Комментари хушас

3 Чÿк, 2016

Спорт тĕп вырăнта пулмалла

Физкультурăпа спорта аталантарас тесен пурлăхпа техника никĕсне хывмалла, халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтармалла, пултаруллă спортсменсем хатĕрлемелле. Чăваш Республикинче юлашки вăхăтра спортăн 60 объектне çĕнетнĕ тата хута янă. Çак тĕллевпе 6 млрд ытла тенкĕ тăкакланă. Кăçалхи 9 уйăхра халăхăн 46 проценчĕ физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссене çÿренĕ. Раççейри вăтам çак кăтарту 29,9 процентпа танлашать.

Ăна тата лайăхлатас тесен физкультурăпа спорта ачасемпе çамрăксене кăна мар, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене те явăçтармаллине, Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплесне пурнăçа кĕртни те массăллă спорта аталантарма пулăшнине палăртрĕ ЧР физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков министерствăн анлă коллегийĕнче. Унта çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, спорт шкулĕсен директорĕсем хутшăнчĕç.

Сергей Шелтуков министр Чăваш Енре физкультурăпа спорта аталантармалли патшалăх программи мĕнле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ. «Паян спорт шкулĕсенче 924 тренер вăй хурать, пĕлтĕр 958 пулнă. Штатри тренерсен шучĕ, шел те, чаксах пырать. Çакă, паллах, кăтартусене те витĕм кÿрет. Республикăри спорт шкулĕсене 34622 çын çÿрет. Пĕр тренер пуçне 37 вĕренекен лекет. Спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕсен шутне çăмăл атлетика кĕрет, ăна 4870 çын суйласа илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — шывра ишесси. 3378 çын бассейна çÿрет. 2979 çын футболла выляма кăмăллать. Шел те, Чăваш Енре юлашки вăхăтра ухăран перессипе кăсăкланакан сахаланнă. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне спортăн çак тĕсĕпе Чăваш Республикинчен пĕр спортсмен та кĕреймен», — терĕ Сергей Сильвестрович.

Михаил Игнатьев республикăра аталанакан спортăн пур тĕсĕпе те тивĕçлĕ кăтартусем çĕнсе илмеллине аса илтерчĕ, асăннă отрасле пулăшма бюджетран 2017 çул валли кăçалхинчен сахал мар укçа уйăрнине палăртрĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Правительствин вице-премьерĕпе Виталий Муткопа тĕл пулни, массăллă спорта аталантарассипе çыхăннă ыйтусене, малашлăх планĕсене сÿтсе явни çинчен пĕлтерчĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче халĕ спортăн тĕрлĕ енĕпе Чăваш Енрен 154 спортсмен кĕнĕ. 2015 çулта 150 спортсмен пулнă. 9 уйăхра 100 ытла спортсмен Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене хутшăнса 75 медаль çĕнсе илнĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — хуласенчи спорт объекчĕсен кăна мар, ялтисен те хăтлă пулмалла. Юлашки 3 çулта республикăра ялсенчи 100 спортзала юсанă. Çитес виçĕ çулта тата 111 объекта çĕнĕ сăн кĕртме палăртнă.

Юрий Исаев министр ачасемпе физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе вĕренÿ тытăмĕнчи мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх — шкулсенчи пуçаруллă хăшпĕр учитель ку енĕпе автор программине те пурнăçа кĕртет. Алла Самойлова министр вара спорт шкулĕсене, кулленхи ăмăртусене медицина пулăшăвĕпе епле тивĕçтерни çинче чарăнса тăчĕ. 2015 çулта Чăваш Енре 2508 ăмăрту ирттернĕ. Вĕсенче кашнинчех тухтăрсем пулнă. Михаил Игнатьев анлă ларăва пĕтĕмлетнĕ май кадр ыйтăвĕ пирки те манмалла маррине, физкультурăпа спорт ĕçченĕсен квалификацине ÿстерсех пымаллине аса илтерчĕ. «Ĕçе лайăхлатассишĕн çунман, ырă еннелле улшăнас темен специалистсен отрасльте вăй хумалла мар», — терĕ вăл.

Спорт республикăра тĕп вырăнтах. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Пирус туртакансен йышĕ вара чакать. Ку çеç-и? Чăваш Республикинче нумай пурăнакансен йышĕ те ÿсет. 98 çын 100 çултан каçнă. Коллеги савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн кафедра ертÿçине, педагогика наукисен докторне Андрей Пьянзина «ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Улатăр район администрацийĕн физкультурăпа спортăн пай пуçлăхĕ Иван Григорьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата сехетне тивĕçрĕ.

 Роза ВЛАСОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.