Комментари хушас

29 Чÿк, 2018

Юратма юратакан Валентина Музыкантова

Артист мар тăк мĕнле професси суйлăттăн? Чăваш халăх артисткине, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 48 çула яхăн ĕçлекен Валентина МУЗЫКАНТОВĂНА çак ыйтăва час-часах параççĕ. Вăл вара нимĕн хуравлама та аптăрать, мĕншĕн тесен урăх ĕç пирки ĕмĕтленмен, унăн ачаранах артистка пулас килнĕ.

Илем тĕнчинче

Манăн анне 6 ачаллă арçынна качча пынă. Унăн арăмĕ, аннен хĕр тусĕ, вилессе сиссе вĕсене пĕрлешмешкĕн пиллесе хăварнă. Анне унччен качча кайнă-ха, анчах упăшки вăрçăран таврăнман, виçĕ ачи те пĕчĕклех вилнĕ. Аттепе мăшăрлансан вĕсен 5 ача çуралнă.
Пирĕн çемье Елчĕкре, Аслă Елчĕкрен куçнă урама Поселкă тетчĕç — çавăнта, пурăннă. Урам пуçламăшĕнчи виççĕмĕш çуртчĕ. Атте чĕрĕ-сывă чухне пурнăç çав тери лайăхчĕ. Вăл районти фотографчĕ. Эпир больница тĕлне атте ĕçрен таврăнасса кĕтме тухаттăмăр. Вăл ик ачине ик аллипе çавăтатчĕ, виççĕмĕшне ĕнси çине хăпартса лартатчĕ. Телейлĕн киле таврăнаттăмăр. Аттен сăран сумка пурччĕ. Унта ялан пире валли тутли пулнă. Анне валли тĕрлĕ пусма илсе килетчĕ. Вăл питĕ çĕлеме юратнă. Мăнкунра пурне те çĕнĕ кĕпе тăхăнтартатчĕ. Кÿршĕ-аршăсене те е çĕлесе, е ĕлке касса паратчĕ. Анне колхозра бригадăра ĕçленĕ. Ăна правленин ревизи комиссине чĕнетчĕç.
Атте çав тери талантлă çын пулнă. Вăл купăс каланине эпĕ 5 çул каялла кăна пĕлтĕм. Çамрăк чухне вылянă иккен. Тата вăл хитре ÿкернĕ. Атте кун кĕнеки тытса пынă. Халĕ вăл ман патра упранать. Кашни кун мĕн тунине тĕплĕн çырса пымашкăн вăхăчĕ епле çитнĕ-ши? Кĕнеке пуçламăшĕнче пурнăç йывăççи те ÿкернĕ.
Пÿрте темиçе пÿлĕме уйăрнăччĕ. Кашнинче вăрăм тĕкĕр пурччĕ. Вĕсене атте хăй ăсталанă. Эпир илем тĕнчинче ÿснĕ. Атте ăсталанă кушеткăсем, дивансем, краватьсем пулнă. Залри урая паркет хурăмлă сарнăччĕ. Килте тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк, художнике вĕренсе тухнă Володя тетен картинисем çакăнса тăратчĕç. Атте чирленĕ чухне сăн ÿкерчĕкĕсемпе килтех тăрмашатчĕ. Вăл ĕçленине çăвар карса пăхса тăраттăмăр.
Аттепе анне вăрçăннине нихăçан та курман, илтмен. Пĕр-пĕрне «ашшĕ», «амăшĕ» тесе кăна тăратчĕç. Мĕн тери ырлăх-çке çакă! Атте укçа лайăх ĕçлесе илнĕ, мĕн кирлине веçех илсе пама тăрăшнă. Вăл вилсен пурнăç йывăрланчĕ. Эпĕ ун чухне 4-мĕш класра вĕренеттĕм. Анне пĕрмай ĕçлетчĕ. Кайран вăл икĕ çурт лартрĕ. «Ах! çавна мĕнле тиесе килмелле-ши?» — тесе пуçне тытса кулянатчĕ. Пĕччен хĕрарăма пÿрт хăпартасси аванах шухăшлаттарнă ĕнтĕ. Е вăл, е ку çитмен… Эпир аннене пулăшнă паллах. Атте çуртне пăсма питĕ шелччĕ, унта музейри пекчĕ.

Вăрттăн ĕмĕт

Пирĕн йăхра художниксем пулнă. Манăн
та ÿкерес туртăм пурччĕ. Мĕн чухлĕ тетрадь
ÿкерсе тултарман-ши? Радиоспектакльсем
итлеме юрататтăм. «Нарспи» итлесе йĕрсе
ларнине астăватăп. Яла килнĕ спектакльсе-
не курма чупаттăмăр. Пирĕн вăхăтра ачасене
унта кĕртмен: клубĕсем пĕчĕк пулнă, халăхĕ
нумай. Хамăн та артист пулас килнине Мария
тусăма вăрттăн пĕлтертĕм, никама та кала-
ма хушмарăм. Çав ĕмĕтпех пурăнтăм. Шкул-
та мероприятисенче сăвăсем вулаттаратчĕç,
районти клубра хорта та юрланă. Сцена çине
тухсан урасем тăр-тăр чĕтретчĕç. Граммати-
кăна питĕ юратнă. Вырăс чĕлхи учителĕ эпĕ
унăн çулĕпе каясса шаннă.
10-мĕш класс хыççăн хулана килтĕм.
Анне аппăшĕ патĕнче пурăнтăм, юнашарах
пир-авăр комбиначĕччĕ, унта çип çăмхала-
кана ĕçе кĕтĕм. Çавăн чухнех, 1966 çулта,
телекурав çумĕнчи халăх театрĕнче выля-
машкăн конкурс иртни çинчен пĕлтерÿ кур-
тăм. Виçĕ тур витĕр тухса унта кĕме пул-
тартăм. Вăл штатри ĕç марччĕ. Спектакль-
семпе эпир ниçта та тухса çÿремен, теле-
видени валли ÿкеретчĕç. Тÿрĕ эфирта вы-
ляттăмăр. Ун пек чухне темĕн те пулать.
Пĕррехинче Володя Михайлов «Микрофон
включен» тенине курман, «Тур пулăшах»
тесе сăх сăхса тăра парать! Кулас килет те
— юрамасть, камерăсем çыраççĕ. Пирĕнпе
ăста специалистсем вăйлă ĕçлетчĕç, этюд-
сем тутаратчĕç, юрлаттаратчĕç, ташлат-
таратчĕç. Артист пултарулăхĕн пĕрремĕш
утăмĕсене çавăнта турăм. 3 çул хушшинче
5 сăнар калăпларăм. Чи интереслĕ вăхăт-
семччĕ. Килте ларма вăхăт пулман. Ĕçрен
таврăнсан театра чупнă. Хĕр-тусăмпа Ве-
рăпа Атăл хĕррине каяттăмăр. Паркра ташă
лапамĕччĕ. Ташлама вăтанаттăмăр, айккин-
чен пăхса тăраттăмăр. Пир-авăр комбинатĕ-
нче 3 сменăпа ĕçлетчĕç, театр кружокне кай-
ма питĕ кансĕрччĕ. Вара электроприборсем
тăвакан завода куçрăм.
Эпĕ атте пек пысăк дневник тытса пыман,
çапах та чуна пырса тивекен самантсене уй-
рăм тетраде çыркаланă. «Мартăн 17-мĕшĕ.
Маншăн паян питĕ хурлăхлă кун. Пирĕн театр
хупăнни çинчен пĕлтерчĕç. Мĕн кĕтет мана?
Пушăлăх, пушăлăх…» — тени пур унта. Пирĕн
театра тытса тăма йывăррине пула ăна хуп-
ни çинчен пĕлсен тусăмпа иксĕмĕр хытă ма-
кăртăмăр.
Тепĕр пĕлтерÿ куртăм. Çĕрпÿри культурă-
па çут ĕç училищинчи театр уйăрмне вĕрен-
ме йыхравлаççĕ. Çавăнта кĕтĕм. Юрать-ха,
театр уйрăмĕ Шупашкарта музыка учили-
щи çумĕнчеччĕ. Ку пирĕншĕн питĕ лайăхчĕ,
спектакльсене кайса кураттăмăр. Академи
драма театрĕнче массăллă сценăсене хут-
шăнтаратчĕç.

Ачасене пăрахса хăварса

1969 çулта вĕренсе пĕтерсен Çамрăк-
сен театрне артиста ĕçе илмешкĕн пычĕç.
Мана ăнчĕ — суйларĕç. Çапла вара профес-
силлĕ сцена çине ура ярса пусрăм. Вĕреннĕ
чухнех Чăваш радиовĕпе телевиденийĕн
дикторĕнче ĕçлеме вырнаçнăччĕ. Хĕрсем-
пе каччăсем каникул вăхăтĕнче Астраха-
не помидор пуçтарма каятчĕç, мана диктор
ĕçĕ «çыхса хучĕ», вĕсемпе пĕрле каяйма-
рăм. Икĕ çĕрте ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Га-
строль вăхăчĕ çитсен диктортан каймаш-
кăн заявлени çырма тиветчĕ, кайран каллех
хут çырса ĕçе кĕреттĕм. Дикторăн та, арти-
стăн та каçхине ĕçлемелле. 3 çул çапла ăш-
таланнă хыççăн капла пулмасть терĕм, те-
атра суйларăм. Кунта эпĕ пулас мăшăрăм-
па паллашрăм, вăл водительте ĕçлетчĕ.
Пĕрлешрĕмĕр, ывăл Сергей çуралчĕ. 2 çул
пĕрле пурăннă хыççăн упăшкан пурнăçне хă-
рушă авари татрĕ. Çамрăклах тăхăр уйăх-
ри ачапа тăлăх арăм пулса юлтăм. Маншăн
тĕнче йăтăнса аннăн туйăнчĕ.
Анатолий Музыкантовпа эпир пĕр обще-
житире пурăннă. Вăл мана телевиденире
дикторта ĕçленĕ чухне курнă та килĕштернĕ.
Ывăл урлă ман пата çул хыврĕ. Ăна парне-
сем, теттесем паратчĕ, хăйĕн пÿлĕмне илсе
каятчĕ. Çур çула яхăн вăл мана сăнанă.
Хутшăнусем пуçланасса сисрĕм. Икĕ эрне
çÿренĕ хыççăн качча тухма ыйтрĕ. Ялне кай-
са туй туса килтĕмĕр. Халĕ 38 çул пурăнат-
пăр. Яланах пĕрле ĕçлетпĕр, концертсем
йĕркелетпĕр. Хĕрĕмĕр Ирина та Мускавран
килет. Вĕсем ташлаççĕ, эпĕ ертсе пыратăп.
Эпир çамрăк чухне ачасене пăрахса хă-
варса 2-3-шер уйăх гастроле тухса каяттă-
мăр. Е Пушкăртстанри, е Тутарстанри ялсен-
че спектакль лартса çÿренĕ. Ывăл — 6-раччĕ,
хĕрĕм çулталăкра пулнă. Вĕсене Тольăпа
пăрахса хăварнă. Чĕрем мĕнле ыратнă! Питĕ
тунсăхланă. Хальхи пек кĕсье телефонĕсем
пулман, килте те аппарат лартман-ха. Çыру
тăрăх çыхăнаттăмăр. Халĕ ун чухлĕ вăхăт
гастрольте çÿреместпĕр, амăшĕсем ачисе-
не нумайлăха пăрахса хăвармаççĕ. Çапах
пирĕн вăхăтри лайăх ен вăл — хваттер пани,
халĕ çамрăксен хăйсен тапаçланса туян-
ма тивет. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.