Тăлăхсен нушине никамран лайăх ăнланать

24 Чÿк, 2016

Шупашкарта пурăнакан Христодуловсен çемйи «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тата тав çырăвĕсене ахальтен тивĕçмен. Лидия Викторовнăпа Вячеслав Иванович хăйсен тăватă тĕпренчĕкне çитĕнтернипе çеç çырлахман — тепĕр 8 ачана юратăвĕпе ăшăлăхне парнеленĕ. Тăваттăшне — усрава, тепĕр тăваттăшне опекăна илнĕ. 8 ачашăн ашшĕпе амăшĕ пулса тăнăскерсем хăйсен хӳттине илнĕ шăпăрлансене тăван тĕпренчĕкĕсенчен уйăрмаççĕ: пурне те пĕр пек юратаççĕ, кашниншĕн чунне пама хатĕр. Лидия Викторовнăпа Вячеслав Иванович шухăшĕпе, ачасене çитĕнтернĕ чухне чи кирли — юрату. Шăпăрлана мĕн чухлĕ ытларах юрату парнелетĕн — вăл хăйне çавăн чухлĕ çирĕпрех туять.

Лидия Викторовнăн маттурлăхĕпе ырă кăмăллăхĕ пирки те каламасăр хăварам мар. Вăл амăшĕ çеç мар, психолог та, педагог та, воспитатель те, повар та, кондитер та, çĕвĕç те, парикмахер та... «Тимĕр утпа» вунă çул ытла çӳрет, Шупашкарти Мускав районĕн администрацийĕ çумĕнчи ачасене опекăна илекен çемьесен клубне 14 çул ертсе пырать, вĕсен ыйтăвĕсемпе тĕрлĕ мероприятире тухса калаçать. Тăлăхăн нушипе йывăр шăпине вăл никамран лайăх ăнланать.

Ачана нихăçан та суйламан

Шăпа Христодуловсене Чăваш Ене илсе çитернĕ. Лидия Викторовна Украинăри Донецк облаçĕнчи Енакиево хулинче çуралнă. Мăшăрĕ Вячеслав Иванович Волгоград облаçĕнче кун çути курнă. Чи малтан Шупашкара унăн ашшĕпе амăшĕ пурăнма куçнă. 1983 çулта вăл та мăшăрĕпе ывăлне пирĕн республикăн тĕп хулине илсе килнĕ. Çĕнĕ вырăна куçнă хыççăн йыш хушăннă. Лидия Викторовна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче сак тулли ача-пăча çитĕнтерме йывăр пулнине пытармарĕ. Кӳршĕ-арши унăн маттурлăхĕпе правурлăхĕнчен тĕлĕннĕ. Апат пĕçерме, кил-çурта тирпейлĕхре тытма, ачасене таса тумтирпе çӳретме мĕнле ĕлкĕрнĕ-ха вăл?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пурнăç йывăррине пула-ши — мĕн чухлĕ шăпăрлан ашшĕпе амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлчĕ. Эпир Çĕмĕрлери ача çуртĕнчен виçĕ пĕртăвана тата тепĕр тăлăха усрава илтĕмĕр, хамăрăн хушамата патăмăр. Мăшăрăм ун чухне республикăри тĕрлĕ организацие апат-çимĕç кӳрсе çӳретчĕ. Ĕçĕпе Çĕмĕрлери ача çуртне те кĕркеленĕ. Ăна унта ялан пĕр арçын ача кĕтсе илнĕ. Çакскер вăл «тимĕр урхамахне» хускатмасăр та хăпман. Пĕррехинче мăшăрăм çав шăпăрлана усрава илес кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Тепĕр кунах ача çуртне вĕçтертĕмĕр, анчах пире ăна илсе кайма ирĕк памарĕç. Вăл унта пĕччен мар, 7 пĕртăванĕпе лекнĕ иккен. Пĕр амăшĕнчен çуралнăскерсене уйăрттармарĕç. Пире нумаях пулмасть ача çуртне лекнĕ йывăр шăпаллă виçĕ пĕртăвана илме сĕнчĕç. Эпир тăлăхсене хăйсене курмасăрах хамăр­па пĕрле илсе каяссине пĕлтертĕмĕр, — калаçу пу­çар­чĕ кил вучахĕн управçи.

— Ача çурчĕн ĕçченĕсем пирĕнтен тĕлĕнчĕç. Эпир ашшĕпе амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнăскерсене пĕрне те суйламан. Вĕсене пире Турă панă. Эпир шăпăрлансене мĕнле пур — çавăн пек йышăннă. Ача япала мар вĕт, ăна суйлани килĕшӳллĕ мар пек туйăнать. Ун чухне усрава илнисемшĕн укçа памастчĕç. Патшалăх нимĕнпе те пулăшмастчĕ. Ача пособине те вăхăтра тӳлеместчĕç. Ун вырăнне срокран тухнă апат-çимĕç тыттаратчĕç. Шкулта та тӳлевсĕр çитерместчĕç. Пĕр эрнере — пĕрисене, иккĕмĕшĕнче теприсене тӳлевсĕр апатлантарма килĕшмерĕмĕр. Пирĕн пек йывăр лару-тăрăва çакланнă çемьесемпе пĕр шухăшлă пулса ача пособине вăхăтра тӳлеме ыйтса правительствăна çыру ятăмăр. Хурав савăнтармарĕ: «Эсир ачăрсене ӳстерме вăй çитерейместĕр пулсан эпир сире вĕсене ача çуртне вырнаçтарма пулăшăпăр...» — иртнине куççульне шăлса аса илчĕ Лидия Викторовна. — Ачасене çусăр пăтă пĕçерсе пама тиветчĕ пулин те çăкăрсăр нихăçан та лартман, ача çуртне леçесси пирки нихăçан та шухăшламан. Вĕсенчен пĕрне те хамăртан вăхăтлăха та пулин уйăрас килместчĕ. Хĕлле çемьепе пĕрле юр хыраттăмăр, урам шăлаттăмăр, подъездсенче çӳп-çап пуçтараттăмăр. Виçĕ çула яхăн çапла ĕçлесе пурăнтăмăр. Ачасене саплăклă нуски тăхăнтартма тиврĕ пулин те пĕрле пурăнни малалла кун кунлама хавхалантарчĕ.

Тăлăхсен кукамăшне те пăхнă

Христодуловсем хăйсен çемйине илнĕ ачасен тăван ашшĕпе амăшĕ çинчен нихăçан та сивĕ сăмах каламан. «Çывăх çынни хаяр шĕвеке пула пурнăçран уйрăлнă пулин те ăна айăплама пирĕн ирĕк çук», — терĕç усрава илнĕ виçĕ пĕртăванăн кукамăшне пăхнăскерсем. Хăй вăхăтĕнче ватăскер пурăнмалли çуккипе мăнукĕсене ача çуртне леçнĕ. Хĕрĕ черкке тĕпĕнче телей шыранă чухне вăл унăн ачисене ура çине тăратма талпăннă. Мăнукĕсене усрава илнĕ çынсем вырăссем пулнăшăн юратман вăл. Хăйĕн вара вĕсемсĕр пуçне урăх никам та тăрса юлман. Аслă мăнукĕ кинемее çемьене илсе килме хирĕç пулнă. Ăна вăл хăйсене пăрахса кайнăшăн каçарайман. Христодуловсем тăлăхсен кукамăшне виçĕ çул пăхнă, юлашки çула та хăйсемех ăсатнă. Халĕ ачисем амăшĕпе кукамăшĕн вилтăпри çине час-часах çӳреççĕ.

2000 çулта Христодуловсем Шупашкарта çуралнă Пашăна опекăна илнĕ. Ку çемьене лекиччен вăл хула урамĕсем тăрăх çапкаланса çӳренĕ. Çӳп-çап контейнерĕсенчи апат юлашкипе тăранса пурăннă. Унăн амăшĕ эрех ĕçнĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннăран шăммипе тирĕ çеç тăрса юлнăскере никам та хăйсен хӳттине илмен. Ача çурчĕн ĕçченĕсем вăл шкултан вĕренсе тухасса та шанман. Христодуловсен иксĕлми ăшăлăхĕпе юратăвĕ ăна ура çине тăма пулăшнă. Паша шкула «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернĕ, репетитор пулăшăвĕсĕрех ППЭ тытнă. Халĕ вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физикăпа математика факультетĕнче вĕренет.

— Тепĕр чухне патшалăх политикине ăнланса пĕтерейместĕп. Тăлăха çемьене çул çитиччен опекăна параççĕ. 18 çул тултарсан унăн ĕçкĕç ашшĕпе амăшĕ патне таврăнмалла-и? Вĕсем тăван ашшĕпе амăшĕн хваттерĕнче пропискăра тăраççĕ пулсан вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермеççĕ. Пашăпа çакнашкал пулса тухрĕ. Çывăх çыннисем хăйсен хваттерне сысна витине çавăрнă. Чӳречесене çапса аркатнă, алăксене тапса çĕмĕрнĕ. Ванна тулли этем каяшĕ выртнине калама та аван мар. Хваттере килсĕр-çуртсăр çынсене укçа тӳлеттерсе тасаттарасшăнччĕ. Анчах вĕсем килĕшмерĕç. Хамăрах ачасемпе пĕрле унтан миххи-миххипе çӳп-çап сĕтĕртĕмĕр. Пашăна уйăхсерен панă укçапа ăна тумлантарса çитерме çеç мар, хваттер парăмĕсене татма, ăна юсаса çĕнетме тиврĕ. Юрать, пире аслă ачасем пулăшрĕç. Упăшка темиçе çĕрте ĕçлесе илнĕ укçа та çитсе пымастчĕ. Ачан мĕн тумалла? Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле эрех ĕçме тытăнмалла-им? Эпĕ Пашăн çывăх çыннине тĕрĕс çул çине кăларас тĕллевпе сахал мар тăрăшрăм. Пурнăçне йĕркелесен Пашăна тавăрма пулăшмашкăн та шантартăм, анчах, шел те, вăл усал йăласенчен çавах писеймерĕ. Темле пулсан та хăй çут тĕнче парнеленĕ ывăлне юрататчĕ вăл. Ун валли лапчăк канфет те пулин йăтса килетчĕ. Нумаях пулмасть вăл çĕре кĕчĕ. Паша амăшне чылай вăхăт каçараймарĕ. Чиркӳре çылăхĕсене каçарттарсан тин çак утăма тăвайрĕ. Çакăн хыççăн хăйне çăмăлрах туйма тытăннине пĕлтерсен хам та уншăн питĕ савăнтăм, — калаçăва малалла тăсрĕ ăшă чунлă хĕрарăм.

Юн тухичченех çыртнă

Пĕчĕк Никитăна Лидия Викторовна реабилитаци центрĕнче иртнĕ концертра пĕрремĕш хут курнă. Пĕчĕк, тулли, сарă çӳçлĕ арçын ачана пурте пыра-пыра чуптунă. Хĕрарăм вăл кунти ĕçченĕн тĕпренчĕкĕ пуль тесе шухăшланă. Опекăпа попечительлĕх органĕн ĕçченĕсем Никита ятлă арçын ачана илме сĕнсен Лидия Викторовна концертра курнă сарă çӳçлĕ ача пуласса шухăшламан. Ăна курсан вăл чĕркуçленсе куççульпе макăрнă. Ун чухне Никита виçĕ çулта пулнă. Нушине сахал мар кăтартнă вăл. Христодуловсен алăк хăлăпĕсене пĕрре мар улăштарма тивнĕ. Никита çемьери кашни çынна юн тухичченех çыртнă, кунĕн-çĕрĕн кăшкăрашнă, пĕрмай çĕмĕрнĕ, тулашнă. Лидия Викторовна çывăхне никама та ярасшăн пулман.

— Арçын ачана психолог патне илсе кайма сĕнчĕç. Ăна эмелпе сиплемелли пирки калакан та тупăнчĕ. Эпир унăн йывăр кăмăлĕпе хамăр тĕллĕнех кĕрешрĕмĕр. Ăшăлăхпа юрату кирек мĕнле ачашăн та эмелрен паха. Эпир пĕр ача çине те алă çĕклемен. Никита шкула каяс килменнипе çари çухăратчĕ. Ачана итлеттерейменнипе тепĕр çула хăвартăмăр. Виççĕмĕш класчен тертлентĕмĕр унпа. Пирĕн телей унăн дневникĕнчи «виççĕсенче» пулассăн туйăнчĕ. Анчах Никита улшăнчĕ, çитĕннĕçемĕн хăйĕн йăнăшне ăнланчĕ. Халĕ вăл 7-мĕш класа çӳрет, лайăх вĕренет. Ытларах ман çумра пулма тăрăшать, — пĕлтерчĕ кашни ачан çитĕнĕвĕшĕн чунран савăнакан нумай ача амăшĕ.

Столовăйĕнче çимест

Ун хыççăн вĕсем Бонифатие опекăна илнĕ. Халĕ Саша ятпа çӳрекенскере вĕсем малтан çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнчен вăхăтлăха илсе килнĕ. Тек хăйсен хӳттинчен кăларман. Центрта арçын ачана хĕрача тумтирĕпе çӳретнĕ. Унăн куртки те, ытти çи-пуçĕ те хĕрлĕ тĕслĕ пулнă. Тен, çавăнпа-и — Саша хĕрлĕ тесе чăтма пултараймасть. Халĕ вăл Шупашкарти çыхăну техникумĕнче вĕренет. Шкула пĕр «виççĕпе» вĕçленĕскер унта тăрăшса ăс пухать. Саша техникум столовăйĕнче апатланмасть. Амăшĕн тутлă та техĕмлĕ апатне вăл нимĕнпе те улăштарасшăн мар. Ăна кашни кун контейнера чиксе кайма вăтанмасть.

Пĕрле эрех ĕçме хистенĕ

Тепĕр Никитăна Христодулов­сем 12 çулта чухне опекăна илнĕ. Ăна пĕр тăванĕ реабилитаци центрĕнчен илсе кайма шантарнă, анчах çулталăк иртсен те ун патне никам та килмен. Ку çемьене вăл малтанах канмалли кунсенче килнĕ. Лидия Викторовна арçын ачан кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, хăй хирĕçлемесен опекăна илессине каланă. Никитăн та ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăл урамра çапкаланса çӳренĕ, виçĕ кунра пĕр хутчен «Роллтон» çинĕ. Шкулта йĕркеллĕ вĕренмен. Пĕррехинче, канмалли кунсем вĕçленсен, Никита кайма пуçтарăннине курсан çемьери ытти ача макăрма пуçланă, ăна хăварма ыйтнă. Çемçе чунлă Лидия Викторовна тепĕр кунхинех Никитăна опекăна илнĕ.

— Йывăр шăпаллăскерĕн хăйĕн уйрăмлăхĕсем пурччĕ. Малтанах вăл мĕн пур япаларан шикленетчĕ. Тăхăнмалли пулманран хăйне килсĕр-çуртсăр çын вырăнне йышăнасран хăранă. Телефон тытса курманскере ытлă-çитлĕ пурнăçа хăнăхма çăмăл пулмарĕ. Ют çынсен хушшинче вăл çухалса каятчĕ. Пасара кайсан паянхи модăпа килĕшсе тăракан тумтир мар, ахальли, ытти çынран уйрăлса тăманнине, суйлатчĕ. Унăн кăмăлне те психолог пулăшăвĕсĕрех тупма пултартăмăр, çынсемпе хутшăнма вĕрентрĕмĕр. Никитăпа куçа-куçăн пĕрмай калаçаттăм. «Виççĕ» илсен те маттур тесе хавхалантараттăм. Хулари пĕр техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. 18 çул тултарсан ăна хваттер пачĕç. Хĕсмете илсе кайрĕç. Хваттерте мĕн кирлине йăлтах туянса патăмăр. Вăл çук чухне коммуналлă тăкаксемшĕн тӳлерĕмĕр. Никита — çемье çынни. Вăл эрех ĕçмест, пирус туртмасть. Салтака илсе кайсан уншăн хытă кулянтăм. Ăна пуйăса лартса яриччен виçĕ кун Канашра пурăнтăмăр. Вунă кунран присяга тытассине пĕлтерчĕç. Унта çитме май тупрăм. Сăмах май, эпĕ кашни ывăл патнех присягăна кайнă. Ку çĕршыва юрăхлă яш çитĕнтернĕ кашни ашшĕпе амăшĕн сăваплă тивĕçĕ пек туйăнать, — иртнине аса илчĕ Лидия Викторовна.

9 çултан Никитăн амăшне курас кăмăл çуралнă. Паллакансенчен вăл хăш ялта пурăннине тĕпчесе пĕлнĕ. Лидия Викторовна пĕр хутаç кучченеç туянса ывăлне тăван амăшĕ патне леçнĕ.

— Алăка уçиччен урамра пĕр сехет кĕтме тиврĕ. Хытă чĕреллĕ амăшĕ ывăлне ыталама та пĕлмерĕ. Никитăна ун патĕнче çĕр каçма хăвартăм. Хамăн чун вăркарĕ. Лара-тăра пĕлмерĕм. Ывăлăм тăван амăшĕ патĕнче юласран хăрарăм. Вăл тепĕр кунхине ирех ман пата шăнкăравлама тытăнчĕ. Килсе илмесен çула çуран тухассине пĕлтерчĕ. Никита çывăх çыннинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Килĕ-çурчĕ тирпейсĕр. Амăшĕ ĕçмен-туртман ывăлне ăнланман. Ăна унпа пĕрле эрех-сăра ĕçме хистенĕ. Ăсатма тухсан та çын ретлĕ сывпуллашмарĕ. Никита кукамăшĕпе амăшĕ çинчен, ахăртнех, урăхла шухăшланă. Хальччен ывăлĕ пирки пĕр сăмах та ыйтса пĕлменскерсенчен ыррине кĕтме пулать-и вара? Ман валли ывăл çуратса панă амăшĕ умĕнче çĕре çити пуç тайрăм та çăмăл машинăна лартăм. Çул çинче Никита куççульпе макăрчĕ. «Анне, эпĕ çĕр каçипе мĕн курнипе илтнине эсĕ пĕтĕмпех пĕлместĕн-ха...» — терĕ.

Чи пахи — ăшă сăмах

Кашни тĕпренчĕкĕ Лидия Викторовнăпа Вячеслав Ивановича чунран юратать. Ăшăлăхпа юратăвне пĕр шелсĕр парнеленĕ, тăлăхсемшĕн чи çывăх çынсем пулса тăнăскерсем чирлесен пурте вĕсен çумĕнче хĕвĕшеççĕ. Христодуловсемшĕн чи пахи — ачисенчен ăшă сăмах илтесси.

Лидия Викторовнăн шухăшĕпе, çемьери тăнăçлăх арçынран нумай килет. 38 çулта ăна мăшăрĕ усал пĕр сăмах та каласа курман. Кил хуçи эрех тутине пĕлмест. Паянхи кун та пĕр-пĕрин çине юратуллă куçпа пăхаççĕ вĕсем, кирек ăçта тухсан та чуптуса сывпуллашаççĕ. Ашшĕпе амăшне кура ачисем те çакăн пек çемье чăмăртама ĕмĕтленеççĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.