- Чăвашла верси
- Русская версия
“Аттене - ĕçрен, пире хваттертен кăларса ячĕç”
Çак рубрикăна икĕ çул каяллах пуçарнăччĕ. Литература çулталăкĕ пуçланнă май ăна малалла тăсăпăр. Чăваш çĕрĕнче çитĕнсе тăван халăх кăмăлне тивĕçтерекен çĕр-çĕр произведени калăпланă сăмах ăстисен кун-çулĕ çинчен, вĕсене тăванĕ-хурăнташĕ мĕнле астунипе малашне те паллаштарăпăр. Литературăра этем пĕлтерĕшне çÿле çĕкленĕ çыравçă Виктор РЗАЙ çуралса ÿснĕ тăрăхра, Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче, пултăм.
Лавкка тытнă
Виктор Рзай 1907 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче пилĕк ачаллă çемьере кун çути курнă. Ашшĕ Ефрем Захарович вăтам хресчен шутланнă. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕртен пĕри Клавдия лапталла вылянă чухне мечĕк çапмалли патак куçран лекнипе суккăр тăрса юлнă. Кавалсем каласа кăтартнă тăрăх, Рзай хушамат çын ятĕнчен тухнă. Авалхи пысăк çак ялта ĕлĕкех пасар кĕрленĕ. Рзайсен кил-çурчĕ пасар çывăхĕнче "Рзай" текен касра ларнă. Эрнесерен шавлакан пасарлă ялта Ефрем Захарович лавкка тытнă. Малалла вулас...
Комментари хушас