Archive - 2015
январь 30th
январь 29th
Çырăва хаклаççĕ
Ирина Письменская, Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ:
- Агропромышленноç комплексĕпе ытти отрасльсене укçа-тенкĕ енчен пулăшассипе ĕçлекен патшалăх банкĕн представителĕ пулнă май яла пулăшмалли çинчен калакан сăмахсене илтме кăмăллă пулчĕ. Экономика йывăррăн аталанса пынă тапхăрта пирĕн пурсăмăрăн та шалти резервсемпе усă курса хамăр ĕçĕн тухăçлăхне ÿстермелле.
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 3 /800/ №, 29.01.2015
Пĕрене мĕншĕн çурaлать? Юлашки çулсенче чылайăшĕ йывăç çурт лартма тăрăшать
Çĕр е хваттер? Нумай ачаллă çемьесем çĕр вырăнне хваттер илме пултараççĕ
ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /январĕн 28-мĕшĕ тĕлне/
Чиркÿ праçникĕсем Чиркÿ уявĕсем / Çăварни, Мăнкун.../ кăçал хăш кунсене килеççĕ?
666 хaрушa-и? Чиркÿре ватăсем 666 номер çинчен калаçаççĕ.
Пĕрене мĕншĕн çурaлать?
Йывăç çурт - экологи тĕлĕшĕнчен таса, сывлăхшăн усăллă, хитре. Юлашки çулсенче чылайăшĕ йывăç çурт лартма тăрăшать те.
Профильлĕ пăрăссенче /брус/, цилиндрланă пĕренесенче, саваламан пĕренесемпе танлаштарсан çурăксем тата пысăкрах пулаççĕ. Мĕншĕн?
Типсе пынăçемĕн пĕренен çиелти пайĕ пĕрĕнсе пĕчĕкленет. Пĕрене варрийĕ вара вăрах типет, вăл ерипен пĕрĕнет. Пĕренен çиелти сийĕ çавна май туртăнать, çуркаланать. Пĕренене цилиндрланă чухне унăн çиелти сийне вăйлă саваласа илеççĕ. Çавăнпах хăвăртрах типет, çурăксем те анлăрах пулаççĕ.
Çĕр е хваттер?
Нумай ачаллă çемьесем çĕр вырăнне хваттер илме пултараççĕ
Иртнĕ çул вĕçĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин шăп та шай çакăн çинчен калакан саккуна алă пуснă. Вăл 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ
Чиркÿ праçникĕсем
Чиркÿ уявĕсем / Çăварни, Мăнкун.../ кăçал хăш кунсене килеççĕ?
Н.СЕВЕРОВА.
Комсомольски районĕ.
Февралĕн 16 - 22-мĕшĕсем - Çăварни эрни. Февралĕн 23-мĕшĕнче Аслă типĕ пуçланать. Кăчкă праçникĕ /Вербное воскресенье/ - апрелĕн 5-мĕшĕнче. Мăнкуна православи тĕнне уявлакансем апрелĕн 12-мĕшĕнче паллă тăвĕç. Троица - майăн 31-мĕшĕнче.
666 хăрушa-и?
Чиркÿре ватăсем 666 номер çинчен калаçаççĕ. Эпĕ те çав хута икĕ штук илтĕм. Унта хăрушă сăмахсем çырнă. «Халех заявлени çырса почтăпа ярса парăр», - тесе вĕçленĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Канаш районĕ.
"Тантăш", 3 /4417/ №, 29.01.2015
Паян та, ыран та тав тăвĕç вĕсем. 2 «в» класра вĕренекенсем «Тетте» журнала çав тери юратаççĕ.
Фанталетсен тĕнчине çитсе курар-и? Наталья Мазюковăн кĕнеки вырăсла тухнă, «Фантазилия» ятлă.
Пĕр шикленÿсĕр. Дима Кудряшов стипендиат.
Шкул «тĕкĕрĕ» - пирĕн пурнăç тĕкĕрĕ. Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсем виçĕ хаçат кăлараççĕ.
Çеçпĕл чĕриллĕ çамрăк сăвăç. Маша Тридворнова - шанчăклă юлташăм, тепĕр чух тăванран та çывăхрах.
Ачасен шăпи – пирĕн алăра. Эпир хамăр ачасене юрататпăр.
Киле çитеймен çырусем... Александр Голиков танкист мăшăрĕ патне çырнă йĕркесем