Комментари хушас

25 Чÿк, 2016

Специалистăн алли çыпăçуллă, ăсĕ çивĕч пултăр

Хальхи вăхăтра инженери специальноçĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене çĕршывра çивĕччĕн çĕклеççĕ. Çапах пĕрисем вĕсене аталантарассине мĕнрен пуçăнасси пирки шухăшланă хушăра теприсем экономикăшăн усăллă улшăнусене вăя кĕртме тытăннă та ĕнтĕ. Çавнашкал ăнтăлуллă, палăртнă тĕллеве хастаррăн пурнăçлама пултаракан çынсенчен пĕри — Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков.

Професси пĕлĕвĕ паракан тытăмра 40 çул ытла ĕçлекенскер паянхи кун — республикăри вĕренÿ сферин чи пуçаруллă ертÿçисен йышĕнче. Вăл — Чăваш Республикин професси-техника вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1986ç./, Раççей професси вăтам пĕлĕвĕ парас ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ /2010 ç./. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ опытлă педагог Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче те ят-сум çĕнсе илнĕ. Ырă пуçарăвĕсемпе çĕршыв шайĕнче палăракан ăста — пирĕн хаçат хăни.

— Алексей Алексеевич, Чăваш Енри професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисем çинчен сăмах пуçарсан чылай предприяти ертÿçи чи малтан сирĕн заведение — электромеханика колледжне — асăнать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?

— Тĕрĕсех ăнлантăм пулсан — ырă енчен палăртаççĕ. Паллах, ертÿçĕ мухтанни килĕшÿллех мар, апла пулин те колледжăн юлашки çулсенчи çитĕнĕвĕсем чăнах та курăмлă. Çакă пирĕн заведенире Промышленноç тата инженери технологийĕсен хутлăхĕнчи компетенцисен регионсен хушшинчи центрне туса хунипе çыхăннă. Центрăн умисторийĕ пур. Тĕпĕ-йĕрĕпе калам-ха. Тĕнчери WorldSkills юхăма — вăл тĕрлĕ специальноçпа квалификаци илнĕ рабочисен тата студентсен хушшинче профессионаллăх енĕпе иртекен ăмăрту — Раççей те хутшăнма тытăнсан пирĕн республика айккинче юлас темерĕ. Çапла 2012 çултанпа асăннă юхăмăн тупăшăвĕсене Чăваш Енре те йĕркелеççĕ. Ăмăрту тапхăрĕсем тĕрлĕрен — регион, округ, çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕнче. Чемпионата Испанири тата Португалири маттур çынсем пархатарлă тĕллевпе пуçарнă: вĕсем патĕнче вĕрентсе кăларакан специалистсен квалификацийĕ тĕнче стандарчĕсене тивĕçтерет-и?

Çак кунсенче, раштавăн 5-мĕшĕнче, Чăваш Енре V чемпионат старт илĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсем ăмăртăва çултан çул хастартарах хутшăнни паян рабочи профессийĕсен ят-сумĕ ÿснине, çамрăксем хăйсен ăсталăхне ÿстерме ăнтăлнине çирĕплетет. Чемпионат анлăланса пыни хальхи вăхăтра çĕршывра импорта хамăр таварпа улăштарас тенипе те çыхăннă. Эппин, производствăна паха продукци кăларма пултаракан ăста кадрсемпе тивĕçтермелле. Урăхла каласан — ятарлă пĕлÿллĕ специалистăн алли те çыпăçуллă, ăсĕ те çивĕч пулмалла. Çак ыйту çивĕчлĕхне лайăх ăнланни вĕрентĕве модернизацилеме хистет. Камран опыт илмелле? Айккинчен пулăшу кĕтсе лариччен самана ыйтакан çÿллĕ шайри ăсталăха хамăрах туптас терĕмĕр. Раççей Вĕренÿ министерстви ĕç профессийĕсен çÿллĕ шайри специалисчĕсене хатĕрлессипе проект пуçарчĕ, конкурс йĕркелерĕ. Чăваш Ен Правительстви пирĕн заведение сĕнчĕ. Çĕнтертĕмĕр. Çапла 2015 çул вĕçĕнче пирĕн колледж Промышленноç тата инженери технологийĕсен компетенцийĕсен регионсем хушшинчи центрĕ пулса тăчĕ.

— Тĕллевлĕ проекта пурнăçа кĕртмелли лапамсем тата Раççейĕн хăш субъекчĕсенче пур?

— Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн çичĕ региона суйланă: Тюмень, Свердловск, Мускав, Чĕмпĕр облаçĕсене,Тутар Республикине тата Хабаровск крайне.

— Центра йĕркеленĕ май Шупашкарти электромеханика колледжĕ çине мĕнле яваплăх тиенчĕ?

— Центр «Автоматизаци, радиотехника, электроника» специализаципе ĕçлет. Пирĕн «WorldSkills» професси ăсталăхĕн тĕнче конкурсĕн Раççей пĕрлехи команди валли регионти маçтăрсене хатĕрлемелле. Паллах, Раççейĕн ытти субъекчĕн команди валли те. Апла тăк проекта пурнăçлама куçарса панă укçапа туяннă чаплă та кăткăс технологиллĕ оборудованипе ĕçлеме республикăри техникум-колледж вĕренекенĕсене кăна мар, ют тăрăхри студентсене те хăнăхтармалла. Кăçал, сăмахран, апробацие 250 çамрăка явăçтарма тĕллев лартнă. Çитес çул — 2 пин ытла студента. Вĕсем кÿршĕллĕ регионсенчен килĕç — Мари, Тутар, Удмурт республикисенчен, Чулхула, Киров, Пенза облаçĕсенчен. Центрăн тепĕр тĕллевĕ — тĕрлĕ регионти професси пĕлĕвĕ паракан организацисен ертÿçисемпе вĕрентекенĕсене хамăр патра квалификацие ÿстерме май туса парасси. Кун çинчен калаçу пуçаратпăр пулсан унпа çыхăннă тепĕр ыйту тухса тăрать: ĕç рынокĕнче чи малта тăракан ТОП-50 специальноçсене алла илессипе вĕренÿ программисене хатĕрлемелле.

— Пĕр сăмахпа, пысăк ĕçе кÿлĕннĕ эсир. Каларăр ĕнтĕ: проектпа килĕшÿллĕн колледжа çĕнĕ йышши, тĕнче шайĕнче усă куракан нумай оборудованипе тивĕçтернĕ. Ыттисене вĕрентме пуçличчен вĕсемпе ĕçлеме пĕлекен кирлĕ-çке. Сирĕн штатри педагогсемпе производство маçтăрĕсен квалификацийĕ тĕнче стандарчĕсемпе килĕшсе тăракан технологиллĕ оборудованипе ĕçлеме вĕрентмешкĕн май парать-и?

— Проектпа килĕшÿллĕн хамăрăн кадрсен пĕлĕвне те ÿстерме тивет — пысăк хуласене курссене яратпăр. Кунта тата çакна шута илмелле: хайхи «WorldSkills» профессионаллăх ăмăртăвне хутшăнакансен ĕçĕсене хаклама пултаракан экспертсем кирлĕ, вĕсене хатĕрлессинчен те пăрăнса иртме çук вĕт.

— Хăвăрăн заведенишĕн кăна мар, Раççей чысĕшĕн те яваплăха туйса ĕçлеме тивет халĕ сирĕн. Икĕ çула тăсăлакан проект вĕçленнĕ тĕле мĕнле кăтартусем кĕтетĕр?

— Хальхи вăхăтра сăнав шайĕнче пилĕк программăпа ĕçлетпĕр. Вĕренÿ программисене хатĕрлеме пирĕн колледж кăна мар, республикăри тата 10 учреждени представителĕсем хутшăннă. Ăнăçлă хута кайсан вĕсемпе ытти регионта та усă курма тытăнĕç. Урăхла каласан — пирĕн опыта Раççейри професси вăтам пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче те тĕпе хурĕç. Тата малалла тинкерсен çакăн пек ÿкерчĕк кĕтетпĕр: республикăра, çĕршывра ĕç профессийĕсемпе вăй хуракансем пĕлÿ, ăсталăх шайĕпе малта пыракан çĕршывсенчи ĕçтешĕсенчен кайра тăмĕç. Çакă хамăр патра кăларакан продукци калăпăшне ÿстерме, производство пахалăхне лайăхлатма, экономикăна çĕнĕ шая çĕклеме май парĕ.

— Апла пулсан Раççей шайĕнчи проектне пурнăçланинче Чăваш Ен Правительствин хăйĕн интересĕ те пысăк.

— Паллах. Вăл инновацисемпе çыхăннă тĕллевлĕ пуçарăва пурнăçлама хăйĕн тÿпине хывать — республика хыснинчен те укçа-тенкĕ уйăрать. Проекта пурнăçа кĕртме хальлĕхе федераци бюджетĕнчен 140 миллион тенкĕ куçарнă, республика та çавăн чухлех хывнă. Проекта малалла тăсма килес çул валли палăртнă сумма — пĕчĕкех мар, çавăнпа хамăртан мĕн кĕтнине пурнăçламаллах пирĕн.

— Алексей Алексеевич, професси пĕлĕвĕ парас ĕçре нумай тăрăшатăр — инженери специальноçĕсем самана ыйтакан профессисен йышне таврăнасса сиснĕ-и эсир?

— Асăннă специалистсемсĕр промышленноç мала каяймĕ. Промышленноç — экономикăна мала яракан никĕс. Ку çыхăнăва улăштараймăн. Çак кунсенче Шупашкарти электроаппарат завочĕ 75 çул тултарать. Вăл хута кайсан виçĕ çултан электромеханика техникумне /хальхи колледж. — Авт./ уçма шухăшланă. Куратăр-и: кадрсем кирлине тÿрех туйнă. Паянхи пурнăç та иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчи лару-тăрăва аса илтерет. Аталану шайĕпе малта пыракан предприятисенче оборудованин 80-90 проценчĕ — автоматизациленĕскер. Шел те, вĕсемпе ĕçлеме пĕлекен ăста инженер сахал. Çавăнпа техника специальноçĕсене çул парасси патне вăхăт хăех илсе çитерчĕ. Паян эпир пурте хăтлă пурăнасшăн. Чаплă машина, меллĕ те паха тумтир, техĕмлĕ апат-çимĕç, паха сервис... Кам ĕмĕтленмест-ши вĕсем пирки? Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен ăстасемсĕр нимĕн те пулаймĕ. Паллах, ĕçе самана таппине кура тухăçлă йĕркелеме те пĕлмелле — çÿллĕ шайри производство лайăх ертÿлĕхсĕр пулаймĕ.

— Конкуренцие чăтаякан кадрсем вĕрентсе кăларатăр тейĕпĕр. Аяккалла, лайăхрах тÿлекен çĕре тухса каймĕç-и вĕсем?

— Çаврăнăçуллă бизнесменсем лайăх ăнланаççĕ: хаклама пĕлмесен ăстана çухатасси часах. Çавна май производствăна мала ямашкăн тÿпине хывакан профессионалăн шалăвĕ те пысăкрах пулмаллине пĕлеççĕ. Республикăра аван ĕç укçиллĕ предприяти сахалах мар.

— Эсир темиçе çул ĕнтĕ — Чăваш Ен Общество палатин членĕ, юлашки суйлавранпа — Председателĕ те. Çак тивĕçе пурнăçласа пыни тĕп ĕçре чăрмантармасть-и?

— Çынна общество ĕçĕ вăхăтпа перекетлĕ усă курма, кун йĕркине тĕрĕс палăртма хăнăхтарать. Общество палатин ĕç-хĕлне хутшăнма пуçланăранпа тавракурăм тата анлăланчĕ. Тĕрлĕ çынпа курнăçса-калаçса чунпа пуянлантăм. Тунмастăп: хальччен пачăшкăсем çине урăхларах пăхаттăм. Вĕсен хушшинче çавăн пек кăсăклă çынсем пуррине чухлама та пултарайман. «Чăрмантарасси» çинчен калас тăк — хушăран унта-кунта кайма тивнĕрен ĕçтешĕмсем куç айĕн ан пăхчăр тесе ĕçе ирех çитме, каç пулличченех тытăнса тăма тăрăшатăп.

Ирина ПУШКИНА калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.