Амăшĕн кунĕ

25 Чÿк, 2016

Вырсарникун Раççейре Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Ытти çĕршывра кунашкал уяв пур-и?

В.ТАРАСОВА.

Канаш районĕ.

Амăшĕн кунĕ — пĕтĕм тĕнчери уяв. Çак кун амăшĕсене, пепке кĕтекен хĕрарăмсене саламлаççĕ.

Тĕрлĕ çĕршывра ку уяв тĕрлĕ куна лекет. Украинăра, Эстонире, АПШра, Мальтăра, Кипрта, Данире, Финляндире, Германире, Италире, Турцире, Австралире, Японире, Бельгире, Бразилире Амăшĕн кунне çу уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Раççейре — чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче, Египетра — пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Беларуçре — юпан 14-мĕшĕнче, Грузире — пушăн 3-мĕшĕнче, Арменире — ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Казахстанра — авăн уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче, Киргизире — çу уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче, Аслă Британире — пушăн пĕрремĕш вырсарникунĕнче, Грецире — çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Польшăра çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче уявлаççĕ. Шведсемпе французсем амăшĕсене — çу уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче, сербсем — раштавра, испанецсемпе португалецсем — çу уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче, филиппинецсем çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче саламлаççĕ.

Раççейре Амăшĕн кунне РФ Президенчĕн Б.Ельцинăн 1998 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнчи указĕпе чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă. Çак уява РФ Патшалăх Думин Хĕрарăмсен, çемье тата çамрăксен ĕçĕсен комитечĕн пуçарăвĕпе /А.Апарина депутат сĕннипе/ çирĕплетнĕ.

Чи малтан Амăшĕн кунне /уяв туса хуричченех/ 1988 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Баку хулинчи 228-мĕш шкулта ирттернĕ. Унăн йĕркелÿçи — вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Эльмира Гусейнова. Хальхи вăхăтра вăл Ставрополь хулинче пурăнать. Ырă çак мероприятие каярахпа ытти шкулта та йĕркелеме пуçланă.

АПШра тата Австрире çак кун тумтир çумне гвоздика çирĕплетеççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем амăшĕ ырă-сывă пурăннине кăтартаççĕ. Шуррине вара амăшĕ вилнĕ çынсем çакса çÿреççĕ. Раççейре Амăшĕн кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри «Анне, эпĕ сана юрататăп!» социаллă акци çулсерен иртет. Уяв умĕнхи эрнере тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, волонтерсем аннесене парнелеме открыткăсем валеçеççĕ. Акци символĕ — кăвакарчăн куçĕ, манăçа тухнă тăвансемпе çывăх çынсене аса илме пулăшакан хăватпа пуян чечек — шутланать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.