Хамăр несĕлсен ĕç-хĕлне асра тытма пулăшĕ

Паян тепĕр кĕнеке тавра калаçăпăр. Вăрнарта пурăнакан Вениамин Сорокин (ВенСОР) тинтерех кăна-ха «Кашкăр çулĕпе» кĕнеке кăларчĕ. Ячĕ тÿрех шухăша ячĕ: тискер чĕр чун-çке, ун çулĕпе каймалла-и пирĕн? Вениамин Ивановичпа хăйĕнпе тĕл пулсан ăна панă пĕрремĕш ыйту шăпах çакă пулчĕ.

— Çĕнĕ çул ячĕпе пиччепе иксĕмĕре асатте шуç йĕлтĕрсем туса панăччĕ. Малтан кил хушшинче каллĕ-маллĕ çÿрекелерĕмĕр. Килĕшрĕ. Каç пулттипе апата лартăмăр. «Вăхăт тупса Тусая апай патне çитсе килмелле пуль, — терĕ анне пирĕнпе юнашар вырнаçса. — Уйра çул çук, юр тултарнă. Йĕлтĕрпе кайсан çывăхрах». Çапла пиччепе çула тухрăмăр. Уй варринчи хăрма пуçланă ватă хурама патнелле пытăмăр. Улăхри Хурапыр енче хура пăнчăсем хускалаççĕ. Мĕлкесем пысăкланса çывхараççĕ. Чĕре кăкăртан тухса тарасла тапать. Пичче мана çавăтрĕ те ватă йывăç енне чупрăмăр. Малтан мана турат çине тĕксе хăпартрĕ, унтан хăй çĕкленчĕ. Кашкăр кĕтĕвĕ çумранах иртсе кайрĕ. Тавах Турра, Кашкăр уйĕнчи кашкăрсем пире тивмерĕç.

— Кашкăр çулĕ сирĕн пурнăçăрпа çыхăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем кун-çулăрта тарăн йĕр хăварнах ĕнтĕ. Çапах автобиографиллĕ повеçре пурнăçăрăн хăш саманчĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăрас терĕр?

— Кĕнеке çырас шухăш пуçра тахçанах çаврăнса çÿретчĕ. Çав вăхăт тинтерех çеç çитрĕ. Вăрçă ачи эпĕ. Килте пиччепе иксĕмĕр асатте çумĕнче ÿсрĕмĕр. Пирĕн тата икĕ хĕрача пулнă, анчах вĕсем вăрçă вăхăтĕнче çĕре кĕчĕç. Çакна манмасла астăватăп: киле харăсах икĕ хыпар çитрĕ. Атте вăрçă хирĕнче çухалнă. Асатте хура мунчара макăрать. Пĕртен-пĕр ывăлне çухатнă. Ватлăхра кам куçĕнчен пăхас? Эпĕ унпа юнашар йĕретĕп. Анне турăш умне чĕркуçленнĕ, Турăран çăлăнăç ыйтать. Тепĕр хыпарĕ — кукаçи чирлесе ÿкнĕ, вилме хатĕрленет. Аннене чĕнет. Пире пĕрле илсе пыма хушнă. Çакăн пек самантсем нихăçан та чĕререн тухмĕç, куç умĕнчен каймĕç.

Пурнăç çăмăл пулман пирĕн. Манăн ытларах çакна каласа хăварас килчĕ. Пиччепе туслă ÿсрĕмĕр. Асатте пире çынсемпе кăмăллă пулмалли çинчен аса илтерсех тăратчĕ. Кĕнекере хамăн пурнăçăн асра юлнă саманчĕсене — лайăххине те, йывăррине те — каласа кăтартнă.

— Унти сăвăсене хăçан шăрçа­ланă?

— Вĕсене маларахах çырма пуçланă, хăшĕсем райхаçатра та тухкаланă, теприсене кăмакара та çунтарнă. Вăхăт иртнĕ май тахçан çырнă йĕркесене шурă хут çине çĕнĕрен куçартăм. Çапла янăраççĕ халĕ вĕсем:

Шыв юхать çыран хĕрне шăлса,

Шăнкăртатса, чуна хумхантарса.

Кун иртет шыв юххилле

пăркаланса.

Эс çаплах пĕччен çÿретĕн

хурланса.

Тен, инçех те мар тăкăрлăкра

Сар пике çÿрет ав пĕчченех.

Пиçсе çитнĕ кăмăлне кура

Эс унпа тĕл пулăн пурпĕрех...

— Кĕнекере тăван кĕтесĕре, Мăн Явăш ялне, сума суса, тав туса çырни нумай. Мĕн вăл сирĕншĕн — çуралнă хутлăх?

— Тăван кĕтес — веçех. Эсĕ унта çуралнă. Сана кирек ăçта япăх пулсан та, тăван ялта — хăтлă, чунра çăмăл. Атте-анне ял-йышпа питĕ туслă пурăннă, сума сунă. Вĕсен çур ял кумаччĕ, çур ял — хăйматлăхчĕ.

— Вăрçă ачисен шăпине повеçре тарăн уçса панă: тем те курнă, тем те тÿснĕ. Апла пулин те хăвăра телейлĕ çын теме пултаратăр-и?

— Ачалăх, чăн та, питĕ йывăр килчĕ, çапах ÿснĕçемĕн йывăрлăхсене çĕнтерсе пытăмăр. Çамрăклăха ним чухлĕ те кÿренместĕп. Кунĕпе ĕçлесе ывăнсан та каччăсемпе хĕрсем каçсерен карталанса юрлатчĕç, ташлатчĕç, савăнатчĕç. Халĕ пурнăç ун чухнехинчен тем пек лайăхрах пулсан та ялта вăйă картине тăракан çамрăк çук, клуба та çÿремеççĕ.

Алла хуткупăс тытатăп та яшлăхри кĕвве-çемме куççуль тухичченех янраттаратăп, ачалăха аса илетĕп. Йывăр пулнă тăк та — вăл пирĕн ачалăх. Эпĕ уншăн савăнатăп: эпир пурришĕн, атте-аннене пире çуратса ÿстернишĕн тав тăватăп.

— Кĕнекере Чăваш музыка театрĕн пĕрремĕш утăмĕсене те çутатнă. Эсир те унăн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă. Çак çулпа малалла утас темерĕр-и?

— Хĕсметре виçĕ çул тăнă хыççăн малашлăх пирки шухăшлама пуçларăм. Пĕлÿсĕр инçе каяймăн. Çартан таврăннă май Горький хулинче чарăнтăм, унти политехника институтне кĕрсе заявленипе пĕрле кирлĕ документсене патăм. Экзаменсем тепĕр виçĕ кунранах пуçланчĕç. Вĕренме кĕтĕм. Укçа кирлĕ, салтак тумĕ ĕмĕрлĕх мар. Çапла икĕ-виçĕ уйăх иртрĕ. Шупашкара пичче патне çыру ятăм, вăл çартан пĕр çул маларах таврăннăччĕ. Тĕп хулара заводра ĕç тупнă. Мана та чĕнсе илчĕ.

1960 çул. Шупашкар. Пиччепе çынсем патĕнче хваттерте пурăнатпăр. Ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнче вĕренме пуçларăм. Ĕçе те вырнаçрăм. Кăшт маларах хулара музыка театрĕ уçнă. Çĕнĕ театр çумĕнче артистсем хатĕрлекен икĕ студи йĕркеленĕ. Унта эрнере виçĕ кун ĕç хыççăн çÿремелле. Пиччем Самуил пĕррехинче çав театр студине мана та ертсе кайрĕ. Кĕтмен çĕртен пурнăç çапла çаврăнса ÿкесси пирки шухăшламан та эпĕ. Театрăн тĕп режиссерĕпе Борис Марковпа паллашрăм. Пиччепе иксĕмĕре те вăл чи çывăх тăван пек туйăнатчĕ.

Театрăн пĕрремĕш ĕçĕ — Федор Васильевăн «Шывармань» опери. Унти тĕп рольсенче — Чăваш халăх артисчĕсем Мефодий Денисовпа Тамара Чумакова. Хорта эпĕ те юрларăм. Тепĕр опера — «Чапай». Ăна Мускаври Кремльте те кăтартрăмăр. Кремль коменданчĕ А.Веденин генерал, пирĕн ентеш, кунти паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ.

Мускав хыççăн тăван яла кайса килтĕм, тĕп хула çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. «Пурте артиста тухсан ялта кам тăрăшĕ? — çавăрттарса хучĕ атте. — Пĕри те пулин ял çывăхне килĕр». Тăвансемпе çывăхрах пулас тĕллевпе тĕп хуларан Вăрнара таврăнтăм. Юлташсем чĕннипе район хаçачĕн редакцине вырнаçрăм.

— Çакăнтах çемье çавăрнă.

— Çемье пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Мăшăрланнăранпа килес çул шăпах çур ĕмĕр çитет. Кĕнекере те пур-ха мăшăрăм Раиса Степановна çинчен çырни. Вăл питĕ кăмăллă хĕрарăм. Пĕрремĕш ача — ывăл. Андрей салтакра Чернобыль инкекне астиврĕ. 38 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Хĕрĕмĕр Марина Вăрнарта ĕçлесе пурăнать. Кашнин — хăйĕн шăпи. Пĕриншĕн савăнатпăр, теприншĕн хурланатпăр...

— Халĕ мĕн ĕçлетĕр, мĕн çыратăр?

— Çак вăхăтра çыракан ĕçсене историпе, таврапĕлÿпе çыхăнтарасшăн. Тăван ял историне çине тăрса тĕпчетĕп, хамăн тăвансене — ĕлĕк-авалхи несĕлсене — тĕлĕкре куратăп. Атте йăхне 1760 çула çитиччен тĕпчерĕм. Илемлĕ произведени çырмалăх материал пуçтартăм. Малалла ĕçлес кăмăл пысăк-ха. Пире те астуса юлччăр, эпир те пулнă, пурăннă çак çĕр çинче.

«Кашкăр çулĕпе» кĕнекене çамрăк вулакансене алла тыттарас килет. Унпа паллашсан хăйсем валли кирлине, лайăххине тупасса, вăл вĕсене Тăван çĕршыва, çĕре юратма вĕрентессе шанатăп.

Надежда СМИРНОВА калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Валерий КОШКИН, Иван Ивник, Анатолий Емельянов ячĕллĕ премисен лауреачĕ, отставкăри полковник:

— Вениамин Сорокин пултаруллă полиграфист пулнине тахçантанпах пĕлеттĕм, награди те чылай. Анатолий Емельянов премийĕн лауреачĕн сăввисене маларах та вуланă, ентешĕн калавĕсемпе паллашни вара авторăн пултарулăх шайĕ анлăрах, çÿллĕрех ÿснине туйма пулăшрĕ.

«Кашкăр çулĕпе» автобиографиллĕ повеçе алăран ямасăр шĕкĕлчерĕм. Таçтан, пÿрне вĕçĕнчен ĕмсе кăларнă сăнарсем мар, çыравçă хăй курса-туйса, тÿссе ирттернĕ самантсем унта.

 

Улькка ЭЛЬМЕН, Раççей Писательсен союзĕн членĕ:

— Кĕнекере чуна хускатакан самант — автор аслисене хисеплени, вĕсем каланине асрах тытни, манманни, ачисене те çапла пулма вĕрентсе ÿстерни. Паянхи куншăн, ачасем аслашшĕ-асламăшне кăна мар, ашшĕ-амăшне те хисеплемен тĕслĕх сахал мар тĕл пулнă вăхăтра, ку питĕ хаклă ен. «Кашкăр çулĕпе» кĕнеке автобиографиллĕ пулин те кунта пирĕн районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çынсен — Анатолий Емельяновăн, Леонид Тянговăн, Воля Ивановăн, ыттисен — шăпи те, район историйĕ те пур. Çакă, паллах, çамрăк ăрушăн — пысăк парне. Хамăр несĕлсен ĕç-хĕлне асра тытма пулăшĕ.

 

Михаил ВАСИЛЬЕВ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Иван Ивник, Çеçпĕл Мишши тата Анатолий Емельянов ячĕллĕ премисен лауреачĕ:

— Вениамин Сорокин иккĕмĕш кĕнеке кăларчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те автор кун-çулĕпе çыхăннă. Сăввисем юратушăн юрлаççĕ, тус-юлташлăха мухтаççĕ, çынпа çын, ял-йыш чăвашла çапла нимелле çураçса-çырлахса пурăнма кирлине астутараççĕ. «Кашкăр çулĕнче» Сорокинсен йышлă ратни-таврашĕ сăнарланнă. Пултаруллă ĕçлĕ çынсем, тавçăруллă, ăслă-тăнлă ăстасем куç умне тухаççĕ.

Повеçре çут çанталăк тĕнчи питĕ илемлĕ. Хайлав çăмăллăн вуланать, вăл вулаканра харпăр хăй çинчен каласа кăтартас туйăма вăратас пек туйăнать. Автор кирлĕ ĕç тунă.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.