Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле

24 Чÿк, 2016

Президент полкне ăсатнă

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧР Çар комиссариачĕн Канаш хулинчи сбор пунктĕнче вунă чăваш каччине Раççей Федерацийĕн хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкне ăсатнă. 2006 çултанпа республикăри 145 çамрăк ку полкра службăра тăнă.

Хĕсмете кайма хатĕрленнĕ каччăсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă суннă. Чăваш Ен çамрăкĕсем элита шутланакан çарсен ретне тăма пултарнипе мăнаçланнине палăртнă. Вĕсене патриот пулма, тăван халăхăн, çĕршывăн ырă йăли-йĕркине хаклама, упрама, ăна ăруран ăрăва куçарса пыма суннă. Уява кăçал Президент полкĕнчен çар тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă каччăсем те килнĕ. Вĕсене Михаил Игнатьев службăна тивĕçлĕ пурнăçланăшăн тав тунă, сехет парнеленĕ. Вунă каччăран пĕри, Евгений Матвеев, контракт мелĕпе унтах юлнă. Унăн сехетне республика Пуçлăхĕ ашшĕне тыттарнă.

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленекенсене федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Вячеслав Калинкин та саламланă. Сбор пунктĕнчи уяв хыççăн Михаил Игнатьев Раççей çарĕнчен служба тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă каччăсемпе тата кадетсемпе тĕл пулнă. Уçă калаçăва ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев та хутшăннă. Тĕлпулăва килнисене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарнă. Юрий Григорьев кадет республика ертÿçине патриотлăх воспитанийĕн ĕç-хĕлне пысăк тÿпе хывакан педагогсене хавхалантармашкăн ятарлă преми тума сĕннĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.