Турци консулĕпе тĕл пулнă
Чăваш çыравçисем Турцин Хусанти тĕп консулĕпе Турхан Дильмачпа тĕл пулнă. Вĕсем чăвашсемпе турккăсен усăллă çыхăнса ĕçлемеллине палăртса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă, çав шутра — литературăпа çыхăннисене те.
Тутарстан çав çыхăнусене нихăçан та татман. Елабугăра, ытти хулара Турци пайтаçисем уçнă вун-вун çĕнĕ завод ĕçлет, пин-пин çын ĕç вырăнĕ тупнă. Турцире çуллен тутарсен темиçе кĕнекине куçарса пичетлеççĕ. Çавăнпа чăвашсемпе турккăсен — тăванла икĕ халăх — хутшăнусене çине тăрсах аталантармалли каламасăрах паллă.