Archive - 2015

январь 29th

29 Кăрлач, 2015

Паллă Татьянăсем аса илеççĕ...

Пирĕн çĕршывра январĕн 25-мĕшĕнче Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем - "профессиллĕ" уявне. Çак праçникĕн историйĕ XVIIIĕмĕртех вăй илет. 1755 çулта Елизавета патша Мускав университетне уçмашкăн хушу алă пуснă. Вĕренÿ корпусĕ çумĕнче вара Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă. Çапла Татьяна Римская çак аслă шкулăн хÿтĕлевçи пулса тăнă. I Николай патша вăхăтĕнче институт-университетра вĕренекенсем çак кун хăйсен праçникне уявлама пуçланă. Малтанах студентсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă, кайран хулара уçăлса çÿренĕ.

29 Кăрлач, 2015

“Аттене - ĕçрен, пире хваттертен кăларса ячĕç”

Çак рубрикăна икĕ çул каяллах пуçарнăччĕ. Литература çулталăкĕ пуçланнă май ăна малалла тăсăпăр. Чăваш çĕрĕнче çитĕнсе тăван халăх кăмăлне тивĕçтерекен çĕр-çĕр произведени калăпланă сăмах ăстисен кун-çулĕ çинчен, вĕсене тăванĕ-хурăнташĕ мĕнле астунипе малашне те паллаштарăпăр.

29 Кăрлач, 2015

“Юрăç пулса хырăмна тăрантараймăн”, - тенине пăхмасăрах...

Илĕртÿллĕ чиперкке ДИАНА чăваш эстрадине "Вĕçсе кай" юрăпа çавра çил пекех вирхĕнсе кĕчĕ. Пĕр вăхăт чăваш çамрăкĕсем республикăн кашни кĕтесĕнчех çак юрра кунĕн-çĕрĕн ывăнми çавăрттарчĕç, телекуравпа татти-сыпписĕр клип кăтартрĕç. Чи тĕлĕнмелли ку мар-ха, урăххи.

29 Кăрлач, 2015

Мăшăрсене уйăрать инçе çул

Кивĕ Вăрмар - районта пысăк ялсенчен пĕри, вăл хăй пĕр ял тăрăхĕ. 608 килте 1625 çын пурăнать. Ял райцентрпа пĕрлешнĕпе пĕрех, çул çывăххине кура çынсем çуран та çÿреççĕ. Урамĕсем вара кунта сапаланчăк, пĕр вĕçĕнчен тепĕр енне çитме - 5 çухрăм.

29 Кăрлач, 2015

“Ваньăпа Егор - хамăрăн ачасемех”

Пÿрт ачасен хаваслă сассипе янăранинчен ырри мĕн пултăр? Ашшĕ-амăшĕнчен телейлĕ çын та çук тĕнчере. Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Ивановсен çурчĕ телейпе тулнă. Татьяна, Вероника, Иван, Егор, икĕ çул та тултарман Арсений... Çакă вĕсен чăн пуянлăхĕ.

29 Кăрлач, 2015

Чиркÿ сукмакне такăрлатаççĕ виçĕ ывăлĕпе пĕрле

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче 5-мĕш курсра ăс пухакан Фотиния Хамзина мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырă тума хăнăхнă. Пике учитель е тухтăр пулма ĕмĕтленмен, ашшĕпе амăшĕн, пурнăçĕсене чиркÿпе çыхăнтарнăскерсен, çулĕпе утнă.

29 Кăрлач, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

<<<Ольга Дикина. 23 çулта. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер Шупашкарти коопераци институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет.

Диана Филимонова, 16 çулта. Елчĕк районĕнчи Патреккел пики Елчĕк вăтам шкулĕнче ăс пухать.>>>

Конкурса хутшăнма кăмăл пур-и? Сăнÿкерчĕкĕрсене molgazeta@rambler.ru электрон почтăна ярса пама пултаратăр. Çырура ят-шыва, ÿсĕме, ăçта пурăннине-вĕреннине палăртма ан манăр.

январь 28th

28 Кăрлач, 2015

Увидел свет 1-ый номер журнала «Самант».

Читатель, как всегда, найдет на его страницах и курьезное, и серьезное.

Гостья «Саманта» - Людмила Муравьева. В конце прошлого года она завоевала титул «Чувашская красавица -2014».

28 Кăрлач, 2015

«Самантăн» кăçалхи 1-мĕш номерĕ кун çути курчĕ.

Яланхи пекех - хаваслине те, шухăшламаллине те тупать унта вулакан.

«Самант» хăни - «Чăваш пики – 2014» титула тивĕçнĕ чиперук Людмила Муравьева.

Юрату тĕнчин асамĕ вăйлансах пырать - çĕнĕ номере вуласан витĕр туйса илетĕр çакна. Журнал тусĕсем каласа панă историсене те пичетлетпĕр.

«Ĕмĕр сакки» ярăм малалла тăсăлать: шантарнă пекех, Маруç шăпипе паллаштаратпăр.

Тем те пур журналта! «Самантпа» пĕрле пулар!

Pages