Базилик

17 Пуш, 2016

Базилика пирĕн тăрăхра çитĕнтерме пуçлани тахçанах мар пулин те пах­чаçăсем ăна килĕштерчĕç. Çуркуннесерен чылай пахчара вырăн тупать вăл. Селекционерсем базиликăн тĕрлĕ сортне кăларнă.

Базилик — техĕмлĕх курăкĕ. Унăн çулçисем салат-бутерброд тума, какй апачĕ валли питĕ аван. Тĕрлĕ витамин-минерал унра петрушкăринчен те ытларах. Сиплĕхне кура халăх медицининче те усă кураççĕ.

Çак курăк çÿллĕшĕпе, çулçă формипе, пысăкăшпе, тĕсĕпе тĕрлĕрен сортсене пайланать. Кашăк евĕр çулçăллисем шалалла авăнса тăраççĕ, сарлака /широколистный/ çулçăллисем, вĕтĕ çулçăллисем тата пÿртре куршакра çитĕнтермеллисем пур. Чи кирли — курăкăн шăрши, тути, техĕмлĕхĕ. Хăшĕ-пĕри лимон шăршиллĕ: Лимончик, Лимонелло, Лимонный аромат, Свежесть сортсем.

Карамельпе пĕтнĕк тутиллисем — Любимчик, Малахит, Карамельный.

Корица техĕмлĕхĕллисем — Аромат корицы, Каракум, Корица, Коричный.

Гвоздика шăршиллисем те пур — Робин Гуд, Философ, Восторг, Смуглянка, Изумруд, Витаминчик фиолетовый т.ыт.

Пирĕн тăрăхра базилика калчаран çитĕнтерсен аванрах. Акмалли тăпра кăпка, тутлăхлă пулмалла. Йăран çине куçариччен икĕ уйăх маларах, пуш уйăхĕн вĕçнелле е ака уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла. Калча çу уйăхĕнче шăпах куçарса лартмалăх пулать. Вăрлăха 0,5-0,7 см тарăнăшне акмалла, куршака пленкăпа витсе 20-25 градуса лартмалла. 10-12 кунран шăтса тухать, виткĕçе илмелле те сулхăнрах çĕре, 16-20 градуса, лартмалла. Ытти калча пекех сайратса куçармалла, тутлăхлă япаласемпе 10 кунран шăвармалла. Йăран çине 15 х 25 см схемăпа лартмалла.

Базилик тутлăхлă тăпрана кăмăллать, пăрçа йышшисем, хăяр, томат, çĕрулми пулнă йăрансенче лайăхрах туять. Хăярпа юнашар лартма юрамасть — пĕр-пĕрне тÿсеймеççĕ.

Çак курăк тĕрлĕ чир-чĕрпе питех сиенленмест. Виçеллĕ шăварса тăрсан, çумкурăкран тасатсан техĕмлĕ ешĕл çимĕçпе кĕркуннечченех савăнтарĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.