Комментари хушас

3 Чÿк, 2016

Лидер! Ял çамрăкĕсен лидерĕ!

Сумлă çак ята Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Федорович ВОЛКОВ, Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри вăтам шкулта /малтан сакăр çул вĕренмелличчĕ/ физкультура учителĕнче хĕрĕх пилĕк çул пĕр улшăнмасăр ĕçлесе, çирĕп тытса пурăнчĕ. Çĕр-çĕр ачашăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ, пархатар кÿрекен тÿрĕ кăмăлĕпе пурнăçăн чăн çулĕпе утма хавхалантарчĕ. Вăхăта тытса чарма нимĕнле вăй та хевте çитереймест тени тĕрĕсех — пирĕн кумир та, Алексей Федорович, 70 çул тултарчĕ. Культура çуртне чыслава каяс умĕн килĕнче тĕл пулма, иртнĕ çулĕсене аса илсе хак пама май килтерчĕ.

— Ну, юбиляр, еплерех кăмăл-туйăм? Пит-куçунтан пăхсан йăмшакланни, çаврака дата пусăрăнтарни пач та туйăнмасть. Ÿт-пĕ­вÿ те яланхиллех тĕреклĕ: яштака, хитре, кĕрнеклĕ.

— Кăмăл-туйăм йĕркеллех. Пурнăç кустăрми çаврăм хыççăн çаврăм тума пуçланăранпа самаях пулсан та чун-чĕре çамрăках-ха: вăл ватăлмасть теççĕ вĕт.

— Чыслав умĕн каçхине çывăрма выртсан мĕнле шухăшсем ăс-тăнна кăшăлларĕç?

— Ĕнер кунĕпех лăш курмасăр ĕçлерĕмĕр — уяв кĕреки валли апат-çимĕç хатĕрлерĕмĕр. Çур çĕр çитеспе мунча хутса кĕтĕмĕр те ним туймиех çывăрса кайнă. Мĕнле калас, шухăшсем çулăхма та ĕлкĕреймерĕç.

— Куратăп-ха, тăванăрсене, ял-йыша сăйлама вăйлă хатĕрленнĕ эсир — тĕрлĕ ĕçме-çиме йывăрăшне чăтаймасăр сĕтелсен урисем те авăна-авăна ларнă, кĕленче савăтсенчи хĕрлĕ-шурă шĕвексем те хăйсене тутанса пăхмашкăн йăл-йăл кулса куç хĕсеççĕ... Çапах та иртнĕ кун-çулна каялла çаврăнса пăхсан чи малтан хăш самантсем çутă тĕссемпе çуталса аса килеççĕ?

— Ачалăх. Ытарайми çунатлă ачалăх. Шкула савăнса чупнă, хавхаланса вĕреннĕ, тĕрлĕ вăйă вылянă. Çуллахи кунсенче аслисене пулăшнă. Анне Сортсем сăнакан патшалăх станцийĕнче вăй хуратчĕ. Каникул вăхăтĕнче эпир унтан тухма пĕлмен. Уйрăмах тырă пиçсе çитсен, вырма пуçлансан: кĕлте, утă, улăм лашасемпе турттарнă. Апла пулин те тус-тантăшран уйрăлса çÿремен. Пушă вăхăт тупăнсанах пĕрлех выляттăмăр, шыва та пĕрлех кĕреттĕмĕр. Ăмăртса кĕреттĕмĕр — «кам мĕн чухлĕ кĕреет», «шыв айĕнче кам мĕн чухлĕ тăраять», «кÿлĕ урлă кам хăвăрт ишсе каçаять»... Эх, хĕвĕшнĕ, эх, янрашнă Этмен, Пренкке кÿллисенче! Халĕ те куç умĕнчех: шупкаланмарĕ, тĕссĕрленсе çухалмарĕ.

— Физкультурăпа спорта юратаслăх санра хăй тĕллĕнех амаланса кайрĕ-и е кам та пулин витĕм кÿчĕ-и?

— Çак туртăм аслă тетерен Вадимран пуçланчĕ. Вăл аппаланатчĕ пирĕнпе, шĕвĕрккесемпе, пĕр вĕçĕм: тĕрлĕ урамри ачасемпе футболла, лапталла выляттаратчĕ. Вăл Архангельск хулине тухса кайнă чухне эпĕ вуннăра кăначчĕ пулин те тете каланисене — «йыт хăваласа ан çÿре, вăхăтна усăллă ĕçпе усă кур, спортпа туслашса шăмшакна çирĕплет» — ăша яланлăхах хывса хăварнă. Паллах, атте-анне те витĕм кÿнĕ. Физкультурăна кăмăлланăшăн урлă сăмах каламан.

— Октябренока, комсомола кĕнисене астăватăн-и?

— Астумасăр! Унта кĕрессишĕн еплешшĕ тăрăшнă: лайăх вĕреннĕ, шкул пурнăçне хастар хутшăннă, хама примерлă тытнă. Комсомола вĕт япăх вĕренекенсене, ашкăнчăксене илмен. Ун чухне çирĕп пулнă. Класс, шкул, райком комиссийĕсем витĕр тухнă.

— Шкул хыççăнхи пурнăçу хăв ĕмĕтленнĕ пекех йĕркеленчĕ-и?

— Тăруках мар. Пурăнан пурнăçра кирлĕ пулĕ-ха тесе, районти çар комиссариачĕ сĕннипе, Канашри училищĕре водителе вĕренсе тухсан, пилĕк уйăх колхозра ĕçлесен, виçĕ çула тăсăлнă çар тивĕçне Демократиллĕ Германи республикинче ирттерсе яла таврăнсан, Нĕркеçри сакăр çул вĕренмелли шкулта физкультура учительне вырнаçсан.

— Алексей Федорович, ГДР текех çук ĕнтĕ, пирĕн çар ушкăнĕсем те унтан тахçанах тухнă. Эсĕ салтакра пулнă чухнехи Германи еплерехчĕ? Мĕнлерех курăмсемпе ÿкерĕнсе юлнăччĕ унти лару-тăру, халăхĕ, йăли-йĕрки?

— Эпĕ связистсен батальонĕнче пулнă. Чаç командирне турттарнă. Вырсарникунсенче тĕрлĕ япала туянма чаçри офицерсемпе арăмĕсем хулана тухатчĕç. Çавна май нимĕç халăхĕ мĕнле пурăннине аванах пĕлнĕ. Мана ытларах вĕсен культури, тирпейлĕхĕпе тасалăхĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Пур çĕрте те асфальтлă е брусчаткăллă çулсем: ниçта та пирĕнни евĕр пылчăк çăрăлмасть. Хулара та, ялта та фуфайка, вăрăм кунчаллă атă тăхăннă çынна курмарăм. Шукăль тумланнă хĕрарăмсем çăмăл танкеткисемпе çăмăллăн таклаттарса çÿретчĕç.

Пĕррехинче, офицерсен арăмĕсем лавккаран тухасса кĕтсе ларнă чухне, çакăн пек ÿкерчĕк асăрхарăм: пĕчĕкскер хĕрача «пусть всегда будет солнце, пусть всегда буду я» тесе тротуарпа ута пырать. Самантрах ыйту çуралчĕ: вырăс хĕрачи кунта мĕнле лекнĕ? Çакскер хăйĕн çулĕсенчи ачасем патне çитсе чарăнчĕ те пĕтĕл-пĕтĕл калаçма тытăнчĕ — нимĕç хĕрех иккен. Тепĕр тесен хĕр пĕрчи вырăсла юрланинчен тĕлĕнме кирлех те марччĕ-ха — ГДРти шкулсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ.

Мана тĕлĕнтернĕ самантсем виçĕ çул хушшинче нумай пулнă. Тепĕрне каласа парассăмах килет.

Çав кун ир-ирех, лавккасем уçăличченех, хулана çитнĕччĕ. Пĕрин умĕнче сĕт тултарнă кĕленче савăтсем шăкăрин лараççĕ. Çынсем бутылкăсене, кам — пĕрре, кам — иккĕ, пыра-пыра илеççĕ те укçа хурса хăварса çурчĕсем еннелле утаççĕ. Никам та хуралламасть, никам та укçа хăвармасăр илсе каймасть. Вăт çакă питĕ тĕлĕнтерчĕ. Ара, пирĕнле мар-ха та...

— Эсĕ унта пулнăранпа самана тĕпрен улшăнчĕ. Икĕ пая пайланса пурăннă нимĕçсене пĕрлешме май туса панă Раççее халĕ Германи те санкцисем йĕркелесе çапла тав тăвать. Çак панккавлăх тĕлĕнтермест-и сана?

— Тĕлĕнтерет. Тĕрĕссипе, халăхĕ мар, канцлерĕ Америкăран хăраса патуйланать.

— Ĕнтĕ, Германи çеç мар, пĕтĕм тĕнче картран тухрĕ. Ăна айккине сирсе хурса хамăрăн калаçу йĕрне ÿкер-ха. Салтакран таврăнсанах-и физкультура учителĕнче ĕçлеме тытăнтăн?

— Çавăн пекех пулчĕ темелле-тĕр. Ман умĕнхи кайнăччĕ те — «атя, килĕш» терĕç. «Эпĕ вĕренмен вĕт-ха, ятарлă специальноç çук», — тетĕп иккĕленсе, «ĕçлейĕп-ши, май килтерĕп-ши» шухăшсем пуçран тухманран. «Специальноçа ăна заочно вĕренсе те илме пулать. Чи кирли — эсĕ ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетĕн, вĕсем сан пата туртăнаççĕ. Ахальтен-и салтакран килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕр», — тесе витĕмлĕн каларĕç те — килĕшрĕм. Ĕç-хĕл, чăнах та, лайăх йĕркеленсе кайрĕ. Вара Тутарстанри Альметьевскра физкультура учительне вĕрентĕм, дипломлă специалист пулса тăтăм. Унта ăс пухнипе спорта юратнине пĕр çыхха чăмăртаса спорт юхăмне вăйлă çĕклентерсе ятăмăр.

Эпĕ ĕçлеме пуçăниччен шкулта командăсем пулман, районта иртекен ăмăртусене хутшăнман. Кĕске хушăрах çак çитменлĕхе тÿрлетрĕмĕр. Лайăх хатĕрленнĕрен «Ылтăн шайба», «Сăран мечĕк» турнирĕсенче малти вырăнсене тухма пуçларăмăр. Каярахпа, футболла, хоккейла выляссипе, районти пĕр шкул та пирĕн командăсене çĕнтерейместчĕ. Вара район чысне хÿтĕлесе республикăри тупăшусене хутшăнаттăмăр. Пĕр çулхине «Ылтăн шайба» турнирĕнче, вăл Шупашкарти «Энергия» стадионта иртнĕччĕ, иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Унтан футбол турнирĕнче республикăра çĕнтертĕмĕр, Раççейри зонăра выляма тивĕç пултăмăр. Çавăн чухне пысăк пăтăрмах пулчĕ, «зонăна Çĕмĕрлесем каяççĕ, вĕсем укçа тÿлесе хунă» тесе пире хытă кÿрентерчĕç. Çав тĕрĕсмарлăх чĕрере яланлăхах касăлса юлчĕ.

— Нивушлĕ уççи-çуппине тупайрăр?

— Маларахах калаçса татăлнă пулĕ те — турнир ертÿçисем хăнк та тумарĕç. Э-э, çавăн евĕрлĕ тĕрĕсмарлăхсем район, республика ăмăртăвĕсенче кайран та пĕрре кăна мар пулнă. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăма та каласа хăварам. Ачасен шалти туйăмĕпе туртăмне кура спортăн ытти тĕсне те — волейбола, баскетбола, çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе ярăнассине, сĕтелçи тенниса, шашка-шахмăта — çине тăрсах аталантарнă, ку енсемпе те районта лайăххисен йышĕнче пулнă. Чи пахи — кашни çамрăка спорта явăçтарни, хăйне килĕшекеннине суйласа илме майсем туса пани.

— Ку тĕлĕшпе хăвăн тĕслĕхÿпе хавхалантартăн ĕнтĕ. Футболла, хоккейла, волейболла, шашкăлла, теннисла вирлĕ выляссипе, ура тупанĕнчен тăпра сирпĕнсе юлмалла хăвăрт чупассипе, йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăлхасенче çил шăхăрмалла ыткăнаслăхпа сана çитекен физкультура учителĕ ун чухне таврара та пулман.

Ку çеç те мар, эсĕ шкулта ĕçленĕ хушăрах ял, колхоз спортне те ялкăштарса ярса çамрăксен чăн-чăн лидерĕ, кумирĕ пулса тăтăн. Халĕ çавăн пирки, уйрăмах футболла, хоккейла выляссипе палăрсах та кайман «Гигант» колхоза район, республика шайне çĕклеме пултарни çинчен сăмах пуçарасшăн.

— Ай, яй-яй! — куçне тĕлĕнтерчĕ, пуçне пăркаласа илчĕ Алексей Федорович. — Кун пирки кĕскен калаймастăн. Сахалтан та икĕ талăк пĕр чарăнми аса илме пулать. Ара, ним çукран вĕт эсĕ асăннă шая çитрĕмĕр.

— Тĕрĕсех. Çав çулсенчи капашлă пулăмсене касăкăн-кĕсĕкĕн ваклаймастăн, килес ăрусем валли туллин хăвараймастăн. Пулăмсене, ял спортне пысăк тÿпе хывнă çамрăксене пĕрне те сиктерсе хăвармасăр «Асаилÿ» кĕнеки кăлармалла пирĕн.

— Лайăх, питĕ лайăх шухăш ку. Кашнин асаилĕвне халех пуçтарма тытăнмалла.

— Аса илмелли, ял, район историнче хăвармалли мероприятисем, тĕлпулусем айтуру нумай пулнă. Астăватăн ĕнтĕ, Комсомольскисем еплерех вылятчĕç? Пире пĕрремĕш вăйăрах 15:1 шутпа шаплаттарчĕç. Вĕсен капитанĕ Сергей Лукиянов /халĕ — Чăваш Енĕн чи паллă архитекторĕ/ ну, тустарчĕ, ну, хивре вылярĕ. Бобби Халл пек епле çапать, шайба вăтăр-хĕрĕх метра шăхăрса вĕçет! Эпĕ, хапха сыхлавçи, пуçа аран пĕшкĕртсе ĕлкĕреттĕм. Кайран, темиçе çултан, хăйсене ислетме тытăнтăмăр. 15:2, 20:3 шутпа нăклаттараттăмăр. Район чысне хÿтĕлеме те республика ăмăртăвне эпир, Нĕркеçсемех, каяттăмăр.

— Ăх-х! — хуçкаланса, туртăнса илчĕ Алексей Федорович, пирĕн командăн яланхи капитанĕ. — Çав вăхăта каялла таврăнас килет... Ун чухне, 70-мĕш çулсенче, хальхи пек чаплă конькисем, клюшкăсем, кĕлеткене хÿтĕлекен тумтирсем, ятарлă перчеткесемпе шлемсем пирĕн пулнă тăк — эпир ăçта пулаттăмăр-ши?

— ЦСКАра, Алексей Федорович!.. Шел, ĕмĕт-шухăш юхăмне пÿлмех тивет — çырнă йĕркесем хĕсĕне пуçларĕç, пăнчă лартасса кĕтеççĕ...

n Геннадий МАКСИМОВ калаçнă.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.