Пучинкесем таса та тулăх пурăнаççĕ

25 Чÿк, 2016

Çĕре чунтан юратакан, хисеплекен çын çеç ун çинче тар тăкса пысăк тухăç илме пултарать. Ку сăмахсем Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхозра ĕçлекенсене тÿрреммĕнех пырса тивеççĕ. Вĕсене Николай Иванов ертсе пырать. Кăçал кашни гектартан 27,2 центнер тĕштырă /пурĕ 2784 тонна/ пуçтарса кĕртсе районта мала тухнă, куçса çÿрекен ялава çĕнсе илнĕ.

Колхоз правленийĕ — Пучинкере. Эпир унта пынă чухне Николай Михайлович ĕне фермине кайма пуçтарăннăччĕ. «Часах — каçхи сăвăм. Пурте йĕркеллех-ши тесе унта çитсе килесшĕнччĕ, — кăмăллăн кĕтсе илчĕ председатель. — Сăвакан 308 ĕне. Сĕт кассăна куллен чĕрĕ укçа парать. Çавăнпа ĕне шутне çитес вăхăтра 400 пуçа çитерме тĕллев лартрăмăр, кивĕ витене тĕпрен юсаса механизацилерĕмĕр. Унта — ăратлă пушмак пăрусем. Тăхăр уйăхра чи паха сĕт 1083 тонна суса районта пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Хакĕ хĕле хирĕç самаях хăпарчĕ: кашни литршăн 27 тенкĕ. Ку — савăнтарать. Шел те, хальлĕхе ĕнесене наука хушнă пек черетпе, çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче пĕтĕлентерессине йĕркелесе ярайман-ха. Çавна пула çулла çеç сăвăм пысăк, хĕлле сисĕнмеллех чакать».

«Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», — теççĕ. «Красный партизанта» апат хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал кашни выльăх пуçне 29 центнер хывнă. Белоклă апат нумайрах пултăр, çĕр тытăмĕ лайăхлантăр тесе пăрçа акса çитĕнтереççĕ. Силос 1,5 пин тонна ытла хатĕрленĕ.

«Пĕлтĕрхи те пĕтмен-ха, лайăх упранать. Куккурус çулсерен 100 гектартан кая мар акатпăр. Унта витаминсем, микроэлементсем нумай. Ку культура усăллăхĕпе пучахлă ÿсентăрансен хушшинче тулăпа рис хыççăн виççĕмĕш вырăнта. Колхоз 150 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртать. Вĕсене 400 килограма çитерме апат сахал мар кирлĕ», — каласа парать ертÿçĕ.

Сĕт фермине çитнине сисмерĕмĕр те. Унта кĕрсенех ĕне сумалли машина йăтнă хĕрарăма тĕл пултăмăр. «Ку — Татьяна Васильева, пирĕн мăнаçлăх,— паллаштарчĕ Николай Михайлович. — Кăçалхи тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 6 пин ытла килограмм сĕт суса районта мала тухрĕ. Хуçалăхра 32 çул вăй хурать». «Халĕ ĕлĕкхи пек нушаланмастпăр. Нумай япалана механизациленĕ, — ĕне çиллине çуса тасатса сăвăма пикеннĕ май каласа парать Татьяна Семеновна. — Ак, курăр, сĕт пăрăхпа сивĕтмĕше юхма пуçларĕ. Пилĕк минут хушшинче фильтр витĕр тухса унта çитет. Ирхине виçĕ-тăватă градус таран сивĕннĕскере машина завода леçет. Çитĕнÿ ĕне сăваканран çеç мар, ферма заведующийĕ Владислав Васильев ĕçе мĕнле йĕркелесе пынинчен те нумай килет. Вăл та кăтартусем лайăхрах пулччăр тесе чунне парса тăрăшать.

Ыранхишĕн пăшăрханакан ертÿçĕ çитес çулхи тухăç çинчен паянах шухăшлать. Колхоз районта чи малтан çĕр проценчĕпе çĕртме тунă, кĕрхи тырă акса хăварнă. Укçа-тенкĕ çитерсе пĕчĕккĕн çураки валли удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал туянать. Ял хуçалăх техникине хĕле хатĕрлесе лартнă. Вăрлăха сортлаççĕ, ăна тивĕçлĕ кондицие çитерессишĕн тăрăшаççĕ. Пучинкесем уя тахçантанпах дельталетпа хими им-çамĕ сапаççĕ. Кÿршĕсене те пулăшаççĕ. Вăл çуркунне Тутарстанри культурăсене апатлантарма та хутшăнать.

Ĕне фермисĕр пуçне тупăш паракан предприяти татах пур — пекарня. 1990 çулсенче уçнăскер халĕ те пĕр тикĕс ĕçлет. Кунта хура тата шурă çăкăр, пÿремеч, хуплу пĕçереççĕ. Колхоз лавккине кунсерен 500-600 буханка çăкăр каять, кассăна 15 пин тенкĕрен кая мар услам кĕрет.

«Кÿршĕ ялсенчен те килеççĕ. «Хаклă мар, тутлă», — теççĕ. Хам та кулленех ĕç укçи шучĕпе çыртарса çемçе çăкăр, пÿремеч туянатăп. Чăнах та, питĕ аван. Арман лайăх авăртать. Çăнăхĕ ютран илни мар — хамăрăн», — пĕлтерет Николай Иванов. Правление хирĕçех — столовăй. Салат, яшка, пăтă, чей пĕтĕмпе те 70 тенкĕ тăраççĕ. Çавăнпах-тăр айккинчен килсе çиекен нумай. Хуçалăхра вăй хуракан 10 тенкĕпех апатланать. Уйра ĕçлекен — тÿлевсĕрех. Юлашки çулсенче столовăйĕнче уяв ирттересси те йăлана кĕчĕ. Çуралнă куна, юбилее паллă тума, туй ирттерме кунта вырăн çителĕклĕ. Пĕр сăмахпа каласан — Пучинке аталанать, халăх кунта тулăх та таса пурăнать.

Василий СОРОКИН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.