Archive - Пуш 2016
март 17th
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 10 /859/ №, 17.03.2016
ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне/
Калча шăварма
Ир пулакан çĕрулми
Утă уйăхĕн пуçламăшĕнчех çĕнĕ çĕрулми кăларса çимелĕх çитĕнтермелли меслет ансат.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче ир пулакан çĕрулми вăрлăхне калчалантарма кăларса хумалла. Нÿхрепрен е тĕпсакайĕнчен кăларнă çĕрулмие малтан 7-10 кун хĕвел лекмен, Œ18... Œ20 градус ăшă çĕре çÿхен сарса хумалла. Унтан вăрлăха Œ6... Œ10 градуса, сулхăн вырăна куçармалла. Улма калчи çак вăхăтра 1 см яхăн çитĕнет. Вăл хулăн тата кăшт симĕсрех тĕслĕ пулмалла. Ака уйăхĕн вĕçĕнче çĕрулми вăрлăхĕ лартма хатĕр. Асăрханса, улма калчине сиенлемесĕр, тăпрана лартмалла.
Çуркуннепе витаминлă апат кирлĕ
Çăмарта хуппи хăйпăнмасть-и?
Чăмăрла пĕçернĕ çăмарта хуппи лайăх вистенменни пурин те пулнах ĕнтĕ. Хăшпĕр çăмарта вăшт çеç тасалать, теприне шуратма вара чăтăмлăх кирлĕ.
Çăмарта хуппи лайăх вистенменнин икĕ сăлтавне палăртаççĕ.
1.Çăмарта питĕ çĕнĕ.
2. Çăмарта сивĕре нумай выртнă.
Кун пек чухне, икĕ тĕслĕхĕнче те, çак меслетсем пулăшаççĕ.
Базилик
Базилика пирĕн тăрăхра çитĕнтерме пуçлани тахçанах мар пулин те пахчаçăсем ăна килĕштерчĕç. Çуркуннесерен чылай пахчара вырăн тупать вăл. Селекционерсем базиликăн тĕрлĕ сортне кăларнă.
Базилик — техĕмлĕх курăкĕ. Унăн çулçисем салат-бутерброд тума, какй апачĕ валли питĕ аван. Тĕрлĕ витамин-минерал унра петрушкăринчен те ытларах. Сиплĕхне кура халăх медицининче те усă кураççĕ.
Ăнăçлă эксперимент
Кашни çын пуçне кофе ĕçессипе Швеци тĕнчере малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Халăх ăна килĕштерме пуçлани Швеци королĕпе III Густавпа çыхăннă.
Судпа айăпласа вĕлерме йышăннă йĕкĕрешсене — пиччĕшĕпе шăллĕне — король каçарнă, анчах та вĕсен умне çакнашкал услови лартнă: пĕрин — ĕмĕр тăршшĕпех ыттисенчен ытларах чей, теприн кофе ĕçмелле пулнă. Çапла майпа хăшĕ этем сывлăхне сиенлĕ витĕм ытларах кÿнине пĕлме тăрăшнă.