Archive - Чÿк 2016

ноябрь 25th

25 Чÿк, 2016

Пучинкесем таса та тулăх пурăнаççĕ

Çĕре чунтан юратакан, хисеплекен çын çеç ун çинче тар тăкса пысăк тухăç илме пултарать. Ку сăмахсем Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхозра ĕçлекенсене тÿрреммĕнех пырса тивеççĕ. Вĕсене Николай Иванов ертсе пырать. Кăçал кашни гектартан 27,2 центнер тĕштырă /пурĕ 2784 тонна/ пуçтарса кĕртсе районта мала тухнă, куçса çÿрекен ялава çĕнсе илнĕ.

25 Чÿк, 2016

Специалистăн алли çыпăçуллă, ăсĕ çивĕч пултăр

Хальхи вăхăтра инженери специальноçĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене çĕршывра çивĕччĕн çĕклеççĕ. Çапах пĕрисем вĕсене аталантарассине мĕнрен пуçăнасси пирки шухăшланă хушăра теприсем экономикăшăн усăллă улшăнусене вăя кĕртме тытăннă та ĕнтĕ. Çавнашкал ăнтăлуллă, палăртнă тĕллеве хастаррăн пурнăçлама пултаракан çынсенчен пĕри — Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков.

25 Чÿк, 2016

Николай СОРОКИН: Халăх культури вăй илессе ĕненетĕп

«Культура» телеканалпа тухакан «Россия – моя любовь» кăларăмра чăваш халăхĕ, унăн историйĕпе йăли-йĕрки, тĕнĕпе культури çинчен каласа кăтартнă. Черетлĕ кăларăма Тутарстанри Аксу районĕнче ÿкернĕ. Тутарстанри чăваш писателĕсен союзĕн председателĕ Николай Сорокин телекăларăм ертÿçине Поль Кристиан Брошене панă интервьюпа «Хыпар» вулаканĕсене те паллаштаратпăр.

25 Чÿк, 2016

Ăслă та ĕçчен Селивановсем

Чăваш купсисем халăх асĕнче юлнă

XIX ĕмĕр варринче тата XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Куславкка тăрăхĕнчи Селиванов купсасен продукцийĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Вĕсем тырпул, апат-çимĕç, пир-авăр тата ытти япала сутса пуйнă. Чăваш Ен çăмартине Европăра та кăмăлланă. Граждан вăрçи хыççăн вĕсен пурлăхне туртса илнĕ, хуçисене Çĕпĕре ăсатнă. Купсасенчен юлнă тĕп пуянлăх — çуртсем. Вĕсем Куславкка тăрăхĕнчи чи паллă керменсем шутланаççĕ. Эпир Чашлама ялне çитсе килтĕмĕр.

25 Чÿк, 2016

Хамăр несĕлсен ĕç-хĕлне асра тытма пулăшĕ

Паян тепĕр кĕнеке тавра калаçăпăр. Вăрнарта пурăнакан Вениамин Сорокин (ВенСОР) тинтерех кăна-ха «Кашкăр çулĕпе» кĕнеке кăларчĕ. Ячĕ тÿрех шухăша ячĕ: тискер чĕр чун-çке, ун çулĕпе каймалла-и пирĕн? Вениамин Ивановичпа хăйĕнпе тĕл пулсан ăна панă пĕрремĕш ыйту шăпах çакă пулчĕ.

25 Чÿк, 2016

Амăшĕн кунĕ

Вырсарникун Раççейре Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Ытти çĕршывра кунашкал уяв пур-и?

В.ТАРАСОВА.

Канаш районĕ.

Амăшĕн кунĕ — пĕтĕм тĕнчери уяв. Çак кун амăшĕсене, пепке кĕтекен хĕрарăмсене саламлаççĕ.

ноябрь 24th

24 Чÿк, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 46 (6139) №. 24.11.2016

Пусмăртан хăтăлнă хĕрарăм пурнăçне улăштарма шикленет Раççейре кашни сехетре пĕр хĕрарăм упăшки е пĕрле пурăнакан арçын хĕненĕрен вилет.

Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле Вунă чăваш каччине Раççей Федерацийĕн хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкне ăсатнă.

«Ĕмĕрĕпех вĕренме çуралнă эпĕ» Юрий Артемьев — критик, литературовед, Литературăпа искусство енĕпе ЧР патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Тăлăхсен нушине никамран лайăх ăнланать Шупашкарта пурăнакан Христодуловсен çемйи «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тата тав çырăвĕсене ахальтен тивĕçмен.

Лекеров авланасшăн, Григорьев тинĕс хĕрринче хĕртĕннĕ Çăлтăрсен Инстаграмри страницисене малалла шĕкĕлчер-ха.

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ Çак Çĕр чăмăрĕ çинче Дима Сорокин ятлă каччă пурăнать.

Тăхăнмалли те пулман Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькассинче пурăнакан Мария Ижендеева тăхăр теçетке çула çывхарать.

24 Чÿк, 2016

Пусмăртан хăтăлнă хĕрарăм пурнăçне улăштарма шикленет

Раççейре кашни сехетре пĕр хĕрарăм упăшки е пĕрле пурăнакан арçын хĕненĕрен вилет. Çакă чăн пулнине ĕненес те килмест — питĕ хăрушă-çке ку! Анчах статистика суйма памасть — çĕршывра çулсеренех 10 пин ытла хĕрарăм çапла пурнăçпа сывпуллашать. Арçын алă çĕклемесен те хĕрарăма урăхла майпа пусмăрлать: вăл укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илет-çке — апла вăл хуçа. Е арăма хурлать, е киревсĕр сăмахпа чуна илет. Мăшăрне ирĕксĕрлесе ар хутшăнăвне кĕртекен арçын та пайтах. Килти пусмăрçăран Раççейри кашни тăваттăмĕш çемьери хĕрарăм шар курать.

24 Чÿк, 2016

Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле

Президент полкне ăсатнă

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧР Çар комиссариачĕн Канаш хулинчи сбор пунктĕнче вунă чăваш каччине Раççей Федерацийĕн хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкне ăсатнă. 2006 çултанпа республикăри 145 çамрăк ку полкра службăра тăнă.

24 Чÿк, 2016

«Ĕмĕрĕпех вĕренме çуралнă эпĕ»

«Çут çанталăк ачи эпĕ. Унăн ытамĕнче пурăннă чухне чун хĕлĕхĕсене ĕнернĕ. Йывăç-курăкран, чĕрчунсенчен, хурт-кăпшанкăран, кайăк-кĕшĕкрен калаçма вĕреннĕ пуль эпĕ. Кашни кун уяв пек туйăнатчĕ.

Pages