Вĕсем те çамрăк пулнă

«Асанне юмахĕсем». Чăвашрадиопа пыракан кăларăм çавăн пек ятлăччĕ. Вăл питĕ паллăччĕ, ăна итлессишĕн каçăхсах каяттăмăр. Радиоприемникри асанне сасси чуна лăпкатчĕ. Вăл каласа панă юмаха итлес килнĕçемĕн итлес килетчĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Вера ГОЛУБЕВА нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ.

Парашют спортĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Мая Костина — тĕнче легенди. СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ 6 хутчен РСФСР чемпионки пулнă, тĕнче чемпионатĕнче пилĕк хут çĕнтернĕ. Вăлах Совет Союзĕн рекордне 38 хут çĕнетнĕ, парашютпа 7000 ! хут сикнĕ.

Хальхи саманари çамрăк пулас тăк вăл çухалса каймĕччĕ. Чун çирĕплĕхĕ, ашшĕ-амăшĕ, шкул, ял-йыш панă тĕрĕс воспитанийĕ, ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ пурнăç çине çирĕппĕн тăма пулăшĕччĕçех. Ун пек çынсем чунпа нихăçан та ватăлмаççĕ.

«Сывлăша ахаль пăсса пурăнман, чăваш халăхĕнчен намăс мар, куракан умĕнче айăплă туймастăп. Чуна парса ĕçленĕ, çиелтен шăйăрттарман. Кашни сăнара тарăннăн сухаланă. Куракан пурнăçне илемлетме, çăмăллатма тăрăшнă.

Сцена çинче вылякан артистăн чунĕнче мĕн пулса иртнине пĕлместпĕр. Куракан вĕсемпе мăнаçланать, тÿпери çăлтăрпа танлаштарать.

Pages

Subscribe to Вĕсем те çамрăк пулнă