сывлавĕн министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Сăнÿкерчĕк — больница сайтĕнчен.