Комментари хушас

29 Кăрлач, 2015

Паллă Татьянăсем аса илеççĕ...

Пирĕн çĕршывра январĕн 25-мĕшĕнче Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем - "профессиллĕ" уявне. Çак праçникĕн историйĕ XVIIIĕмĕртех вăй илет. 1755 çулта Елизавета патша Мускав университетне уçмашкăн хушу алă пуснă. Вĕренÿ корпусĕ çумĕнче вара Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă. Çапла Татьяна Римская çак аслă шкулăн хÿтĕлевçи пулса тăнă. I Николай патша вăхăтĕнче институт-университетра вĕренекенсем çак кун хăйсен праçникне уявлама пуçланă. Малтанах студентсем уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă, кайран хулара уçăлса çÿренĕ. Праçник пулнă май "Эрмитаж" ресторан хуçи Люсьен Оливье француз Мускав студенчĕсемпе профессорĕсем валли ятарласа зал уйăрнă.

Раççейре Студентсен кунне РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2005 çултанпа паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, аслă шкулта вĕренекенсен январĕн 25-мĕшĕччен сесси вĕçленет. Çавăнпах уяв аслă шкулта вĕренекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ара, тинех каникул пуçланать-çке! Хальхинче Татьяна ятлă илемлĕ пикесене чăрмантарас терĕмĕр. Ку Татьянăсене Раççейĕпех пĕлеççĕ. Вĕсем студент вăхăтне аса илсе Таньăсен кунне еплерех ирттерни пирки каласа кăтартрĕç.

Татьяна СЕМЕНОВА, биатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ:

- Студент вăхăчĕ тĕлĕнмелле хăвăрт иртрĕ. Тин çеç 1-мĕш курса вĕренме кĕнĕччĕ. Ăмăртусене час-часах çÿренĕрен репетитор тытаттăм, мĕншĕн тесен Чăваш Ене шăпах сесси умĕн килтеттĕм. Сборта хатĕрленмешкĕн преподавательсенчен тĕрлĕ хăнăхтару илеттĕм, пĕрле вĕренекенсем те чылай пулăшатчĕç. Юлашки виçĕ курс çутă хăвăртлăхĕпе иртрĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнеке шĕкĕлченĕ хыççăн университета утнă кунсем нихăçан та манăçмĕç. Çул çинче те пĕрмай хатĕрленеттĕм. Диплом хÿтĕленĕ вăхăт та асрах. Вăл ĕнер çеç пулнă тейĕн. Студент çулĕсене аса илсен пит çинче йăл кулă палăрать. Алла диплом илсен хаш сывланине те, савăннине те манмăп. Пирĕн курсра Таня ятлă пике чылайччĕ. Çак ят вĕренÿре нимĕнле вырăн та йышăнмасть, пулăшмасть те. Çапах студентсен уявĕ маншăн халĕ те хаклă. Вăл хамăн çуралнă кун евĕрех, мĕншĕн тесен январĕн 25-мĕшĕ - Татьянăсен кунĕ. Çак кун эпĕ ĕмĕтленетĕп, вăл пурнăçа кĕрессе шанатăп.

Татьяна АРХИПОВА, çăмăл атлет, 2012 çулхи Олимп вăййисен бронза призерĕ:

- Олимп резервĕсен Шупашкарти училищине 2001 çулта вĕренме кĕтĕм. Пĕтĕм вăхăта спорта уйăраттăм. Хăш-пĕр чухне пĕрле вĕренекенсемпе кафене, ташă каçне çÿреттĕмĕр. Кашни çулах январь уйăхĕнче Кисловодск хулине сбора каяттăмăр, çавăнпа Студентсен кунне паллă тусах кайман. Ун чухне укçи-тенки те ытлашши пулман. Январĕн 25-мĕшĕнче пĕр-пĕрне чечек çыххи туянса парнелеттĕмĕр. Çак кун Татьянăсен кунĕ пулнăран çывăх. Хальхинче те пĕрле вĕреннĕ юлташăмсем, тăванăмсем мана илемлĕ СМС-çырусем шăрçаласа, шăнкăравласа саламларĕç. Пĕр ушкăнрисемпе халĕ те çыхăну тытни савăнтарать.

 

Татьяна СИЛОДОРОВА, джаз юрăçи:

- Манăн аттепе анне Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнчен. Эпĕ Иркутск облаçĕнчи Усть-Илимск хулинче кун çути курнă. 1999 çулта Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Шкул пĕтерсен Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕтĕм, вокал уйрăмĕнче ăсталăха туптарăм. Студент вăхăчĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ иртрĕ. Училищĕре иртекен кашни мероприятие хутшăнма тăрăшаттăм, дирижерпа хор уйрăмĕнче вĕренекен Лена Романько тусăмпа сценарисем çыраттăмăр, çамрăксене репетицие йыхравлаттăмăр, ăна ирттерме пÿлĕм шыраттăмăр... Шел те, Студентсен кунĕ каникул тĕлне лекетчĕ. Январĕн 25-мĕшĕ - манăн иккĕмĕш çуралнă кун. Туссемпе тăвансем шăнкăравласа ăшă сăмахсем калаççĕ. Студент вăхăтĕнче вара харăсах икĕ уявпа саламлатчĕç. Çывăх тăвансем яланах парнепе савăнтараççĕ. 2005 çулта Санкт-Петербургри театр искусствин академине вĕренме кĕтĕм, музыка театрĕн критикĕн дипломне алла илтĕм. Халĕ джаз енĕпе ăсталăха туптатăп. Татьянăсен кунĕнче куракансене хамăн пултарулăхпа савăнтармашкăн тĕрлĕ концерт йĕркелеме тăрăшатăп. Çакă юлташсемпе тĕл пулмалли меллĕ сăлтав та.

Ирина КОШКИНА ыйтса пĕлнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.