Комментари хушас

17 Пуш, 2016

Çуркуннепе витаминлă апат кирлĕ

Кĕтÿре çÿремен тапхăрта кашни сурăх пуçне 2 кг утă кирлĕ. Сĕлĕ, урпа улăмĕ пама юрать. Улăма малтан турамалла та вĕри шывпа пăшăхламалла, ыраш е урпа çăнăхĕ сапса памалла. Унсăр пуçне сурăхсене, качакасене чĕрĕ пахчаçимĕç парса тăмалла. Кăшман, кишĕр, çĕрулми лайăх çиеççĕ вĕсем. Пахчаçимĕçе пыра лартасран вĕтетмелле. Чылайăшĕ пахчара кавăн çитĕнтерет. Кавăна нÿхрепе е тĕпсакайне хурса упрамалла. Çак çимĕçе эпир çĕнĕ çулччен çикелетпĕр-ха. Ытлашшине пĕчĕккĕн выльăха тураса парсан çулла кавăн çитĕнтерес кăмăл та пысăкрах пулĕ. Унра усăллă витамин-минерал питĕ нумай.

Килтех комбикорм хатĕрлеме пулать. Унăн рецепчĕ ансат: сĕлĕне, урпана, куккуруса пĕр пек виçепе /1:1:1/ илмелле, авăртмалла. Пăрçа çăнăхĕ хушма юрать. Кунне 300 грамм комбикорм çителĕклĕ.

Сурăхсем валли çулла милĕк хатĕрленĕ-и? Хурăн, йăмра, çăка, ăвăс, тирек, вĕрене, акаци турачĕсенчен çыхсан аван. Тĕрĕс типĕтнĕ милĕк апачĕ выльăхшăн питĕ усăллă. Вĕсене путексем те юратса çиеççĕ. Çулла милĕк хатĕрлессине шута илме сĕнетпĕр.

Сурăх, качака рационĕнче пурăпа тăвар та пулмалла. Çуламалли катăк тăвара выльăх-чĕрлĕх ирĕклĕ çитме пултаракан вырăна хумалла. Пурăна вĕтетсе комбикорма хушма юрать.

Кунне икĕ хутчен шыв ĕçтермелле. Шыв температури +8... +10 градусран сивĕрех пулмалла мар. Путексене +12 градусран сивĕрех шыв пама юрамасть.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.