Паллă Татьянăсем аса илеççĕ...
Пирĕн çĕршывра январĕн 25-мĕшĕнче Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем - "профессиллĕ" уявне. Çак праçникĕн историйĕ XVIIIĕмĕртех вăй илет. 1755 çулта Елизавета патша Мускав университетне уçмашкăн хушу алă пуснă. Вĕренÿ корпусĕ çумĕнче вара Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă. Çапла Татьяна Римская çак аслă шкулăн хÿтĕлевçи пулса тăнă. I Николай патша вăхăтĕнче институт-университетра вĕренекенсем çак кун хăйсен праçникне уявлама пуçланă. Малтанах студентсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă, кайран хулара уçăлса çÿренĕ.