Комментари хушас

12 Раштав, 2019

Икĕ окладпа астарса театрта ĕçлеме хăварнă

Мускавра артиста вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çулталăк ĕçленĕ хыççăн Николай ДМИТРИЕВ салтака кайнă. Театра урăх таврăнасшăн пулман вăл. ПАИре пысăк вырăн йышăнакан тусĕ ун валли ĕç тупса хатĕрленĕ, аслă пĕлÿллĕскере тÿрех лейтенант звани пама шантарнă. Уншăн медтĕрĕслев те тухнă… ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн, Çамрăксен театрĕнче 28 çул вăй хуракан Николай Алексеевич хăйĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантпа паллаштарать.

Патакпа «юсанă»

Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Тарăн Çырмара хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 2 аппа, 1 шăллăм манăн. Атте колхозра строительсен бригадинче ĕçленисĕр пуçне кăмакасем туса çÿренĕ. Анне ĕмĕр тăршшĕпе фермăра дояркăра вăй хунă. Эпĕ хам та ĕне пайтах сунă. Алă ывăнатчĕ те: «Анне, мана çемçе чĕчĕллĕ ĕне пар-ха», — теттĕм. «Çемçе кăкăрлă хĕрарăм çакланать-ха», — хĕрарăмсем мĕншĕн çапла кулнине ун чухне ăнланман. Шкул хыççăн хырăм выçсан анне патне фермăна сĕт ĕçме каяттăм. Шкулĕ те, ферми те кÿршĕ ялта Юманайраччĕ.
Эпĕ пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен харсăр ача пулнă. Кашни çур сехетре патак памасан апат çитермен пекех туйăннă. Мĕншĕн çав тери пуçтахланнă-ши? Халĕ те хамăр шкулти учительсен умĕнче намăс. Ара, вĕсене юри тарăхтарса урокран кăларса ямалли сăлтав шыраттăм.
5-мĕш класра чухне ăнсăртран линейкăпа персе хĕрача пуçне шăтартăм, юн нумай юхрĕ. «Халь ун çине пăхмĕç, санăнах качча илме тивет. Каçхине çунапа арăм лартса килсе параççĕ», — терĕ класс ертÿçи. Салтака та кайман, ай-яй авланас килмест! Урок хыççăн киле кайма хăрарăм, каçчен сĕтĕрĕнсе çÿрерĕм. Киле çитсен чÿречерен вăрттăн пăхрăм: арăм лартса килмен-ши? Никам та курăнмарĕ. Пÿрте кĕрсен нумай çухалса çÿренĕшĕн патак çирĕм. Хырăм выççине туймарăм, уроксене тукаласа кăмака çине хăпарса çывăрма выртрăм. Ирпе тăрсан каллех шиклĕх ярса илчĕ: арăм çук- ши унта? Учитель шÿчĕ самаях сехре хăпартрĕ.
Шкула кайичченех купăс калама вĕреннĕ. Атте купăсçă пулнă, анне балалайка каланă. Вĕр çĕнĕ купăсне атте эпир тытасран çÿле пăтаран çакнăччĕ. Çавна туяпа тĕксе ÿкертĕм. Каллех патак çирĕм. Çапах атте мана купăса мĕнле тыткаламаллине, пусмаллине вĕрентрĕ. Шкула кайсан баян калама тытăнтăм.
Анне эпĕ ялта тĕпленессе шаннă. Утă е кăшман тиесе килмелле-и — çын куçĕнчен пăхас мар тесе шофера вĕрентесшĕнччĕ. Техникăна юрататтăм. Лайăх вĕреннĕшĕн мана 8-мĕш класс хыççăн асанне мотоцикл туянса пачĕ. Çавăн хыççăн вĕренме пăрахрăм. Вăхăт çукчĕ. Хĕр шухăшĕ кĕнĕ-ши? Вăрнар районĕнчи Малтикассине мотоциклпа чупаттăм. Мана унта килĕшекен хĕрача пурччĕ. Çавăнпа тĕл пулассишĕнех кирпĕч заводне ĕçлеме вырнаçрăм. Шалу вырăнне е укçа, е кирпĕч паратчĕç. Икĕ çулта каникулта пÿрт лартмалăх кирпĕч хатĕрлерĕм.

Шалу «çума» кайсан

1978 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара агрегат заводне ĕçе кĕтĕм. Кукка унта пысăк пуçлăхчĕ, вăл вырнаçтарчĕ. Пĕрремĕш шалу илсен ăна «çумашкăн» ĕçри юлташсемпе Атăл хĕррине кайрăмăр. Театр умĕнче халăх хĕвĕшнĕрен: «Çапăçаççĕ-ши кунта?» — тесе шухăшла-рăмăр. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕрекенсен конкурсĕ пырать иккен. Туссем ыйтнипе эпĕ те унта çырăнтăм. Черет çитсен 5 хĕрпе пĕрле кĕтĕм. Виктор Родионов, Геннадий Терентьев… лараççĕ. Рояль çинче музыка инструменчĕсем выртаççĕ: балалайка, купăс, баян, гитара…
— Джентльмен пек пулса санран пуçлар. Хăш инструменчĕпе выляма пĕлетĕн? — ыйтрĕç манран.
— Пуринпе те! — тĕрĕссине каларăм эпĕ.
— Рояль та калатăн-и?
— Мĕн вăл?
Комиссири çынсем кулса ячĕç. Эпĕ вăл инструмента курман-ха та. Геннадий Терентьев мĕн виличчен çавна аса илсе пурăнчĕ. Кайран вăхăт иртсен те: «Куля, рояль мĕнне халь пĕлетĕн-и?» — тетчĕ пĕрмай.
Пĕр харăсах юрлама, ташлама, купăс калама хушрĕ. Ун пеккине хăнăхнăран йывăрлăх пулмарĕ. Ура хуçлатса ташша ятăм кăна — йĕм тĕпĕ çурăлчĕ тухрĕ. Нумаях ташлаймарăм. Çав кунах каçхи 5-ре килме хушрĕç. Татах хатĕрленмелле иккен, тепĕр тур тухмалла. Пĕр вырăншăн 27 çын тупăшатчĕ. Мĕн чухлĕ талантлă çамрăкчĕ! Пĕр хĕр чĕтресех питĕ хытă макăрчĕ. Ăна хĕрхеннипе вĕренме кĕнисен списокне манăн хушамат вырăнне унăнне çырма каларăм, анчах апла юрамасть-мĕн. Хăш-пĕр тарăхнă самантра: «Мĕн тума вĕренме илнĕ- ши пĕрех хут? Ман вырăна урăх çынна илнĕ тĕк усси ытларах пулĕччĕ», — тетĕп.
Вĕренме кĕнине чи малтан аттене каларăм. Чăматан туянса килтĕмĕр, аннерен пытарса хутăмăр. Мускавран чĕнсе янă çыру унăн аллине лексен вăл йăлтах пĕлнĕ. Аттепе кăмака купаласа таврăнаттăмăр, анне лаç патĕнче макăрса ларатчĕ. Хулли — юнашарах. Маларах нимĕн те каламаншăн хĕнерĕ, тем те пĕр каласа вăрçрĕ, макăрчĕ. «Пĕр пус укçа та ярса памастăп», — тесе хăратрĕ. Хăйĕн сăмахне, чăнах та, тытрĕ.
Училищĕре вĕренме тытăниччен 10 кун маларах килме ыйтнăччĕ. Унта пире юсав ĕçне хутшăнтарчĕç. Чÿрече лартаççĕ — кантăк касакан çук. Эпĕ вара пĕлетĕп. Икĕ чÿрече хушшине кирпĕч хумалла — каллех аттепе кăмака купаласа пухнă ăсталăх кирлĕ пулчĕ. «Во чăвашсем!» — тĕлĕнчĕç ун чухнех пирĕнтен.

Машинăна тиенсе — туйра çапăçма

Каникула килсен кукамай укçа парса яратчĕ. Вăрçăннă чухне каламалли усал сăмах пурччĕ ун — «пйюс» /пăс/. Эрехе кĕленче пăккипе ĕçетчĕç. 4-мĕш курсра каникула ăна çуралнă кунĕпе саламлама кĕтĕм. «Ман ятпа, тавай, ĕçсе пар», — тесе эрех тултарнă пăкка сĕнчĕ. Турткалашнă хыççăн унăн сывлăхĕшĕн ĕçрĕм. Çавна курчĕ те: «Халь ĕçсе ята ярса çÿретĕн-и-ха Мускав тăрăх, пйюс! Сана юри тĕрĕслерĕм», — вăрçма тытăнчĕ хайхискер. Çавна аннене урăхла майлă çавăрттарса каласа панă. «Эсĕ кукамунтан эрех ыйтса ĕçмешкĕн мĕнле хăятăн?» — ятлаçрĕ кайран анне.
Шурă клеш шăлавар модăна кĕнĕччĕ. Кукамай патне пир ярса пама ыйтса çыру çыртăм. Темиçе шăлаварлăх пĕр тĕрке килчĕ. Ательере çĕлеттертĕм. Ăçтан кун пек пусма тупнă тесе юлташсем тĕлĕнчĕç. Килте тĕртнĕскере сутса ятăм та кукамай патне каллех çыру вĕçтертĕм. Вăл мана — пусма, эпĕ ăна укçа ярса параттăм. Пĕтĕм общежити чăваш пирĕнчен çĕленĕ йĕмпе çÿрерĕ. Чăваша Мускаври мода 3-4 çултан çитетчĕ. 1-мĕш курс пĕтернĕ хыççăн яла кроссовкăпа, джинспа, футболкăпа килтĕм. Шупашкарта ун пек çÿрекен сайраччĕ. Ман çине çынсем, музей экспоначĕ тейĕн, тĕлĕнсе пăхатчĕç. Каникул пĕтсен джинса сутса хăвараттăм. Манăн çÿç хĕрлĕ-сарă кăтра пулнăран «баянист с французской прической» тенĕччĕ пĕр концертра. Çÿç кăтри çарта пĕтрĕ. Хĕвелпе çунса тухрĕ, тĕсĕ те улшăнчĕ.
Аслă класра вĕреннĕ чухнех Аçăмçырмире килĕшекен хĕр пурччĕ. Вăл учителе вĕренме кĕчĕ. Эпĕ Мускава каяссине пĕлсен тÿрех каларĕ: «Артист — шанчăклă çын мар». «Учитель пушшех те», — хушса хутăм эпĕ те. Çапла пирĕн çыхăну татăлчĕ. Малтикасси хĕрĕ эпĕ вĕренме кĕнĕ хыççăн тепĕр çур çултан качча кайрĕ. Унччен çыру çырса тăчĕ, сăн ÿкерчĕксем те ярса пачĕ. Эпĕ каникула килнĕ чухне шăпах унăн туйĕччĕ. Ялпа ял çапăçас йăла пурччĕ вăл вăхăтра. Юлташсем мана ÿкĕтлесе савнин туйне пăсма илсе кайрĕç. Икĕ трактор, икĕ машина тиенсе кайрăмăр. Каясса кайрăмăр та… Анчах кайран 1-2 эрне Вăрнара милицие сĕтĕрчĕç. Савнин телейĕ пулмарĕ, упăшки çамрăклах вилчĕ, пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ.

Çав авăртан тухаймарăм

Студент билечĕпе пур театра тÿлевсĕр кĕреттĕмĕр. Пысăк театра кăна ирĕклĕн кĕрсе çÿреймен. Унта — элита, чаплă кĕпесемпе. Рюмочнăйра урай çунă чухне Пысăк театрăн постановка пайĕн заведующийĕпе паллашрăм. Вăл спектакль курма кĕртетчĕ. Эпĕ, джинс тăхăннă студент, хамран хам вăтанса ларнă. «Ан имен. Вĕсем сана пăхса: «Мĕнле телейлĕ çак ача», — тесе ăмсанаççĕ», — лăплантаратчĕç мана. Йĕри-тавраллине пăхса тĕлĕнсе ларнăран спектакль пуçа кĕмен. Останкино башнинче «Седьмое небо» чаплă ресторана хăпарса курас килетчĕ тата. Пĕтĕм Мускав курăнатчĕ унтан. Пĕр чăваш туйĕнче унăн тĕп администраторĕпе паллашма тÿр килчĕ. МГУра журналистика уйрăмне пĕтернĕ чиперккеччĕ вăл. Кайран эпир унпа çывăх туслашрăмăр, хĕрпе каччă пек çÿрерĕмĕр. Хула чылай кăтартса çÿретчĕ, дефицит спектакльсем валли билет тупатчĕ. Пĕррехинче кино курнă хыççăн качча каяссине пĕлтерчĕ, туйне те чĕнчĕ. Эпир унпа юлташсем пулса юлтăмăр.
Çулталăк çурă çарта тăнă хыççăн професси улăштарма хатĕрленнĕччĕ. Академи драма театрĕн труппа заведующийĕ ÿкĕтлеме килех пычĕ. Пĕр эрнелĕхе те пулин театра тухма ыйтрĕ. Директор та шăнкăравларĕ, театра пулăшма ыйтрĕ, икĕ оклад тÿлеме шантарчĕ. Салтака кайиччен вылянă спектакльсенче вылямалла-мĕн. Мана улăштарнă артист чĕрепе аптăраса ÿкнĕ иккен. Васкавлăн Куйбышев облаçне гастроле тухса каймалла. Эпĕ килĕшрĕм. Пĕрре çав авăра кĕрсе кайрăм та çак таранччен унта тапăлтататăп. Артист ĕçĕпе ялта пулăшма çук, вĕçĕм гастрольте. Çавă тивĕçтерменрен ПАИне каясшăнччĕ.
Анне вилнĕ чухне эпĕ салтакраччĕ. Узбекистанран ăна пытарма килеймерĕм. Атте те нумай пурăнаймарĕ. Аташма пуçларĕ, пĕрмай ăна анне курăнатчĕ, унпа калаçатчĕ.

40 кунĕнче тăна кĕтĕм

Савнисем пĕрин хыççăн тепри качча кайнă хыççăн хĕрсене шанми пулнăччĕ. Атте сăмахне те яланах пуçра тытнă: «Чăваша чăвашах кирлĕ». Ленăпа Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче концерт хыççăн паллашрăмăр. Вăл манăн юлташăн Коля Булаткинăн тăванĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, ун чухне лавккара ĕçлетчĕ. Кайран та тĕл пулсан ытларах та ытларах килĕшме тытăнчĕ. Кольăн туйĕ хыççăн эпир Ленăпа çÿреме пуçларăмăр. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.